Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев журналистсемпе тĕл пулса пресс-конференци ирттернĕ. Калаçăва хутшăнма федераллă, республикăри тата округсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене, студентсен тата шкул ачисен медиастудийĕсенче вăй хуракан çамрăксене йыхравланă.
Журналистсене тата республикăра пурăнакансене хумхантаракан ыйтусем чылай пулнă. Акă, Пĕрремĕшсен юхăмĕн регионти уйрăмĕн представительне çамрăксен медиастудийĕсене республикăра мĕнле пулăшу пани кăсăклантарнă. Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăри шкулсенче пин ытла медиастуди ĕçлет. Вĕсене аталанма пулăшас тесе «Медиавзлет» форум йĕркеленĕ, кăçал вăл 3-мĕш хут иртет. Медиа-студисене муниципалитетсен пурнăçне те хутшăнтараççĕ. Сăмахран, Пĕрлехи информаци кунĕнче ачасем информаципе ĕçлеме, проектсене пурнăçлама вĕренеççĕ.
Чăваш Енĕн экономикăри çитĕнĕвĕсем пирки ыйту парсан Олег Алексеевич çапла хуравланă: «Ÿсĕм динамики енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнни – лайăх кăтарту. Çакна пысăк, вăтам тата пĕчĕк бизнеспа хутшăнни витĕм кÿчĕ. Кашни бизнес-шухăша вăхăтра асăрхамалла, регистрацилемелле, пулăшмалла».
Республикăри çулсемпе çыхăннă ыйту та пулнă. «Пирĕн тĕп тĕллев — çулсен тĕп сечĕсене 60% таран йĕркене кĕртесси. Муниципалитетсенчи юрăхсăра тухнă çулсене туса пĕтерĕпĕр, вырăнти çулсене те йĕркене кĕртсе пырăпăр», — тенĕ регион Пуçлăхĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă астăвăм объекчĕсене хăтлăх кĕртессипе сăмах пуçарнă. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса пынă май пĕтĕм 1700 объекта йĕркене кĕртеççĕ. Çитес çул 7 объект тумалла. Етĕрне округĕнче СВО участникĕсене халалланă палăк уçăлнă. Кăçал астăвăм плити тума палăртнă, унта СВОра пуçне хунă паттăрсен ячĕсене кĕртĕç.
Журналистсемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйту: «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ят хăçан пулĕ? «Çулталăк вĕçлениччен пирĕн республикăра çакнашкал награда пулмалла», — хуравланă Олег Николаев. Массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарасси пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.