Çак кунсенче Арапуç ялĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцийĕн участникĕсем патне черетлĕ гуманитари тиевĕ ăсатнă.
Гуманитари пулăшăвĕ шутĕнче окоп çуртисем, маскировка сечĕсем тата ытти те пулнă. «Единая Россия» партин Вăрмарти уйрăмĕн секретарĕ Николай Павлов çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакан çынсене тав тунă. «Эпир пурте пĕлетпĕр салтаксене пулăшни епле паха пулнине, çавăнпа та вĕсем килĕсенчен инçетре пулнă чухне пирĕн енчен тимлĕхпе пулăшăва туйса тăччăр тесе май килнĕ таран йăлтах тума тăрăшатпăр. Хамăрăн хÿтĕлевçĕсене эпир малашне те пулăшса тăрăпăр», - палăртнă Николай Павлов.
Мария ДМИТРИЕВА