insp

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин тĕп федераллă инспекторĕ Григорий Сергеев РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн граждансене Вăрмар муниципаллă округĕнче йышăнчĕ.

Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн, Чăваш Респуб­ликин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, вĕрентÿ министерствисен представителĕсем хутшăннă. Округра пурăнакансем Чăваш Енри тĕп федераллă инспектора социаллă-экономика аталанăвĕпе çыхăннă актуаллă ыйтусене панă: Вăрмар поселокĕнчи Северная урамĕнчи нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсене коммуникацисемпе тивĕçтересси, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси тата çак объекта вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсамалли программăна кĕртесси. Йышăнăва пынă граждансене республикăри тата округри влаçăн профильлĕ органĕсен представителĕсем пур ыйтăва та уçăмлатса панă. Обращенисене Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспектор хăй контроле илнĕ.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика