Округра çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланчĕç те. Хуçалăхсем кĕркунне акса хăварнă лаптăксене апатлантарма тухаççĕ. «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те мартăн 30-мĕшĕнче çак ĕçе пуçăнчĕç.
Хĕл хыççăн кĕрхи тулăн вăй илсе ÿсме тытăнмалла, масса пухмалла. Çурхи пĕрремĕш апатлантару валли аммиак селитри аван каять. Çак универсаллă удобренире кĕрхи культурăсене кирлĕ нитратлă азот пур. Кĕрхи тулă уйĕсем кунран-кун ытларах та ытларах симĕсленсе пыраççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, ĕнерпе паян хушшинче те уйрăмлăх курăнать. Кĕрхисем аванах хĕл каçнă, пĕтĕмпе вĕсене 850 гектар çинче акса хăварнă. Уйри ĕçсемпе Владимир Иванов тăтăшах паллашса, хуçалăхра ĕçлекенсемпе канашласах тăрать. «Пĕрремĕш кун 150 гектара удобрениленĕ, паян ытларах та пулĕ-ха. Канашран 300 тонна аммиак селитри турттарса килнĕ хальлĕхе. Пĕтĕмпе икĕ хутчен апатлантаратпăр уйсене, пĕрре — халĕ, теприне кайран», - каласа пачĕ Владимир Анатольевич.
Валерий Петрович Андреев управляющи ĕçĕсене туса пырать, техника юсавлăхĕшĕн, ĕçе йĕркелесе пырассишĕн яваплă. Владимир Анатольевичпа, уйра ĕçлекенсемпе яланах çыхăнура, мĕн кирлĕ — çитерсе парать. Уйра удобрение сапалакан техника рулĕ умĕнче Александр Артемьев. 8 çул ĕçлет ĕнтĕ вăл хуçалăхра. Погрузчике Станислав Соборов ĕçлеттерет. 1 тоннăллă удобрени миххисене тиесе илсе трактор çинчи сапалакан агрегат çине пушатаççĕ. Яков Федоров КамАЗпа уя удобрени турттарса тăрать. Атнаш ялĕнчен инçе мар 380 гектарлă çĕр лаптăкĕ çинче ĕçлетчĕç вĕсем эпир пынă вăхăтра. Кăнтăрла вĕри апат илсе килсе çитереççĕ ĕçченсене.
Хресчен-фермер хуçалăхĕнче пĕтĕмпе 3536 гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ. Владимир Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхри çĕрсене цифровизациленĕ — кадастр номерĕсене палăртса системăна кĕртсе пĕтернĕ ĕнтĕ. Паянхи пурнăçпа тан утаççĕ «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче, çĕнĕлĕхсенчен юлмаççĕ.
Ака-суха пуçланиччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Ку тапхăра та тивĕçлĕ ирттерсе яма хатĕр хуçалăхра.
Эвелина МИХАЙЛОВА