photo 2025 03 18 14 57 02 5

Вăрмарти инвалидсен организацийĕн председателĕн Эмма Михайловна Борисовăн пуçарăвĕпе «Парне» халăх фольклор ансамблĕ Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмне час-часах концертпа тухса çÿрет. Çак кунсенче те юрă-ташă ăстисем ватăсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Уйрăм заведующийĕ Вера Вячеславовна Васильева, сотрудниксем тата ватăсем хăнасене тараватлăн кĕтсе илчĕç. Вăрмарти инвалидсен организацийĕн председателĕ Эмма Борисова вĕсен умĕнче ăшă сăмахсем тухса каларĕ, çакăн евĕр тĕлпулусем пурнăçа илем кÿнине тата йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнине палăртрĕ. Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕ Римма Иванова, март уйăхĕнче Раççейре Православи кĕнекин кунне паллă тунă май, пухăннисене çакăн пирки ытларах каласа пачĕ, тĕн литературипе паллаштарчĕ.

«Парне» халăх фольклор ансамблĕ ватăсене валли чăн-чăн праçник туса пачĕ. Чăваш тата вырăс халăх юррисем кашнин чунне кĕрсе вырнаçрĕç, чи ăшă туйăмсене вăратрĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ ташлама йыхравларĕ, пусăрăнчăк шухăшсене сирсе ячĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Последние комментарии

Яндекс.Метрика