Вĕрентекенсемпе воспитательсем çулталăк тăршшĕпе темиçе хутчен те йышлăн пухăнаççĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе районти культура çуртне. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен августри конференцине, октябрьте Вĕрентекен кунне, март-апрельте професси ăсталăхĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсĕсене — «Çулталăк воспитателĕ», «Чи лайăх класс руководителĕ», «Чĕреме ачасене паратăп», «Çулталăк вĕрентекенĕ» тăватă тĕрлĕ конкурса пĕтĕмлетсе чысламалли мероприятие хутшăнаççĕ. Иртнĕ эрнере шăпах та çак тăватă конкурсăн муниципалитет шайĕнчи конкурсанчĕсемпе лауреачĕсене, çĕнтерÿçисене чысласа саламларĕç.
Кăçал çак професси конкурсĕсенче 41 педагог хутшăнчĕ. Пурте вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне, профессие юратнине кăтартассипе сахал мар вăй хучĕç. Конкурссем пынă кунсенче педагогсем професси ĕçĕнчи опытне кăтартса, патшалăх вĕрентÿ стандарчĕпе çыхăннă методикипе усă курса уçă занятисемпе уроксем, методика семинарĕсем, класс сехечĕсем ирттерчĕç.
Педагогсене саламлама пухăннă хисеплĕ хăнасен йышĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, ЧР Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйĕн Вăрмар округĕнчи пулăшуçи Ирина Алексеева, Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин председателĕ Людмила Голубева, Тихвински Турамăш Турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев пулчĕç. Педагогсем те сцена çинчен чыслава тивĕçсе анакан ĕçтешĕсене илемлĕ чечек çыххисемпе ăшшăн саламларĕç. Чыслав саманчĕсем хушшинче ачасен художествăлла пултарулăх номерĕсем иртрĕç. Сцена çине хăпаракан конкурсантсем хушшинче хăшĕ çĕнтерÿçĕ пуласси юлашки самантченех паллă пулмарĕ. Чи юлашкинчен кăна палăртрĕç 4 конкурс çĕнтерÿçисене. «Çулталăк воспитателĕ — 2025» ята Вăрмарти «Родничок» ача сачĕн воспитателĕ Инна Анатольевна Громова, «Чи лайăх класс руководителĕ — 2025» ята Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти 7 класс руководителĕ Ирина Валерьевна Яковлева тивĕçрĕç, «Чĕреме ачасене паратăп — 2025» конкурсра Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта хушма пĕлÿ паракан педагог, «Музей тата ачасем» кружока ертсе пыракан Маргарита Вячеславовна Краснова çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ. «Çулталăк вĕрентекенĕ — 2025» ята Вăрмарти вăтам шкулта хими предметне вĕрентекен Наталья Ивановна Иванова тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсене Василий Шигильдеевпа Сергей Павлов дипломсемпе чысларĕç. Педагогика конкурсĕсен 2024 çулхи çĕнтерÿçисем вара кăçалхи çĕнтерÿçĕсене хĕрлĕ хăюсем çыхса ячĕç. Пурте тăвăллăн алă çупса саламларĕç ĕçтешĕсене.
«Çулталăк вĕрентекенĕ — 2025» ята тивĕçнĕ Наталья Ивановна пур конкурс çĕнтерÿçисен ячĕпе хăйсене пулăшса, хавхалантарса пынă мĕнпур çынна тав сăмахĕ каларĕ. Шăпах çак кунах вăл Шупашкарта иртнĕ республикăри тапхăртан Вăрмар округне чыслăн хÿтĕлесе килнине, çĕнĕ çынсемпе, çĕнĕ шухăшсемпе пуянланса, хавхаланса килнине палăртрĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА