Июлĕн 28-мĕшĕ. Пысăк Енккасси культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ Хуруй ялĕнче Тинĕс çар флочĕн кунне уявлама хутшăннă. Августăн 3-мĕшĕ. Афган вăрçине хутшăннă Виктор Гаврилов гварди сержантне асăнса мини-футбол енĕпе йăлана кĕнĕ XVIII -мĕш турнир пулса иртнĕ.
Августăн 4-мĕшĕ. Шкул ачисем хушшинче Пысăк Енккасси культура çурчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футбол турнирĕ пулса иртнĕ.
Августăн 5-мĕшĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн Вăрмар муниципаллă округĕн тĕп сыватмăшĕнче Пысăк Енккасси вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлÿ илнĕ Яковлев Павел Вячеславович хирург ĕçне пуçăннă.
Август уйăхĕ. Пысăк Енккасси культура çуртĕнче ĕçлекен Николай Гаврилов нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн, культурăпа спорт мероприятийĕсене халăхра анлă сарнăшăн РФ Патшалăх Думин депутачĕн А.Л.Салаевăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Августăн 18-мĕшĕ. Шупашкар хули 555 çул тултарнине халалланă савăнăçлă уявра Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул 3D - моделировани енĕпе мастер-класс ирттернĕ.
Сентябрĕн 2-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа Пĕлÿ кунĕ иртнĕ. Шкул сакки çине 154 вĕренекен ларнă. Вĕсенчен 12 ача - пĕрремĕш хут.
Сентябрĕн 18-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Дмитрий Коновалова юлашки çула ăсатнă.
Сентябрĕн 21-мĕшĕ. Тăвай муниципаллă округĕн Эльпуç ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă Эль кÿлли çыранĕнче Чăваш Республикин анат енчи чăвашсен «Тапă» уявĕ иртнĕ. Уява 1-мĕш тур кăтартăвĕсемпе «Еник» халăх фольклор ушкăнĕ хутшăнса лауреат Дипломне тивĕçнĕ.
Сентябрĕн 25-мĕшĕ. Ялăн иртнĕ кун-çулне тĕпчекен, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ Андронникова Татьяна Петровна 85 çулхи юбилей каçне ирттернĕ.
Сентябрĕн 28-мĕшĕ. Вăрмар округĕнче пулса иртнĕ «Янра, хуткупăс!» конкурса хутшăнса «Еник» халăх ушкăнĕ, Раиса Моисеева юрăç 1 степеньлĕ Дипломсем çĕнсе илнĕ. Алекандр Александровпа Николай Гаврилов купăсçăсем 2 степеньлĕ Диплом илме тивĕçнĕ.
Октябрь уйăхĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсене 2024-2025 çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе ирттернĕ смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче Пысăк Енккассинчи вăтам шкул чи лайăх хатĕрленнине палăртнă. Шкула 30000 тенкĕлĕх сертификат панă.
Октябрĕн 5-мĕшĕ. Вĕрентекен кунĕ ячĕпе иртнĕ уявра Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Ирина Юрьевна Демьянова нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн, çитĕнекен ăрăва вĕрентес, воспитании парас ĕçре нумай çул ĕçленĕшĕн Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Хисеп хутне, хăрушсăрлăх тата Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли никĕссене вĕрентекен Вячеслав Николаевич Иванов профессири çитĕнÿсемшĕн, тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Октябрĕн 22-мĕшĕ. Набережные Челны хулинчи «Челны-водоканал» ТМЯО генеральнăй директорĕ, экономика ăслăлăхĕн кандидачĕ Гаврилов Владислав Анатольевич 60 çулхи паллă кунне уявланă.
Ноябрĕн 5-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкул вĕренекенĕ, Вăрмарти Спорт çуртĕнче Иван Никитин тренер патĕнче самбо енĕпе хăйĕн спортри ăсталăхне туптакан Аня Ерукова черетлĕ çитĕнÿ тунă. Раççей Федерацийĕнче иртнĕ чемпионатра 3-мĕш вырăна тухнă.
Ноябрĕн 8-мĕшĕ. Чăваш Республикин Вăрмар округĕн хĕрарăмсен Канашĕ йĕркеленĕ «Женщина – берегиня села» конкурса хутшăнса Пысăк Енккасси ял территори пайĕн Хĕрарăмсен канашĕ «Чи пултаруллисем» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă.
Ноябрĕн 13-мĕшĕ. Чăваш Наци библиотекин наци литературипе библиографи уйрăмĕн заведующине Ольга Николаевна Тимофеевăна чăвашсен паллă сăвăçĕ Çеçпĕл Мишши 125 çул тултарнине халалласа ирттернĕ меропрятине çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне, ятлă сехетне панă.
Ноябрь уйăхĕ. Пысăк Енккасси территори пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Венера Германовна Петровăна ĕçри тăрăшулăхшăн, çитĕнÿсемшĕн Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне парса чысланă.
Ноябрĕн 20-мĕшĕ. «Еник» халăх фольклор ушкăнĕ Шупашкарти К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен литература музейĕнче чăвашсен пирвайхи профессиллĕ хĕрарăм-сăвăçсенчен пĕрин Мария Волкова-Вегăн 90 çулхи паллă кунне чысласа иртнĕ асăну каçне хутшăннă.
Ноябрĕн 22-мĕшĕ. Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Новосибирск хулинчи «Сибэлектротермист» заводăн генеральнăй директорĕнче ĕçленĕ техника ăслăлăхĕн кандидачĕ, РФ тава тивĕçлĕ машиностроителĕ, Раççей Патшалăх премийĕн лауреачĕ Михаил Георгиевич Кузьмин 75 çул тултарнă.
Декабрĕн 17-мĕшĕ. Ял çыннисем ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Степанов Владимир Анатольевичпа ĕмĕрлĕхе сывпуллашнă.
Декабрĕн 21-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕ 135 çул тултарнине паллă тунă.
Декабрĕн 25-мĕшĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнче пулса иртнĕ «Чи лайăх Хĕл Мучипе Юр пике-2024» тупăшура Пысăк Енккасси культура çурчĕ «Чи лайăх Çĕнĕ Çул вăйă программи» номинацире çĕнтернĕ.
Декабрĕн 27-мĕшĕ. Пысăк Енккасси культура çурчĕ çумĕнчи Ираида Григорьевăпа Николай Гаврилов юрăçсем Вăрмар муниципаллă округĕнче пулса иртнĕ «Икĕ çăлтăр» шоу-конкурсра 3 степеньлĕ Диплом илме тивĕçнĕ.
Декабрĕн 29-мĕшĕ. Пысăк Енккассинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕсем - ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ çынни Юрий Порфирьевич тата ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Ивановна Архиповсем пĕр-пĕрне юратса, пĕрле алла-аллăн тытăнса пурăнма пуçлани 50 çул çитнине, «ылтăн туйне», уявларĕç.
Пысăк Енккасси ялĕнчи Вячеслав Сергеевпа Петр Григорьев хăйсене уйăрса панă çĕр çинче тухăçлă тыр-пул, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтернĕ.
Ялти 226 килте 18 ĕне, 10 качака шутланать. 2024 çулта 412 çын пурăннă. Вĕсенчен 6 хĕрарăм 90 çул урлă каçнă. Чи асли 96 çулта. Арçынсенчен 2 çын 80 çул урлă каçнă. 1 ача çуралнă, 5 çын пурнăçран уйрăлнă.
Александр МИХАЙЛОВ