Февраль уйăхĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче ялти хастарсем маскировка сеткисем çыхма пуçланă.
Февралĕн 10-мĕшĕ. Афган вăрçин ветеранĕ, «Çарти хăюлăхшăн» медаль кавалерĕ Анатолий Никитин 60 çул тултарнă.
Февралĕн 21-мĕшĕ. Ялти культура çуртĕнче Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи çулталăкне савăнăçлă уçнă ятпа отчет-смотр пулса иртнĕ.
Февралĕн 22-мĕшĕ. Шупашкар хулинчи пурăнмалли коммуналлă хуçалăхра ĕçлекен Григорьев Андрей Петрович аслă мастера «Чăваш Республикин халăха пулăшу парас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă.
Февралĕн 28-мĕшĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн культура отраслĕн ĕçченĕсем 2023 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме Ямпай культура çуртне пухăннă. Канашлăва ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Казакова, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Округри культура ĕçченĕсемпе пĕрле пĕтĕмлетĕве Пысăк Енккасси ялĕн культура ĕçченĕсем те хутшăннă.
Мартăн 2-мĕшĕ. Шупашкарта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен çамрăксен театрĕнче Вăрмар ентешлĕхĕн уявне районти юрăçсен ушкăнĕпе пĕрле Пысăк Енккасси культура çурчĕн ĕçченĕ Николай Гаврилов хутшăннă.
Мартăн 14-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкул лапамĕнче ял çыннисемпе шкул ачисем Çăварни уявне ирттернĕ.
Мартăн 25-мĕшĕ. Украина çĕрĕнче ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă Олег Давыдов ячĕпе амăшне Людмила Владимировнăна тата мăшăрне Ирина Геннадьевнăна ЧР çар комиссарĕ Бахтиер Холиков Паттăрлăх орденĕ панă.
Мартăн 26-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкул вĕрентекенĕсем Ирина Леонардовна Яковлева «Чи лайăх класс ертÿçи-2024», Арина Владимировна Иванова «Çулталăк вĕрентекенĕ-2024» педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсенче çĕнтернĕ.
Апрелĕн 22-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă Кивĕ Мăнтăр каччине, Паттăрлăх орденĕн кавалерне Александр Ильина юлашки çула ăсатнă.
Апрелĕн 26-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче вĕренекен Аня Ерукова Атăлçи Федераци округĕнче самбо енĕпе иртнĕ чемпионатра 38-40 кг таякансем хушшинче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Майăн 9-мĕшĕ. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи арçын ачасен «Патвар» ушкăнĕ Аслă Çĕнтерĕве 79 çул çитнĕ ятпа районта пулса иртнĕ уяв концертне хутшăннă.
Майăн 9-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ Максимилиан Васильев Мускаври Хĕрлĕ лапамра пулса иртнĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.
Майăн 14-мĕшĕ. Пысăк Енккасси территори пайĕн начальникĕн ĕçне Ольга Николаевна Михайлова пуçăннă.
Майăн 16-18-мĕшĕ. Ялти стадионра районти çамрăк армеецсен «Зарница», «Орленок» вăййисем пулса иртнĕ.
Майăн 16-мĕшĕ. Кивĕ Вăрмарти «Парне», Пысăк Енккасси культура çурчĕ çумĕнчи «Еник» халăх фольклор ушкăнĕсен аккомпаниаторĕсем Валерий Архиповпа Николай Гаврилов Чăваш Республикин баянистсен пĕрлештернĕ ушкăнĕпе славян çырулăхĕпе культурин уяв концертне хутшăннă.
Майăн 15-мĕшĕ. Пысăк Енккасси ялĕнчи Григорьевсен «Хурăнташ» çемье ушкăнĕ çемье çулталăкне халалласа республикăра пулса иртнĕ «Пурте туслă çемьерен» фестиваль-конкурса хутшăнса Диплом çĕнсе илнĕ.
Май уйăхĕ. Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Тăвай муниципаллă округне кĕрекен Тĕмер вăтам шкулĕнче вĕрентекен Наталья Чернова республикăра пулса иртнĕ «2024-мĕш çулхи чи лайăх вĕрентекен» конкурс лауреачĕ пулса тăнă.
Май – июнь уйăхĕ. Шупашкар хулин Туслăх çуртĕнче Çемье çулталăкне халалласа «Çемье мастерскойĕ» конкурса хутшăнса палăрнă ал ĕç ăстисен куравĕ ĕçленĕ. Курава тăратнă Пысăк Енккасси ялĕнчи Александра, Маринăпа Владимир Романовсен çемйин ĕçĕсене пысăк хак парса лауреат ятне парса чысланă
Майăн 21-мĕшĕ. Ялти вăтам шкул ачисемпе Иван Топрисов сăввипе «Савнă ялăм - Пысăк Енккасси» юрра хăйланă Николай Иванов-Пархатар сăвăç-юрăçа асăнса «Тăван ял, савнă ял» уçă урок иртнĕ.
Майăн 24-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче юлашки шăнкăрав уявĕ пулса иртнĕ. 14 вĕренекен вăтам шкул, 17 ача 9 класс вĕренсе пĕтернĕ.
Майăн 28-мĕшĕ. Чикĕ хуралĕн ветеранĕсем хăйсен уявне ирттернĕ.
Майăн 31-мĕшĕ - июнĕн 2-мĕшĕ. Чăваш Республикинчи Тăвай муниципаллă округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче пулса иртнĕ «Ялта чи лайăххисем» агрослета Пысăк Енккасси ял вулавăшĕн заведующийĕ Марина Егорова тата ял çамрăкĕ Никита Никифоров виççĕмĕш çул хутшăннă.
Июнĕн 8-мĕшĕ. Районти Акатуйра «Мисс Акатуй» конкурсра Арина Иванова «Мисс Грация» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Алеша Сергеев бензопăчкăпа тĕрлĕ кĕлеткесем тăвакансен тупăшăвне хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăннă.
Июнь. Патшалăхăн Пĕрлехи экзаменĕнче Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Дарья Сергеева пысăк кăтартусемпе палăрнă, химипе – 98, вырăс чĕлхипе – 97, биологипе 93 балл илнĕ.
Июлĕн 6-мĕшĕ. Ялти стадионра пысăкенккассисем хăйсен ял уявне ирттернĕ.
Июлĕн 16-мĕшĕ. Пысăк Енкассинче пурăнакан, чылай çул «Динамо», XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче тăрăшнă ĕç ветеранне Юлия Макаровна Никоноровăна ял тăрăхĕн администрацийĕ, пур ял-йыш 90 çулхи юбилейпе саламланă.
Июлĕн 18-мĕшĕ. Вăрмарти культурăпа кану паркĕнче пĕрлехи фольклор кунне халалласа районти фольклор ушкăнĕсен «Иксĕлми çăлкуçсем» конкурс иртнĕ. Пысăк Енккасси культура çурчĕ çумĕнчи Алевтина Яковлева ертсе пыракан «Еник» халăх фольклор ушкăнĕ конкурсăн 1-мĕш степеньлĕ Дипломне тивĕçнĕ.
Июлĕн 20-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулне 1973 çулта вĕренсе пĕтернисем хăйсен тĕлпулу каçне йĕркеленĕ.
Июлĕн 22-мĕшĕ. Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă Паттăрлăх орденĕн кавалерне Дмитрий Кузнецова юлашки çула ăсатнă.
Александр МИХАЙЛОВ