Вăрмар муниципаллă округĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа ирттерме палăртнă мероприятисем; Чăваш Республикин экономикинчи 5 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсем; 2025 çулхи çуркуннехи тапхăрта Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Шăхаль ял тăрăхĕнче ĕçленĕ, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пынă ушкăн Энĕшпуç ял тăрăхне çул тытнă, Чупай ял тăрăхĕнче вара Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталия Иванова ертсе пынă ушкăн пулнă.
Чупайсен тĕлпулăвĕ ялти культура çуртĕнче иртрĕ. Ĕçлĕ ушкăна Чупайри территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева кĕтсе илчĕ.
Икĕ хутлă пысăк çуртра культура вучахĕ те, библиотека та, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ те, территори пайĕн администрацийĕ те, «Светлана» тулли мар яваплă обществăн çĕвĕ цехĕ те вырнаçнă. Информушкăн членĕсем чи малтанах çĕвĕçсен ĕçĕпе паллашрĕç, унтан библиотекăна /сăн ÿкерчĕк çинче/ çул тытрĕç. Вера Леонтьева заведующи кунта хальхи йышши модельлĕ библиотека йĕркелеме пулмасть-ши тесе вĕсенчен пулăшу ыйтрĕ.
Тĕп калаçу культура çурчĕн залĕнче пулчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Наталия Иванова Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа ирттерме палăртнă мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Унчченхи пекех кăçал та Вăрмар поселокĕнче те, ялсенче те палăксемпе обелисксем çумĕнче Çĕнтерÿ парачĕсем иртĕç. Уява хатĕрленсе палăксене юсаса йĕркене кĕртеççĕ, вĕсен çумĕнчи территорисене тасатса тирпейлеççĕ. Çавăн пекех Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Вăрмар округĕнче сăвă-юрă конкурсĕсем, автомашинăсене, çуртсене капăрлатассипе конкурссем иртеççĕ. «Сад памяти» акци те иртĕ, çавна май округ администрацийĕ 13 пин çамрăк хунав туяннă. Вĕсене ял тăрăхĕсен территорийĕсенче лартса тухĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Иван Иванов Чăваш Республикин экономикинчи 5 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Вăрмар округĕн аталанăвĕ çинчен те сăмах хускатрĕ, «Аквапром» тулли мар яваплă общество тухăçлă ĕçленине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл патшалăх харпăр хăй ĕçне пуçăнас текенсене яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ, патшалăх пулăшăвĕсемпе активлăрах усă курма чĕнсе каларĕ.
39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн караул начальникĕ Эдуард Мясников пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурин те пăхăнмаллине, апрелĕн 1-мĕшĕнчен республикăра ятарлă режим вăйра пулнине, çавăнпа уçă çĕрте вут чĕртме чарнине аса илтерчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа округра 9 пушар пулнине, вĕсенчен 5-шĕ типĕ курăка çунтарнине пула тухнине пĕлтерчĕ.
РФ Социаллă фончĕн Вăрмарти клиент службин руководителĕ Татьяна Васильева вара ватăсемпе инвалидсене пăхассипе çыхăннă йĕрке пирки, СВО участникĕсем Социаллă фонд урлă санаторисенче сывлăхне çирĕплетме пултарнине каласа пачĕ. Пенсие тухмалли условисене уçăмлатрĕ: тивĕçлĕ канăва 60-ти хĕрарăмсем тата 65-ри арçынсем тухма пултараççĕ, вĕсен пенси балĕ — 30 балл, ĕç стажĕ 15 çул пулмалла.
Тĕлпулу çивĕч те тухăçлă иртрĕ. Чупайсен хăйсен те ыйтса пĕлмелли чылай пулчĕ. Сăмахран, вĕсене культура çуртне юсассипе, çулсен пахалăхĕпе, электричество пралукĕсене улăштарассипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ тата ытти те. Яваплă çынсем кашнин çинех хурав пачĕç.
Ирина ДАНИЛОВА