Вăрмар округĕнче çул-йĕр юхăмĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта Вăрмар округĕнчи çулсем çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата тĕрлĕ службăсен представителĕсем «Транспорт тытăмĕн аталанăвĕ» муниципаллă программăна 2024 çулта мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ.
Ларура тишкернĕ тĕп ыйтусем хушшинче аварилĕх анализĕ пулнă. Мероприятие хутшăнакансем 2024 çулта округ территорийĕнче аварилĕх мĕнле лару-тăрура пулнине пăхса тухнă, тĕп проблемăсене палăртнă. 2025 çулхи тĕллевсене те куçран вĕçертмен: çул-йĕр юхăмĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе план тунă, çул-йĕр инкекĕсем ытларах пулакан вырăнсенче пурнăçламалли ĕçсене палăртнă. Çавăн пекех ачасем çул-йĕр çинче аманасран профилактика ĕçĕсем туса ирттермелли çинчен, ачасене шкул автобусĕсемпе илсе çÿренĕ май хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли пирки калаçнă. Паллах, çулсене юсавлăхра тытмалла. Ларăва хутшăнакансем автомобиль çулĕсене 2025 çулхи çуркуннехи тата çуллахи тапхăрта юсас тата вĕсемпе усă курас ыйтусене хускатнă.
Надежда ШИШКИНА