IMG 6685

Вăрмар округĕнче пулса иртекен кашни мероприяти тенĕ пекех Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕ хутшăнмасăр иртмест. Пирĕн округра Чăваш Республикин Правительствин кунĕ иртнĕ чухне те Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Алексеевич Николаева Вăрмарти культура çуртĕнчи фойере искусство шкулĕн чи талантлă воспитанникĕсем кĕтсе илнĕ. Çамрăк музыкантсем гитарăпа тата домрăпа каласа илемлĕ кĕвĕ шăрантарнă, Олег Николаева тата унпа пĕрле пулнă яваплă çынсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарса тĕлĕнтернĕ.

Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн историйĕ вăрăм та пуян, вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлне 1961 çултанпах пурнăçлать. Хальхи вăхăтра искусство шкулĕн директорĕнче Ирина Августовна Васильева вăй хурать. Учрежденинче пурĕ 21 çын ĕçлет, çав шутра 16 преподаватель. Вĕсем 385 вĕренекенĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне туптассипе тăрăшаççĕ, музыка инструменчĕсемпе калама, юрлама тата ташлама, ÿкерме тата ал ĕç ăсталăхне хăнăхтараççĕ. Фортепиано, гитара, домра, баян, аккордеон, труба — воспитанниксем ку тата ытти музыка инструменчĕсене те алла илеççĕ, хорта юрлаççĕ, хореографи искусствин, сăнарлă искусствăн вăрттăнлăхĕсене тĕпчеççĕ, йывăçпа та ĕçлеççĕ.

Воспитани пахалăхĕпе вĕ­­рентÿ содержанине лайăх­латас тĕллевпе учрежденин­че тĕрлĕ проектсем пурнăçланаççĕ: «Нумай сăнлă гитара», «Ача-пăча искусство шку­лĕнче вĕренекенсем конкурссене хутшăнни», «Музыка тумламĕ», «Ташă шкулĕ», «Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи классика», «Ачасен музыка университечĕ», «Выля, трубач!», «Трубапа калама вĕренетпĕр», «Тĕрлĕ тĕслĕ гармони». Преподавательсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ, ачасен пултарулăхне уçса пама пулăшаççĕ, вĕсене аталантараççĕ. Ахальтен мар искусство шкулĕн воспитанникĕсем рес­публика, çĕршыв, тĕнче ша­йĕн­чи конкурссемпе фестивальсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине те пĕрре мар тивĕçнĕ вĕсем. Кăçал, акă, гитара класĕпе вĕренекен Мария Чернова стипендиат пулнă.

Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче ĕçлекен педагогсен тăрăшулăхĕ куç умĕнче. Вĕсем тĕрлĕ конференцисене, семинарсене, мастер-классене хутшăнса пĕлĕвне анлăлатаççĕ, професси конкурсĕсенче палăраççĕ. Сăмахран, хĕлĕхлĕ тата чĕпĕтсе каламалли, вĕрсе каламалли инструментсен уйрăмне ертсе пыракан Маргарита Павловна Михайлова 2024 çулта Раççейре мала тухнă — РФ Президенчĕн Хушăвĕпе ача-пăча искусство шкулĕсен чи лайăх преподавателĕсене преми парассипе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ.

Ĕçлет, аталанать искусство шкулĕ. Хальхи вăхăтра кунта пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче «Музыка тĕпелĕ — культура территорийĕ» проект пурнăçлама тата тăмпа ĕçлемелли «Ăсталăх» мастерской уçма планланă. Мĕн шутланине пурнăçлама май килессе, ачасен пултарулăхне аталантарас ĕç малашне тата эффективлăрах пулса пырасса шанаççĕ искусство шкулĕн ĕçченĕсем.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика