obrasov«Пĕр пек шухăшлă пулсан, пĕрле кар тăрса харăссăн утсан эпир çĕнеймен йывăрлăхсем çук», — тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне кăçал янă Çырăвĕнче. Вăрмар округĕнче пурăнакансем те пĕрлĕх туйăмне мала хурса çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнтăлаççĕ. Хальхи çăмăл мар саманара та Вăрмар округĕн кăтартăвĕсем лайăх еннелле туртăнни палăрать.

Вăрмар округĕн бюджечĕ

Вăрмар муниципаллă округĕн бюджечĕ 2024 çулхи тупăша шута илсен 976 миллион тенкĕлĕх пурнăçланнă, 2023 çулхипе танлаштарсан 11 процент ÿснĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн бюджетне налукпа кĕрекен тупăшĕ 184 миллион тенкĕпе танлашнă, 2023 çулпа илсен 23 процент ÿснĕ.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх

2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар муниципаллă округĕнче 660 вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ регистрациленнине шута илнĕ, çак шутра уйрăм çын предпринимательсем — 565, пĕчĕк предприятисемпе юридици сăпатĕнчи çынсем — 95. Харпăр хăй вăйĕпе туса илнĕ таварсене тиесе ăсатассин, вак тата вăтам предприятисен вăйĕпе пурнăçланă ĕçсемпе пулăшусен калăпăшĕ 992 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă 2023 çулпа илсен 143 процент.

Вак предпринимательлĕх субъекчĕсем шутне кĕмен организацисен тавара ваккăн сутассин çаврăнăшĕ 2024 çулта 859 миллион тенкĕпе танлашнă. 2024 çулхи 12 уйăхра вак тата вăтам предпринимательлĕхри 111 субъекта 148 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ. Çак шутра 23 субъекта информаципе консультаци пулăшăвĕ, Чăваш Республикинчи вак тата вăтам бизнес субъекчĕсене пулăшу кÿрессипе ĕçлекен Агентстви урлă 4 субъекта 11 миллион тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ, çавăн пекех ял хуçалăх таварĕсене туса илекен 34 хуçалăха 129 миллион ытла тенкĕлĕх субсиди, уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракан тата ятарлă налук режимĕпе /«Налог на профессиональный доход»/ усă куракан граждансене — харпăр хăй çине ĕçлекен 50 çынна 8 миллион тенкĕлĕх укçа-тенкĕ панă.

Пĕтĕмпе 127 миллион тенкĕлĕх коммерциллĕ 14 инвестици проекчĕ пурнăçланă.

Ял хуçалăхĕ

2024 çулта округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пĕтĕмпе 14 404 гектар çĕр çинчен 41 пин тонна ытла тĕш-тырă вырса илнĕ /вăтам тухăç — гектартан 28,7 центнер/. Çĕр улмине 434 гектар çинчен 14 пин тонна пуçтарса илнĕ /вăтам тухăç — гектартан 315,4 центнер/.

Вăрмар муниципаллă округĕнче хăмла туса илессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество ăнăçлă ĕçлет, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 40 гектар. Тухăç паракан лаптăкĕ вара – 38 гектар, çак çĕр çинчен 68 тонна хăмла татса илнĕ /вăтам тухăç - гектартан 18 центнер/, 2023 çултипе танлаштарсан 145 процент.

2024 çулхи 12 уйăхра округри пур категориллĕ хуçалăхсенче 8189 тонна сĕт суса илнĕ. Аш-какай производстви 1393 ытла тоннăпа танлашнă. Çăмартана 4235 пин штук туса илнĕ. 2024 çулта район аграрийĕсем 15 единица ял хуçалăх техники, çав шутра прицеплă техника та, 80 миллион ытла тенкĕлĕх туяннă /Zoomlon RS 1604 трактор, Беларус трактор, МТЗ 15-23 трактор, Дон-114 сеялка тата ытти те/.

Пурăнмалли çурт-йĕр

«Строительство» ĕç-хĕлĕ енĕпе /вак предпринимательлĕх субъекчĕсем шутне кĕмен, ĕçлекенсен вăтам шучĕ 15 çынран ытларах организацисемпе\ пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 2024 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 47 миллион тенкĕпе танлашнă, 2023 çулхи шайпа танлаштарсан икĕ хут нумайрах.

Чăваш Республикин 2020-2024 çулсенчи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн программине пурнăçланă май ипотекăпа пурăнмалли çурт-йĕр туяннă чухне пĕрремĕш взноса тÿлеме май паракан пĕр хутченхи тÿлев илмелли 12 свидетельство пĕтĕмпе 15 миллион ытла тенкĕлĕх панă, вĕсенчен 3 свидетельствине 4 миллион ытла тенкĕлĕх — пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассишĕн учетра тăнă ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене. Тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе 11 миллион тенкĕлĕх 6 пурăнмалли çурт-йĕр туянса панă, çавăн пекех тăлăха юлнă ачасене 21 миллион тенкĕлĕх пурăнмалли çурт-йĕр туянмалли 7 сертификат панă.

Çула çитмен 5 е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма е туянма 16 миллион тенкĕлĕх 4 сертификатпа тивĕçтернĕ. Ял территорийĕнче ĕçлесе пурăнакан граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 2024 çулта 1 миллион тенкĕ уйăрнă. Çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма социаллă тÿлев илме 2024 çулта 3 миллион ытла тенкĕ уйăрнă пулнă. Вăрмар муниципаллă округĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăр­са парассипе ĕçлеççĕ.

Инфратытăм аталанăвĕ

Пуçарулăх бюджечĕн программипе 59 миллион тенкĕлĕх 47 проект пурнăçланă. 2025 çулта çак программăпа 60 миллион тенкĕлĕх 60 проект пурнăçлама палăртнă.

«Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» приоритетлă программăн обществăлла территорине хăтлăх кĕртмелли проектăн иккĕмĕш тапхăрĕпе Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре 5 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Çавăн пекех çак программăпа 25 миллион ытла тенкĕлĕх поселокри нумай хваттерлĕ çуртсен 6 картиш территорийĕсене хăтлăлатнă.

Çул-йĕр инфраструктури

Район аталанăвĕ çул-йĕр инфраструктурин аталанăвĕсĕр пулмасть. Ял чиккисене пырса тивмен 4 км тăршшĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене пĕтĕмĕшле 23 миллион тенкĕлĕх юсанă. Ял чиккисенчи 7 км тăрш­шĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене 21 миллион тенкĕлĕх юсанă. Муниципаллă округ чиккисенчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ 4 км тăршшĕ çул-йĕр валли 22 миллион тенкĕ уйăрнă. Вăрмар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене пырса кĕмелли вырăнсене 1 миллион тенкĕлĕх юсанă.

Вĕрентÿ

Вăрмар округĕн вĕрентÿ тытăмĕн тĕп тĕллевĕ — вĕрентÿ пысăк пахалăхлă пултăр тесе условисемпе тивĕçтересси.

Вăрмар округĕнче 21 вĕрентÿ организацийĕ ĕçлет: шкулчченхи 5 вĕрентÿ организацийĕ, пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан 13 организаци, хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени /ача-пăча пултарулăх çурчĕ, ачасен искусство шкулĕ, спорт шкулĕ/. Çавăн пекех ачасен сыв­лăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагерь хăйĕн ĕçне пурнăçлать.

Вăрмар округĕнчи 5 садике тата 10 шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен 15 ушкăнне 588 воспитанник çÿрет. 13 шкулта 2024 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1973 вĕренекен пĕлÿ илет, çав шутра 1-мĕш класа кайнисем — 153, 9-мĕш класс выпускникĕсем — 219, 11 класс выпускникĕсем — 72.

Округри шкулсенче 258 педагог вăй хурать. Вĕсенчен 35 çула çитменнисем — 8% ытла. «Земство учителĕ» проект шайĕнче Кĕтеснерти тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ ĕçлеме тытăннă. Юлашки 3 çул хушшинче округри вĕрентÿ организацийĕсене 14 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ.

2024 çулта вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама кашни бюджет тĕсĕнчен пурĕ 20,0 млн тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул территорине 9 млн ытла тенкĕлĕх хăтлăлатнă. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул çумĕнчи ача сачĕн çуртне 31,0 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Терроризмран хÿтĕленме, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме, медицина кабинечĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 2 млн тенкĕ уйăрнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсене оборудованипе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 0,7 млн тенкĕ уйăрнă.

Шкулсенче 14 единица транспорт шутланса тăрать. Автобуссем 464 ачана 42 маршрутпа илсе çÿреççĕ. Вĕсене ГЛОНАСС тытăмпа, тахографсемпе, çутатакан маячоксемпе тивĕçтернĕ. 2024 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Ăслă шкул автобусĕ-21» республика проекчĕ хута кайнă. Халĕ ашшĕ-амăшĕ мобильлĕ приложени урлă шкул автобусĕ çак самантра ăçта пынине сăнама пултарать.

Талантлă ачасемпе çамрăксене тупса палăртасси тата вĕсене пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Муниципалитетра «Инженерипе техника класĕсем» проект пурнăçланать, профильлĕ классем, агроклассем ĕçлеççĕ.

«УПК-21» проект шайĕнче шкулсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕпе килĕшÿ тунă. 2024 çулта Вăрмарти тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсенче 11 класра вĕренекенсем «Вожатăй» программăпа вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕ пулăшнипе В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкул вĕренекенĕсем «Çĕвĕç» тата «Ял хуçалăх машинисемпе оборудованине юсакан слесарь» профессисене алла илнĕ.

2024-2025 вĕренÿ çулĕнче Вăрмар округĕнчи талантлă 11 çамрăк ЧР Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксене паракан стипендине илме тивĕçнĕ. Шкулсенче вĕренекен 4 ача ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулнă. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн стипендине — уйăхсерен 500 тенкĕ — 25 вĕренекен илсе тăрать. 2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăл 1000 тенкĕпе танлашĕ.

«Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ шайĕнче 5-9 классенче вĕренекен 30 ытла ача 2 куна тăсăлакан тÿлевсĕр турсене хутшăнса Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллашнă. Вăрмар округĕнчи шкул ачисем валли округри 4 паллă вырăн тăрăх туризм маршручĕсем йĕркеленĕ.

Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача сачĕ «Раççейри чи лайăх ача сачĕсем» конкурсра çĕнтернĕ. 2024 çулхи май уйăхĕнче çак ача садĕнче пĕрремĕш Агролаборатори уçăлнă. Паянхи кун Агролабораторисем Арапуçĕнчи тĕп шкулта тата Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача садĕнче те ĕçлеççĕ.

Физкультура тата спорт

Вăрмар округĕнче массăллă спорта аталантарма условисемпе тивĕçтернĕ. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче спортăн 9 тĕсĕпе уйрăмсем ĕçлеççĕ: велоспорт, çăмăл атлетика, волейбол, футбол, самбо, ирĕклĕ кĕрешÿ, бокс, шывра ишесси, фитнес-аэробика\. Ялсенчи культура çурчĕсен çумĕнче спортпа сывлăха çирĕплетмелли 9 клуб йĕркеленĕ.

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт юхăмне Вăрмар округĕнче пурăна­кан 5373 çынна /28%/ явăçтарнă. 2024 çул­хи 12 уйăх пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 700 ытла çын нормативсене пурнăçлама хутшăннă.

Вăрмарти спорт шкулĕнче 3 млн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттерессипе 2025 çулта проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме планлаççĕ.

Культура

2024 çулта Вăрмар округĕ «Культура» наци проекчĕ шайĕнче 9 млн ытла тенкĕлĕх нумай функциллĕ куçса çÿрекен центр — автоклуб туяннă. Чулкасри культура çурчĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 0,7 млн тенкĕлĕх сасă тата музыка оборудованийĕ туяннă. Кавалти культура çуртĕнче 37 млн ытла тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

«Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă салтаксен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварасси» 2019-2024 çулсенчи программа шайĕнче Вăрмарти, Кавалти, Пинерти территори пайĕсенче салтаксен вилтăприйĕсене 0,3 млн тенкĕлĕх тирпейлесе йĕркеленĕ.

2025 çулта Кивĕ Вăрмарта 87 млн ытла тенкĕлĕх çĕнĕ культура çурчĕн строительствине пурнăçлама палăртнă. Вăрмарти тĕп библиотекăна 9 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсама планланă /1-мĕш тапхăр/. Пинерти культура çуртне 12 млн ытла тенкĕлĕх тĕпрен юсама тĕллев лартнă.

Сывлăх сыхлавĕ

2024 çулта «Земство тухтăрĕ» программăпа Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн поликлиникине 1 врач-хирург ĕçе вырнаçнă. Тупахри тата Пинерти ФАПсенче 2 фельдшер ĕçлеме тытăннă.

Регион гранчĕпе усă курса Саруй ялĕнче çĕнĕ ФАП хута кайнă.

2024 çулта Арапуçĕнче врач амбулаторийĕн, Энĕш­пуç ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн строительствисене вĕçленĕ.

Вăрмар поселокĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн посчĕн строительствине пурнăçлас тĕллевпе 2025 çулта проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме йышăннă. 22,0 млн тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем 2026 çулта пуçланĕç.

Демографи

Çуралнисен тата вилнисен шучĕ 2024 çулхи 12 уйăх­ра чакнă. Çут тĕнчене 82 ача килнĕ /2023 çулта — 95/. 311 çын куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă /2023 çулта — 326/. 2024 çулта Вăрмарти ЗАГС пайĕнче 26 çемье чăмăртаннине регистрациленĕ /2023 çулта — 46/. 41 мăшăр уйрăлнă /2023 çулта — 48/.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрă­мĕ пулăшнипе 2024 çулхи 12 уйăхра 411 çынна вăхăтлăх тата яланлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,38% пулнă /2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 0,44%/.

Патриотлăх

Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшасси малти вырăнта. Шкулсенче, акă, ачасемпе педагогсем маскировка сеткисем çыхма, окоп çуртисем тума, салтаксем патне çырусем çырма хутшăнаççĕ, парнесем хатĕрлесе СВОна ăсатаççĕ.

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» лозунгпа пĕрлешсе шкулсенчи волонтерсем салтаксен çемйисене пулăшаççĕ. Вĕрентÿ организацийĕсенче «Паттăрлăх урокĕсем» иртеççĕ, унта хутшăнма СВО участникĕсене те чĕнеççĕ.

Кĕтеснерти тĕп шкула çак шкул выпускникĕн — патшалăх чиккине хÿтĕлесе паттăрла вилнĕ РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕн Александр Николаевич Николаевăн ятне пама йышăннă. СВОра пуçне хунă салтаксен амăшĕсен тата «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн пуçарăвĕпе Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта çак шкул выпускникĕсен — çар задачисене пурнăçласа вилнĕ салтаксен ячĕпе аллея уçнă. Асăннă шкулти 5Г кадет класне танк взвочĕн командирĕн Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенантăн ятне панă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика