IMG 6944

Ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕпе каякан­сем, волонтерсем, кĕске вă­хăтлăха отпуска килнĕ салтаксем кашнинчех хăйсемпе пĕр­ле пирĕн район çыннисем çыхса хатĕрленĕ маскировка сечĕсене илсе каяççĕ. Хĕрÿ вырăнсенче хăш-пĕр техникăна хуплама тăватă сетка таран кирлĕ салтаксене. Вĕсене çыхас ĕçе чылай ялта йĕр­келесе ячĕç самана ыйтнипе, Вăрмар поселокĕнче вара ун чухне вас­камарĕç-ха. Шутласассăн, поселокра халăх та йышлăрах пурăнать, пуçаруллă, активлă çынсем те ытларах. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Вăрмарти канашĕн председательне, Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин председательне Людмила Николаевна Голубевăна поселок­ра маскировка сечĕсем çыхас ĕçе мĕнле те пулин пуçарса ярас шухăш канăç паман. Ялсенче çыхаççĕ, район центрĕн­че — поселокра - çук. Пурнăç тăршшĕпех активлă гражданла позиципе пурăнаканскер, яваплă должноçсенче ĕçленĕскер ку хутĕнче те хăй çинче туйса тăнă çак яваплăха. Шухăшланине пурнăçа кĕртессишĕн ыйхă çухатнă каçсем те чылай пулнă унăн. Тăрăшни сая каймастех. Йĕри-тавра ырă кă­мăл­лă, пулăшма хатĕр çынсем яланах тупăнаççĕ. Çапла иртнĕ çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа Вăрмарти Культура çуртĕн­че те фойере сеткăсем çыхма пуçлаççĕ. Пĕрремĕш активистсем хушшинче Людмила Николаевна Голубевăпа пĕрле Эмма Николаевна Демьянова, Тамара Михайловна Викторова, Роза Васильевна Митрофанова пулаççĕ. Киввăрмарсем Людмила Геннадьевна Борисовăпа Альбина Васильевна Енькова вĕсемпе маскировка сетьне çыхма вĕрентессипе ятарласа мастер-класс ирттереççĕ. Тавах Вера Михайловна Енькова предпринимателе, Кивĕ Вăрмар шкул директорне Сергей Николаевич Антонова пĕрремĕш сетка çыхма материал панăшăн. Паянхи кун та пулăшса тăраççĕ вĕсем. Ноябрĕн 7-мĕшĕнче 9 çын, 8-мĕшĕнче 10 çын, ноябрĕн 12-мĕшĕнче 18 çын районти культура çуртне пырса пархатарлă ĕçе хутшăнма пуçлаççĕ. Паянхи кун икĕ сменăпа çыхаççĕ: 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен, 14 сехетрен пуçласа 18 сехетчен. Пĕрремĕш сменăра иртерех килекенсем те пур. Кунсерен 20 ытла çын çÿрет. Икшер сетка çыхса ĕлкĕреççĕ. Пĕрремĕш кунтан пуçласа 134 сетка çыхса пĕтернĕ. Культура çуртĕнче завхозра ĕçлекен Николай Михайлович çыхакан хĕрарăмсене мĕнпе пулăшмалла яланах хатĕр тăрать. Станока юсаса парать кирлĕ пулсан. Людмила Николаевна кашни кун кам-кам килнине, материал туянма кам мĕн чухлĕ укçа панине йăлтах çырса пырать.

Кулленех сетка çыхма çÿрекенсен йышĕнче Елена Андреевна Дмитриева, Ирина Глебовна Меркурьева, Юлия Федоровна Волкова /80 çултан иртнĕскер кашни кун çÿрет\, Людмила Николаевна Краснова, Галина Григорьевна Александрова, Эльверина Николаевна Михайлова, Эмма Николаевна Демьянова, Галина Ивановна Федорова, Людмила Алексеевна Дудкина, Тамара Анатольевна Илларионова, Роза Васильевна Митрофанова, Татьяна Емельяновна Иванова /Чулкасран çÿрет\, Алевтина Емельяновна Сергеева, Зинаида Анатольевна Андреева, Нина Ивановна Голосова, Александра Вениаминовна Танаси, Роза Геннадьевна Ахвандерова, Галина Ивановна Васильева /Çĕнĕ Кавалтан çÿрет\, Фаина Германовна Егорова, Надежда Алексеевна Саприна, Марина Васильевна Петрова /ĕç хыççăн та, умĕн те килет\, Светлана Анатольевна Николаева, Татьяна Вениаминовна Новосельцева /Çĕнĕ Мăнтăртан çÿрет\, Надежда Васильевна Николаева /Эçпеперен çÿрет\, Елена Михайловна Васильева. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем шăматкунпа вырсарнику­на та пăхса тăмаççĕ. «Çапла пенисонерсем те, ĕçлекенсем те пушă вăхăт тупса культура çуртне васкаççĕ. Пĕр команда эпир халĕ. Пĕр çемьери пекех ĕçлесе пурăнатпăр. Пенси укçинчен сетка çыхмал­ли материал туянма укçа-тен­кĕ пуçтаратпăр. Ырă кăмăллă çынсем «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуç­­лăхĕ, округ депутачĕ Владимир Анатольевич, Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла палатин членĕ Сергей Николаевич Павлов кашни уйăхра 10-шар пин тенкĕ, Вăрмарти элеватор директорĕ Владимир Васильевич Александров, Вăрмар райпо канашĕн председателĕ Марина Аркадьевна Сейфуллина, Юрий Анатольевич Максимов 5-шер пин тенкĕ куçарса параççĕ, Вячеслав Николаевич Данилов /Чупай\, Алексей Юрьевич Григорьев /Арапуç\ транспортпа пулăшаççĕ, материалсемпе тивĕçтереççĕ, ытти çынсем те активлă хутшăнаççĕ çак ыркăмăллăх ĕçне, пурне те кунта асăнса пĕтерме те çук. Хатĕр сеткăсем кирлĕ çĕре çитчĕр тесе волонтерсемпе çыхăнсах тăратпăр, отпуска кам килет — пурне те парса яратпăр. Хамăр та, ытти çынсем те пирĕн пата çăм нускисем, ăшă тумтир илсе килеççĕ. Хамăрăн туслă коллектива пĕрлехи ĕçшĕн тав тăва­тăп. Укçа-тенкĕпе, ĕçпе, материалпа пулăшакансене пурин ячĕпе те тав. Часрах пирĕн салтаксем килĕсене ырă-сывă таврăнтăрччĕç, часрах мирлĕ пурнăç пуçлантăр», - терĕ Людмила Голубева.

Çапла кăмăлпах çÿреççĕ кунта хĕрарăмсем, ĕçленĕ май пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçаççĕ, çар операцийĕнчи ха­мăрăн ентешсене пулăшассишĕн тăрăшаççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика