1Чăваш кĕнеке издательствинче «Аслă Çĕнтерÿ мăнаçлăхĕ» кăларăм кун çути курчĕ. Унта ка­лав­сем, поэмă­сем, сăвăсем тата баллада кĕнĕ. Пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Владимир Степанов. Кăларăм Тă­ван çĕршывăн Аслă вăрçин тематикине çупăрлать – миллионшар çын фронтра тата тылра туптанă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă ăна. Тă­ван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ пирĕн чунра паян кунччен янăрать. Чăваш Енрен фронта 208 пин çын кайнă, вĕсенчен 106 пинĕ каялла таврăнайман.

Кĕнекен хăйнеевĕрлĕхĕ – кăларăма вăрçа хутшăнман тĕрлĕ ÿсĕмри авторсен /Василий Кервен, Владислав Николаев, Сергей Павлов, Светлана Петрушкина, Ольга Рубцова, Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Айсан Термен, Денис Гордеев, Александр Ильин, Галина Матвеева, Юрий Сементер\ хайлавĕсене кĕртни. Вĕсем, Анатолий Хмыт Афган вăрçин ветеранĕсĕр пуçне, çапăçусенче пулса курман, çар опычĕ пухман. Çак меслет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ыратăвĕ-хуйхи ăрусен ылмашăвĕнче тата пурнăç улшăнăвĕнче мĕнлерех аталанса пынине литература хайлавĕсем витĕр уçăмлăн палăртать. Произведенисем калăпăшĕпе пысăк мар, çавăнпа вăрçă тематикине пайшарăн çутатма меллĕ, çакă сюжетри ĕç-пуçа хăйнеевĕрлĕх те чĕрĕлĕх кÿрет.

Хайлавсене çăмăл чĕлхепе калăпланă – авторсем çар искусствипе çыхăннă произведени çырас тĕллев лартман. Хуть те хăш çулти вулаканшăн та, автор мĕнле ÿсĕмри çын пулнине пăхмасăр, сюжет ăнланмалла, геройсен шухăш-кăмăлĕ чуна çывăх. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тематикине ăша та пуçа хывасси чăваш тĕнчи ытарĕнче пулса пырать.

2025 çул – Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ. Сборник чаплă уявпа килĕшÿллĕн кун çути курнă.

Владимир СТЕПАНОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика