Апрелĕн 7-12-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи аслă тата вăтам професси вĕрентĕвĕн организацийĕсенче Профориентаци эрни иртет.
Унăн тĕп тĕллевĕсем: Чăваш Республикинчи вĕренекенсене професси тĕлĕшĕнчен хăйсене палăртмалли условисем туса хурасси, вĕренекенсене профессисен тĕнчипе тата вĕсен хăйнеевĕрлĕхĕпе ытларах паллаштарасси, пĕтĕмĕшле вĕрентÿ организацийĕсенчи вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем хушшинче рабочи профессийĕсен илĕртÿлĕхне ÿстересси, пĕтĕмĕшле вĕрентÿ организацийĕсен вĕренекенĕсемпе выпускникĕсене вăтам професси тата аслă пĕлÿ илме хĕтĕртесси.
Профориентаци эрни «Профессионалитет» федераллă проект шайĕнче 12 аслă пĕлÿ паракан тата 14 профессиллĕ вĕрентÿ организацийĕсенче иртет, Пĕрлехи уçă алăксен кунĕпе вĕçленет.
«Профессионалитет» федераллă проектпа килĕшÿллĕн 2023-2025 çулсенче предприятисемпе партнерла килĕшÿсем туса специалистсем хатĕрлессипе 7 пин ытла студента явăçтарнă.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Чăваш Еншĕн «Профессионалитет» федераллă программа — хăватлă импульс, экономикăпа социаллă сферăн тĕрлĕ отраслĕсене специалистсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама пулăшаканĕ. Професси вăрттăнлăхĕсене вĕреннисĕр пуçне вĕрентÿ срокĕсене кĕскетме май парать. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ фактор, промышленноç отраслĕсемпе социаллă сферăри кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшаканĕ».