IMG 0774

Вăрмар округĕнче пурăнакан хĕрачасем, хĕрсем, хĕрарăмсем, асаннесемпе кукамайсем — чи пултаруллисем, чи ĕçченнисем, чи кăмăллисем, чи хитрисем! Пирĕн хĕрарăмсем ĕçре те çитĕнÿсем тăваççĕ, çемье ăшшине те упраççĕ, спортпа та туслă, обществăлла ĕçсенче те тăрăшуллă. Паян Вăрмарти Спорт шкулĕнче иртнĕ «Ял грацийĕ» Спартакиадăна хутшăнса пирĕн илемлĕ ентешĕмĕрсем хăйсен пултарулăхне тепĕр хутчен çирĕплетрĕç.

Савăнăçлă мероприятине Чăваш Енри Ял хĕрарăмĕн кунне халалласа ирттернĕ. Вăрмар округĕнче пурăнакан хĕр-хĕрарăмсем, тĕрлĕ сферăра ĕçлесе округ аталанăвне пысăк тÿпе хывакансем, çав шутра Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар округĕнчи уйрăмĕн членĕсем, пурĕ 11 команда, спорт костюмĕ тата çăмăл атă-пушмак тăхăнса Спартакиадăна тулли кăмăлпа хутшăнчĕç.

Пухăннисен умĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Ефимов, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителĕ Татьяна Илларионова, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова, ятарлă çар операцийĕн участникĕ Виктор Павлов тухса калаçрĕç, этемлĕхĕн черчен пайне ăнăçу сунчĕç.

Программăра ГТО фестивалĕ, хутăш эстафета, шашка вăййи, дартс пулчĕç. Спорт çуртĕнче хаваслă хĕвĕшÿ хуçаланчĕ, Спартакиадăна хутшăнакансем кашни тĕрĕслеве çăмăллăнах парăнтарчĕç. Чи маттуррисем çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕç.

Спартакиадăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн команди 1-мĕш, Аслă Чак команди 2-мĕшĕ, Чулкас команди 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех Спартакиадăна хутшăнакансенчен чи çамрăккине тата чи аслине уйрăммăн палăртса наградăларĕç.


#ГрацияСела
#ДеньСельскойЖенщины

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика