photo 2025 04 02 10 19 39Çак кунсенче «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проектне пурнăçлассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Комисси Çĕрпÿ тата Етĕрне хулисене хăтлăлатмалли ĕçсен проектпа смета докуменчĕсене çирĕплетнĕ. Асăннă хуласем Раççей шайĕнчи хăтлă хула хутлăхне тăвассипе чи лайăх проектсен IX-мĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисен шутне кĕнĕ.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, хăтлăхпа çыхăннă проектсене пурнăçлама вырăнти бизнес-сообществăна активлăрах явăçтармалла, çав шутра коммерциллĕ пĕлтерĕш­лĕ объектсен строительствине пурнăçлама та. Ку вăл, конкурспа килĕшÿллĕнех, бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен хушма укçа-тенкĕ илĕртме май парать.

Çавăн пекех комисси Пăрачкав салин центрне хăтлăлатмалли концепцине те ырланă. Пăрачкав Раççей шайĕнчи хăтлă хула хутлăхне тăвассипе чи лайăх проектсен X-мĕш конкурсне «Пăрачкав еткерĕ: салан историллĕ центрĕн аталанăвĕ» концепципе хутшăнĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республики 2018 çултанпа Пĕтĕм Раççейри пĕчĕк хуласемпе историллĕ поселенисенче хăтлă хула хутлăхне тăвассипе çыхăннă конкурса активлă хутшăнать. Çак вăхăт хушшинче регионти 15 пĕчĕк хулапа историллĕ поселенисен заявкисем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕш­ле илсен, юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре 1316 картиш территори­йĕпе обществăлла вырăнсене хăтлăлат­нă. 2025 çулта 25 обществăлла вырăна хăтлăлатма планланă, 2030 çул тĕлне — 268 таран.

Вăрмар муниципаллă округĕнче 2024 çулта «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» приоритетлă проектпа килĕшÿллĕн Вăрмар поселокĕнчи обществăлла территорине — тĕп площаде — хăтлăлатас ĕçсен 2-мĕш тапхăрне 5 миллион ытла тенкĕлĕх пурнăçланă. Çавăн пекех, палăртмалла, «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» регионти проекчĕ шайĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен 6 картиш территорине 25 миллион ытла тенкĕлĕх хăтлăлатнă.

2025 çулта Мăнçырма ялĕнче Раççей Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсене халалланă аллейăна хăтлăлатассипе ĕçсем туса ирттерме планланă. Шăпах çак аллея хăтлăлатмалли объекта суйлассипе пĕлтĕр иртнĕ Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлавра çĕнтернĕ. Проектпа килĕшÿллĕн кунта тăваткалланă чул сарса тротуар тумалла, палăксем, çутă хунарĕсем, саксем, чечеклĕхсем вырнаçтармалла. 2025 çулта çак ĕçсен 1-мĕш тапхăрне 5 миллион та 500 пин ытла тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă — çĕр ĕçĕсене пурнăçласа тăваткалланă чул сарĕç, аллейăна çутăпа тивĕçтерĕç /ÿкерчĕк çинче — аллея проекчĕ\.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

«Эпир «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурса активлă хутшăнатпăр. Кирлĕ услови — проектсене пурнăçлама регион хăйĕн укçи-тенкине те хывни. Халăх сасăлава хутшăнни те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пилĕк çул хушшинче республикăра 12 проект пурнăçланă, çав шутра виççĕшне — пĕлтĕрхи çулта. Конкурсра çĕнтерни пирĕн пĕчĕк хуласемпе историллĕ поселенисене бизнеспа туризма аталантарма, хальхи йышши хула хутлăхне йĕркелеме пулăшать».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика