Апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре, çав шутра Вăрмар округĕнче те, хăтлăх кĕртмелли çĕнĕ объектсене палăртассипе Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлав пуçланать.
Вăл «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» регион шайĕнчи проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Хăйсен сассисене 14 çултан аслăраххисем пама пултараççĕ. Сасăлав zagorodsreda.gosuslugi.ru платформăра, обществăлла вырăнсенче волонтерсем пулăшнипе, çавăн пекех «Госуслуги.Решаем вместе» мобильлĕ приложени урлă иртет. Патшалăх порталĕ /Госуслуги\ урлă сасăлас пулсассăн сасăлав страници çине куçмалла, Патшалăх порталĕн логинĕпе паролĕ урлă кĕмелле, «Объекты голосования» уйрăма кĕрсе хамăрăн муниципалитета /Урмарский муниципальный округ/ суйласа илмелле, унтан сасăлава тăратнă территорине, çакăн хыççăн «Голосовать» тесе çырни çине пусмалла. Вăрмар муниципаллă округĕпе кăçал 2026 çулта хăтлăх кĕртмелли пĕр объектшăн сасăламалла пулĕ — ку вăл Вăрмар поселокĕнчи Свердлов урамĕнчи «Патриот» парк. Сасăлавăн юлашки кунĕ — июнĕн 12-мĕшĕ. Сасăлава активлă хутшăнар!
Эвелина МИХАЙЛОВА