Вăрмар округĕнче ыркăмăллăх концерчĕсем ирттересси ырă йăлана куçса пырать. Çынсем те унта йышлăн хутшăнса тĕрлĕ ырă ĕç пурнăçлама хăйсен тÿпине хываççĕ. Çапла пулмасăр, пĕрлĕхре кăна эпир вăйлă, мĕнпур йывăрлăха парăнтарса кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пултаратпăр.
Çак кунсенче, акă, Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ строительстви валли укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе Вăрмарти Культура çуртĕнче «Ырăлăх пайăрки» ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Хальхинче куракансене сцена çинчен хăйсен илемлĕ юррисемпе Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин «Вокал искусстви» тата «Инструментсемпе каласси» уйрăмсен студенчĕсемпе преподавателĕсем савăнтарчĕç, мăнаçлă сассисемпе тĕлĕнтерчĕç. Проект руководителĕ — Чăваш Республикин халăх артисчĕ Галина Николаевна Пуклакова.
Артистсемпе куракансем умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Николай Павлов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн Канашĕн вице-президенчĕ Евгений Прокопьев тухса калаçрĕç, Турра юрăхлă ырă ĕçрен айккинче юлманшăн пурне те тав турĕç, сцена çине вырнаçтарнă укçа пухмалли урнăна хăйсен тÿпине хывса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Мероприятие Татьяна Шмелева ертсе пычĕ.
Концерт чаплă лару-тăрура иртсе кайрĕ. Артистсен чăвашла тата вырăсла юррисем кашнин чунне тыткăнларĕç, вĕсен илемлĕ те вăйлă сассисем /нимĕнле микрофон та кирлĕ мар\ зал çийĕн вĕçсе итлекенсене юрă-кĕвĕн асамлă тĕнчине йыхравларĕç. Пухăннисем пĕр чарăнми алă çупса талантлă хăнасене хисеплерĕç.
Палăртмалла, çав кунах Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин студенчĕсемпе преподавателĕсем Галина Пуклакова ертсе пынипе Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче концерт ирттернĕ. Унсăр пуçне вĕсем искусствăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе мастер-классем те йĕркеленĕ, искусство шкулĕн преподавателĕсемпе воспитанникĕсене усăллă сĕнÿ-канашсем панă.
Ырă ĕçе хутшăнакансем — концерта йĕркелесе тата лартса паракансем те, куракансем те — пурте тав сăмахĕсене тивĕç. Вĕсем пулăшнипе Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркÿ строительстви малалла тăсăлĕ. Ыркăмăллăх, пĕр-пĕрне ăнланни малашне те кашнин чĕринчех пулччăр!
Валерий ПЕТРОВ, Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркĕвĕн строительствине йĕркелесе пыракан пуçаруллă ушкăнăн председателĕ