IMG 6735

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Вăрмар округĕнче Чăваш Республикин Правительствин кунне ирттернĕ. Унта республика Правительствин членĕсем те хутшăннă.
Вăрмар поселокĕнчи Культура çурĕнче иртнĕ тĕлпулу вăхăтĕнче пилĕк çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, Чăваш Республикин 2030 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программи шайĕнчи региона малалла аталантармалли тĕп енсене палăртнă.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев округра пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа панă, малашнехи тĕллевсене уçăмлатнă. Дмитрий Краснов, Максим Иванов, Владимир Степанов вице-премьерсем, ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Инна Волкова, культура министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Казакова, финанс министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Ольга Метелева республикăна тата муниципалитета ертсе пыракан команда умĕнчи задачăсем пирки калаçнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетра пурнăçа кĕртме палăртнă проектсем пирки чарăнса тăнă, патшалăх пулăшăвĕсемпе активлăрах усă курма чĕнсе каланă.
Ĕçлĕ тĕлпулу республикăри ертсе пыракан ВУЗсен ректорĕсемпе килĕшÿ туса алă пуснипе вĕçленнĕ. Аса илтеретпĕр: Вăрмар округĕнче республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен представительствине уçма палăртнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм çамрăксене хамăр тăрăхрах вĕренсе професси илме тата ĕçе вырнаçма çул уçĕ.
Мероприятинче чыслав саманчĕ те пулнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика