IMG 9751Поселокри тĕп площадьре Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада çамрăк армеецсем хатĕрри çинчен район пуçлăхне М.Пуклакова Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен В.Антонов рапорт пачĕ. Парада районти шкулсенче вĕренекенсем, кадет класĕсенче ăс пухакансем хутшăнчĕç.

Вĕсем халăх умĕнче стройпа утса хăйсен хастарлăхĕпе пурне те тыткăнларĕç. Çамрăк армеецсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç, дипломсемпе чысларĕç. Хĕрсем-параппанçăсем илемлĕ ташăпа савăнтарчĕç. Самбо тата каратэ секцийĕсене çÿрекен ачасем те тухса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Малалла районти культура учрежденийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем вăрçă темипе хатĕрленĕ концерт кăтартрĕç.

И.Данилова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика