IMG 6681Чăваш Республикинчи шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене агролабораторисемпе тивĕçтерсех пыраççĕ. Хăшĕсене республика бюджетĕнчи уçка-тенкĕпе уçаççĕ, чыла­йăшĕн ĕçĕ-хĕлне муниципалитетсем тата ял хуçалăх таварĕсен производителĕсем пулăшнипе хута яраççĕ. Ача сачĕсен воспитанникĕсем агролабораторисенче çĕр ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашаççĕ, тĕрлĕ ÿсентăран, пахчаçимĕç çитĕнтерме хăнăхаççĕ. Паллах, пуласлăхра кашни ача хăйĕн пурнăçне аграри профессийĕпе çыхăнтармĕ, анчах та агролабораторинчи занятисем пĕчĕк тĕпчевçĕсене ял хуçалăхĕ тата таврари çутçанталăк пирки ытларах пĕлме пулăшаççĕ.

Палăртма кăмăллă, Вăрмар ок­ругĕнчи 5 ача садĕн­че те — Вăрмар поселокĕн­чи «Родничок», «Березка», «Колосок», «Зоренька», Кĕтеснерти «Солнышко» ача сачĕсенче, çавăн пекех Арапуçĕнчи тĕп шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕн­че те агролабораторисем уçăлнă. «Ача сачĕсенчи агролабораторисем — пирĕн республикăра йĕркеленĕ пĕлтерĕшлĕ проект, вăл ачасене мĕн пĕчĕкрен ял хуçалăх тĕн­чин вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеме май парать», — тет Чă­ваш Рес­публикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăрмар округĕнче Чă­ваш Республикин Правительствин кунне ирттернĕ май Олег Алексе­евич «Родничок» ача садĕнчи агролаборатори ĕçне хутшăнакан пĕчĕк тĕпчевçĕсемпе курнăçса калаçрĕ. Мĕнле кăна пахчаçимĕç, чечексем, ешĕл çимĕç çитĕнтермеççĕ пулĕ вĕсем! Регион Пуçлăхĕ ачасене малашне те хальхи пекех хастар пулма сунчĕ.

Аса илтеретпĕр, «Родничокри» агролаборатори пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче ĕçлеме тытăннă. Агролабораторие «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашнин валли çĕнĕ майсем» федераллă проекчĕ шайĕнче уçнă. Ăна хута яма «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Алексей Михайлов пысăк пулăшу кÿнĕ. Агролабораторие хальхи йышши оборудованипе, инструментсемпе — лупăсемпе, пробиркăсемпе, колбăсемпе, микроскопсемпе, чÿлмексемпе, каткасемпе, лейкăсемпе, çавăн пекех лартмалли вăрлăхпа та — тивĕçтернĕ.

Ача садĕнчи кашни ушкăнрах агробригадăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем агролабораторинче хăйсен кĕте­сĕсене йĕркелесе унта тĕрлĕ ÿсен­тăран çитĕнтереççĕ, опытсемпе сăнавсем, тĕпчевсем ирттереççĕ, мастер-классем йĕркелеççĕ. Сăмахран, хальхи вăхăтра вĕсем пĕр­ремĕш хăяр мĕнле çитĕннине сăнаççĕ. Хăйсем лартнă, тăрăшса ÿс­тернĕ хăяр çимĕç панине курни вĕсене çав тери савăнтарать тата хавхалантарать.

Чăнах та, вăрлăх акни, ăна кунсерен пăхса, шăварса тăни, ÿсентăран мĕнле çитĕнни ачасемшĕн питĕ интереслĕ. Агролабораторинче мĕн ĕçленине, ÿсентăран мĕнле ÿссе улшăннине вĕсем ятарлă дневник­ре палăртса пыраççĕ. Çапла майпа ачасем ĕçлеме те хăнăхаççĕ, çутçанталăка упрамаллине те ăса хываççĕ. «Ачасем агролаборатори ĕçне хутшăнни вĕсене малашлăхра пысăк усă кÿрессе, пулас профессине суйлама пулăшасса шанатпăр», — тет «Родничок» ача сачĕн заве­дую­щийĕ Марина Васильевна Иванченко.

Каласа хăварас пулать, «Родничок» ача сачĕн коллективĕ хăйĕн ĕç­не чунтан парăнса пурнăçлать, ачасене тĕрĕс воспитани парассипе ырми-канми тăрăшать. Çавăнпа çитĕнĕвĕсем те курăмлă вĕсен. Акă, республика шайĕнчи «Çулталăкăн чи лайăх методисчĕ-2025» конкурс­ра «Родничокри» аслă воспитатель Наталья Вениаминовна Семенова лауреат пулса тăнă. Инна Анатоль­евна Громова воспитатель вара Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк воспитателĕ-2025» професси ăсталăхĕн конкурсĕн муниципалитетри тапхăрĕнче çĕнтернĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика