Хаклă ентешĕмĕрсем!
Паян пирĕн пĕтĕм çĕршыв Авиаципе космонавтика кунне паллă тăвать!
Пирĕн республикăшăн вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ уяв. Чăваш çĕрĕ тĕнчене виçĕ космонавта: Андриян Николаева, Николай Бударина тата Муса Манарова парнеленĕ. Вĕсенчен кашниех космонавтика аталанăвне чăннипех те пысăк тÿпе хывнă. Кашниех хăйĕн рекордне тунă.
Андриян Николаев космос карапĕсен пĕрремĕш мăшăрлă вĕçевне хутшăннă. Вăл çавăн пекех креслăран вĕçерĕнсе карап ăшĕнчи йывăрăшсăрлăх витĕмне пĕрремĕш пулса туйса курнă.
Тĕнче уçлăхне Андриян Николаев тата Муса Манаров тытса пымалли космос карапĕсемпе вĕçнĕ, хăйсен вăхăчĕшĕн вĕсем унта чи вăрах вăхăт пулнисем шутланаççĕ. Николай Бударин вара уçă космосра вăрах вăхăт хушши пулнă йышлах мар рекордсменсенчен пĕри.
Космонавтика кунĕнче эпир хамăр ентешсене тата çĕршыври космонавтикăпа авиацие тĕреклентерсе аталантарас ĕçе хутшăннă пĕтĕм çынна тав тăватпăр. СССР 3-мĕш космонавчĕ çуралнă Шуршăлта кăçал мемориал комплексне анлăн çĕнетсе улăштарма тытăнатпăр. «Роскосмос» патшалăх корпорацийĕ çĕнетнĕ музее çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатать. 2027 çул вĕçнелле унта хальхи вăхăтри планетари тата астрономи обсерваторийĕ пулĕ. Мемориал комплексĕ регионсем хушшинчи музейпе вĕренÿ центрĕ пулса тăрĕ.
Паян çĕршывăмăрăн тĕнче уçлăхне малалла тĕпчес ĕçри çитĕнĕвĕсем ытларах çитĕнекен ăруран килеççĕ. Чăваш Енри пин ытла шкул ачи çамрăк космонавтсен юхăмне хастар хутшăнать, аэрокосмос наукин никĕсĕсене ăса хывать, наукăпа тĕпчев ĕçĕсем пурнăçлать. Пурне те пĕлме тăрăшакан тата çивĕч ăслă çамрăк тĕпчевçĕсем малашне ăслăлăхра пысăкран та пысăк çитĕнÿсем тума пултарассине çирĕппĕн шанса тăратăп.
Пурсăра та Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлатăп! Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, мĕнпур лайăххине, ырлăх тата хамăрăн аслă Тăван çĕршывăмăр ырлăхĕшĕн çĕнĕ пĕлÿсем тата открытисем патнелле ăнтăлмалли çул çинче ăнăçусем сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ