Маскировка сечĕсем — тăшмана улталама тата пăтраштарса яма, унран пытанма май паракан чи анлă сарăлнă хатĕр. Окопа маскировка сеткипе витсен тăшман ăна квадрокоптерпа кураймасть, сеть айĕнчи танк курăк пусса илнĕ е юрпа хупланнă тăвайкки евĕр пулса тăрать. Анчах та çар ĕçĕсем пыракан вырăнсенче маскировка сечĕсем часах юрăхсăра тухаççĕ, çавăнпа вĕсем салтаксене яланах кирлĕ.
2024 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул представителĕсем шкул директорĕ Луиза Ивановна Кириллова ертсе пынипе Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртнĕ мастер-класа хутшăнса маскировка сĕчесем çыхма вĕреннĕ. Çакăн хыççăн шкулта пĕлÿ илекен ачасем технологи вĕрентекенĕ Вячеслав Николаевич Иванов йĕркелесе пынипе маскировка сечĕсем çыхмалли çирĕп те меллĕ станоксем хатĕрленĕ.
Çапла ĕç вĕреме тытăннă. Маскировка сечĕсем çыхма ачасем те, педагогсем те, шкулта ĕçлекен ытти çынсем те активлă хутшăнаççĕ. Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнакансем те ырă ĕçрен айккинче юлмаççĕ, каçсерен шкулти актовăй залра туслăн пухăнса пирĕннисен Çĕнтерĕвне тÿпе хывассишĕн тăрăшаççĕ. Саруйсем те тăтăшах килеççĕ кунта, карăкçырмисем те пулнă. Шкул директорĕн заместителĕ Аврора Петровна Григорьева тата шкулти завхоз Галина Петровна Прохорова ертсе пынипе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлать Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн халăхĕ.
Маскировка сечĕсем çыхмалли никĕсне тата спанбонд туянма укçа-тенкине ялта пурăнакансем, шкулти вĕрентекенсем хăйсемех пуçтараççĕ. Ку ĕçре Пысăк Енккассинчи территори пайĕн руководстви те питĕ пулăшать. Материалсене илсе çитерме, ăна лентăсем çине касма Вера Михайловна Енькова уйрăм çын предприниматель тата Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Сергей Николаевич Антонов пулăшу кÿреççĕ.
«Маскировка сечĕсем çыхасси — питĕ тĕплĕн тумалли ĕç. Унăн кашни ячейкине чунри чи ырă та ăшă туйăмсемпе çыхатпăр, çавăнпа кун пек хÿтĕлев броня пекех çирĕп. Эпир пурнăçлакан ĕç нумай-нумай салтак пурнăçне сыхласа хăварасса шанатпăр. Пурте пĕр тĕллевлĕ тата пĕр чăмăрта пулса эпир çĕршыв хăрушсăрлăхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн кар тăнă паттăрсене пулăшма, тĕрев пама пултаратпăр», — теççĕ маскировка сечĕсем çыхакансем. Çак кунсенче вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан Олег Ефимов валли /вăл Кивĕ Мăнтăр ялĕнчен/ 10 маскировка сечĕ парса яма хатĕрленеççĕ. Ырă ĕç малалла пырать.
Ирина ДАНИЛОВА