Çак кунсенче Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Тăван тăрăхра кĕске отпускра пулнă май урока ятарлă çар операцийĕн участникĕ Константин Ерастов хутшăннă.
Патриотла тĕлпулăва хальхи вăхăтра Украинăра пулса иртекен пулăмсем пирки ачасем СВО участникĕнчен хăйĕнчен ыйтса пĕлме пултарччăр, пирĕн салтаксем мирлĕ пурнăçа упраса хăварассишĕн кĕрешнине пĕлччĕр тесе йĕркеленĕ.
Урок вăхăтĕнче Константин ачасене ятарлă çар операцийĕн пĕлтерĕшĕ тата çарти лару-тăру пирки, салтаксем Тăван çĕршыва тата кунта пурăнакансене юратни, çывăх çыннисене хÿтĕлеме ăнтăлни, вĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен каласа панă. Вĕсене тăванĕсемпе юлташĕсем, пĕтĕм халăх пулăшни тата Çĕнтерÿ пуласса ĕненни мĕнпур йывăрлăха парăнтарма вăй кÿнине пĕлтернĕ. Константин палăртнă тăрăх, кашни çамрăкăн çар службинче пулмалла, çĕршыв умĕнчи гражданла тата çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме хатĕр тăмалла.
СВО участникĕпе пĕрле паттăрлăх урокне унăн класс руководителĕ пулнă Иван Михайлович Иванов та, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, хутшăннă. Иван Михайлович вĕренекенсене Константин Ерастов пек харсăр салтаксенчен, хальхи тата иртнĕ саманасенчи паттăрсенчен тĕслĕх илмеллине, Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратмаллине тата унăн хÿтĕлевçисем пулма хатĕрленмеллине каланă. Çавăн пекех вăл Константин Ерастова хăюлăхшăн тата паттăрлăхшăн пысăк тав сăмахĕ каланă, тăван тăрăха ырă-сывă тата Çĕнтерÿпе таврăнма суннă.
Паттăрлăх урокĕ ăшă тата туслă лару-тăрура иртнĕ. Ачасем паттăрсем пирĕнпе юнашарах пурăннине, харсăрлăхпа хăюлăх — Раççейĕн чăн-чăн патриочĕн тата гражданинĕн паха енĕсем пулнине тепĕр хутчен курса ĕненнĕ. Иккĕленмесĕрех калама пулать: СВО участникĕсем Тăван çĕршывăмăра 1941-1945 çулсенче хÿтĕленĕ пирĕн асаттемĕрĕсемпе тата мăн асаттемĕрсемпе пĕр ретре тăраççĕ, вĕсен паттăр ĕçĕсем ĕмĕрлĕхе историе кĕрсе юлаççĕ.
Иван ИВАНОВ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен