Çуркунне çитрĕ, çавна май вăрмарсем тавралăха тасатас тата тирпейлес ĕçе активлă кÿлĕнчĕç. Вăрмар поселокĕнче, ялсенче пурăнакансем, учрежденисемпе организацисен ĕçченĕсем, шкул ачисем туслă йышпа субботниксем ирттереççĕ. Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа Кавал ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса лартнă обелиск территорийĕнче те çак кунсенче субботник иртнĕ. Кавалти территори пайĕн администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ялта пурăнакансем субботнике хастар хутшăннă. Кĕреçесемпе, кĕреплесемпе, çÿп-çап миххисемпе усă курса вĕсем обелиск территорине тасатса тухнă. Çакăн пек субботниксене хутшăнакансен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл пирĕн ирĕк­лĕхшĕн хăйсен пурнăçне панă паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр асăмăрта упрама тата тавралăха тирпей-илем кĕртме пулăшать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика