16

Вăрмар муниципаллă округĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче информушкăнсем Шăхаль, Энĕшпуç, Чупай ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа ирттерме палăртнă мероприятисем; Чăваш Республикин экономикинчи 5 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсем; 2025 çулхи çуркуннехи тапхăрта Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Шăхаль ял тăрăхĕнче ĕçленĕ, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пынă ушкăн Энĕшпуç ял тăрăхне çул тытнă, Чупай ял тăрăхĕнче вара (сăн ÿкерчĕксем çинче) Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталия Иванова ертсе пынă ушкăн пулнă.

Тĕлпулусем çивĕч те тухăçлă иртнĕ. Информушкăнсем халăхпа пĕрле тĕп ыйтусене те пăхса тухнă, çынсен хăйсен ыйтăвĕсене те татса пама тăрăшнă.

Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика