Шăпах çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул выпускникне, Паттăрлăх орденĕн кавалерне, гварди лейтенантне — Донецк тата Луганск Халăх Республикисен ирĕклĕхне хÿтĕлесе пуçне хунă Вадим Владимирович Николаева асăнса волейболла выляссипе арçынсен командисем хушшинче турнир пырать.
Спорт мероприятийĕн тĕллевĕ — волейбол вăййине аталантарасси, çынсен сывлăхне çирĕплетесси, патриотлăха тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, волейболла выляма çамрăксене те, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене те явăçтарасси, спортсменсем хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетесси.
Турнир мартăн 27-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи Спорт çуртĕнче старт илнĕ. Унта «Администраци» /Вăрмар поселокĕ/, «Мăнçырма» /Мăнçырма ялĕ/, «РОВД» /Вăрмар поселокĕ/, «Кĕтеснер» /Кĕтеснер ялĕ/, «Энĕшпуç» /Энĕшпуç ялĕ\ хутшăнма кăмăл тунă.
Ăмăртусен торжествăлла пайĕ вара апрелĕн 1-мĕшĕнче пулнă. Унта Вадим Николаевăн амăшĕ Надежда Николаева, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Республикин çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Сергей Сергеев подполковник, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Вăрмар округĕнчи филиалĕн координаторĕ Татьяна Шигильдеева, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Игорь Соколов, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Константин Васильев, ăмăртусен тĕп судйи Андрей Иванов хутшăннă. Вĕсем спорт çыннăн сывлăхне те çирĕплетнине, çав вăхăтрах пĕр-пĕрин хушшинчи пĕрлĕхе, туслăха вăйлатнине палăртнă. Çакăн пек ăмăртусем ирттересси пирĕн патăмăрта ырă йăлара. Тăван çĕршывăмăрăн паттăрĕсене, тĕрлĕ вăрçăсемпе хирĕçтăрусене, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă Вăрмар тăрăхĕн хăюллă ывăлĕсемпе хĕрĕсене яланах асăмăрта упрамалла, вĕсен ячĕсене хисеплемелле.
Вăйăсем питĕ интереслĕ те çивĕч иртеççĕ. Акă, апрелĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, «Мăнçырма» команда «Администраци» командăна çĕнтернĕ, «РОВД» команда вара «Кĕтеснер» командăран вăйлăрах пулнă. Черетлĕ тĕлпулура «Кĕтеснер»—«Мăнçырма» тата «Администраци»—«РОВД» командăсем тупăшнă.
Турнир паян, апрелĕн 11-мĕшĕнче, вĕçленет. Унта çĕнтернĕ командăна кубокпа, грамотăсемпе тата медальсемпе наградăлама палăртнă, призерсене те грамотăсемпе медальсем парĕç. Çавăн пекех турнирăн чи лайăх вăйăçисене те тĕрлĕ номинацисенче чысласшăн.
Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ