Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакансем туслăн субботник йĕркелесе ирттерчĕç: Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа лартнă мемориал, шыв башнин территорийĕсене тасатнă. Территорисене хăтлăх кĕртнĕ хыççăн Тикашри территори начальникĕпе Валерий Иванович Нарсов­па пĕрле граждансен пухăвне ирттернĕ, ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă. Çĕнĕ Вĕренер çыннисен Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа лартнă кивĕ палăка ватса вырăнтан тасатма алă çĕкленмест. Çавăнпа та вĕсем ăна та хăйсен вăйĕпе упраса хăварма, юсама шутланă. Ку палăк кивĕ пулсан та, астăвăмшăн паха. Клуб ыйтăвне çĕнвĕренерсем май уйăхĕн 2-мĕшĕнче ялта иртекен граждансен пухăвĕнче сÿтсе явма планланă. Е кивĕ клуба юсамалла, е çĕннине тумалла пуçарулăх бюджечĕн программипе? Çак ыйтăва пĕрле сÿтсе явĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика