Çак кунсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине пирĕн вулаканăмăртан — Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Галина Васильевна Черновăран — çакăн пек çыру килчĕ:
«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн хисеплĕ ĕçченĕсем! Сирĕн пата çыру урлă ыйтупа тухас терĕм. Эпĕ 89 çула кайнă ĕнтĕ, темиçе çултанпа урама тухса кураймастăп, урасем сураççĕ — утаймастăп. Кăçал РФ Социаллă фончĕн ĕçĕпе çыхăннă йĕрке улшăннине çынсем каланипе анчах пĕлетĕп. Ват çынсене пăхакансене 1200 тенкĕ укçа паратчĕç, стаж валли балл та хушатчĕç. Халĕ пама пăрахнă теççĕ. Социаллă фонда темĕнле справка та килсе памалла тенине илтнĕ. Çавна ыйтса пĕлсе хаçатра çырса ăнлантараймастăр-ши? Пирĕн, ват çынсен, телефонĕсем те кнопкăллисем анчах, кам патне шăнкăравламаллине пĕлсех каймастпăр».
Галина Васильевнăн ыйтăвĕ çине хуравлама РФ Социаллă фончĕн Вăрмарти клиент службин начальникĕпе Татьяна Юрьевна Васильевăпа калаçрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире:
«1-мĕш ушкăн инвалидне е 80 çултан аслăрах пенсионера пăхакансене 2025 çулччен уйăхсерен 1200 тенкĕ тÿленĕ. Ку вăл уйрăм тÿлев пулнă, укçана пенсионера пенсипе пĕрле панă. Ăна вăл пăхакан çынна пама е хăйне хăварма пултарнă. Пăхаканăн пенсие тухмалли стаж пынă тата пенси балĕсем хушăннă — çулсерен 1,8 балл. Ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри, анчах ĕçсĕр гражданин çеç 1-мĕш ушкăн инвалидне е 80 çултан аслăрах пенсионера пăхакан пулма пултарнă. Кун пек требованисене тивĕçтерÿллĕ çын тупма çăмăлах маррипе пенсионерсенчен хăшĕсем хăйсене пăхакан çынна официаллă йĕркепе шыраман та.
2025 çултан вара 1-мĕш ушкăн инвалидне е 80 çултан аслăрах ватăсене пăхнăшăн паракан укçа-тенкĕне вĕсен пенсийĕ çумнех хушса параççĕ. Кам та пулин пăхать-и ăна е вăл хăй тĕллĕн пурăнать-и — çакна халĕ шута илмеççĕ. Çак укçа-тенкĕне çулсерен индексацилесе пырĕç. Çапла майпа 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен страховой пенси çумне уйăхсерен тата 1314 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Палăртмалла, социаллă пенси çумне вара 2025 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 1377 тенкĕ хушса тÿлеççĕ.
Пăхаканăн пенсие тухмалли стажпа балсем унчченхи пекех хушăнса пыраççĕ — çулталăкне 1 çул стаж тата 1,8 пенси балĕ. Стаж тата балл хушăнса пыччăр тесен пăхаканăн ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре, анчах ĕçсĕр пулмалла. Ватă çынна е инвалида чăнах та пăхнине çирĕплетме Социаллă фонда пырса заявлени çырмалла. Енчен те ватă çынна е инвалида пăхакан унпа пĕр килте пурăнать пулсан, вăл хăй кăна килсе заявлени çырма пултарать. Тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ пулсан — иккĕшĕн те заявлени çырмалла. Ватă çын е инвалид килтен тухаймасть пулсан — ăна чăннипех те пăхса тăраççĕ тесе çирĕплетсе унăн саккунлă представителĕсем те заявлени çырма пултараççĕ. Тĕплĕнрех РФ Социаллă фончĕн Вăрмарти клиент службинче ыйтса пĕлме пулать».
Ирина ДАНИЛОВА калаçнă