Надежда НИКОЛАЕВА-ТАЯВАÇ
Кăштах кивелнĕ сунтăхра
Лекрĕ алла пĕр сăн ÿкерчĕк.
Ÿкернĕ, курăнать, ютра,
Çывăх туйăнчĕ сăнĕ-пичĕ.
Кăсăклантăм, çавăрса пăхрăм,
Хытă тĕлĕнтĕм вуласан.
Шăрçаласа çырнине куртăм —
Янă хĕсмете вăл кайсан.
Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçĕнче,
Вун улттăмĕш çул тесе çырнă.
Сыхланса юлнă паянччен
Ÿкерчĕк. Тивĕçне туйнă.
Çап-çамрăк асатте унта,
Йăвашшăн, хамăрла пăхать.
Яштака каччă, вун саккăрта,
Çар тумĕпе çирĕп тăрать.
Тĕрĕс калатчĕ асанне —
Хитре-çке пулнă асатте.
Аван, хăварнă сăн-питне,
Асран çухалмĕ пĕрре те.
Патша çарĕ вăл вăхăтра
Тăнă хуралта, Хусанта.
Пулман, паллă, унăн асра
Вăрçă, салату, тата.
Лăпкă пулнă, теç, чунĕпе,
Пули-пулмишĕн тарăхман.
Пурăннă чăваш йăлипе —
Ватăсене вăл пăрахман.
Ачасемпе те пит хавас,
Ĕçе тăрăшсах вĕрентнĕ.
Аса илнĕ ăна час-час:
«Атте çапла калатчĕ», — тенĕ.
Пулнă ачисемшĕн тĕслĕх,
Тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ.
Хуçаланнă килте туслăх,
Анчах тăшман кансĕрленĕ.
Курман ÿссе çын пулнине,
Алла пăшал тытма лекнĕ.
Илтмен мăнуксен куллине —
Тăван çĕре хÿтĕленĕ.
Вăрçă хыççăн вăрçа каять:
Халăх вăрçи, тĕнче вăрçи.
Юлашкинче пуçне хурать
Аякра, ютра кил хуçи.
Ах, ылханлă хаяр вăрçа
Кăларнă-ши кам шутласа?
Тăвасшăн пулнă пулĕ тарçă
Усал шухăшли тăрăшса.
Уйăрнă кил-йышран, ялтан,
Юратнă мăшăртан уйăрнă.
Мĕн лайăххи пулнă малтан —
Пĕр шелсĕр пĕтерсе хунă.
Чăваш чунпа çирĕп пулса
Тăшмансемпе хире-хирĕç
Çапăçнă. Тăман хăраса,
Çĕнтернĕ — хисепе тивĕç.
Иртмĕ çухатусăр вăрçă,
Юлнă чылай ентеш унтах.
Ĕç-хĕлĕ, сăнĕ, пурнăçĕ...
Пулнишĕн асаттене тавах!
Вăрмар поселокĕ