Март уйăхĕн юлашки кунĕнче Вăрмар округĕнче наркотике хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ.
Унта 2024 çулта Вăрмар округĕнче наркомание тата наркотиксемпе саккунсăр усă курассине профилактикăлассипе пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç, наркоманипе çыхăннă 2024 çулхи лару-тăрăва пĕтĕмлетрĕç, Раççейри наркомание хирĕçле патшалăх политикин 2030 çулчченхи Стратегине Вăрмар округĕнче мĕнле пурнăçлани пирки калаçрĕç тата малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Асăннă ыйтусемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ, Вăрмар округĕнчи наркотике хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин председателĕ Василий Шигильдеев тата РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕ Леонид Фадеев тухса калаçрĕç.
Наркомание хирĕç кĕрешсе Вăрмар округĕнче кулленех профилактика тата çутĕç мероприятийĕсем ирттереççĕ, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарма тăрăшаççĕ. Çулсерен округра массăллă спорт мероприятийĕсем, «Сиенлĕ йăласемсĕр пурнăç» пултарулăх ĕçĕсен конкурсĕ, «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» наукăпа практика конференцийĕ, «Вилĕмпе суту-илÿ ăçта тунине пĕлтер» Пĕтĕм Раççейри акци, «Таса ăру» оперативлă-профилактикăллă операци, «Призывник», «Мак», «Полици тата ачасем» мероприятисем, çавăн пекех округри вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсемпе тестировани иртеççĕ тата ытти те.
Профилактика ĕçне пурнăçланă май халăха информаципе тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа «Хĕрлĕ ялав» хаçатра, Вăрмар округĕн администрацийĕн, профилактика субъекчĕсен сайчĕсенче наркомание хирĕçле тематикăпа, наркотик сиенĕ пирки ăнлантарса материалсем тăтăшах тухаççĕ.
Сăмаха май, шăпах та çак кунсенче — мартăн 24-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 4-мĕшĕччен — Вăрмар округĕн территорийĕнче «Вилĕмпе суту-илÿ ăçта тунине пĕлтер» акци пырать. Мартăн 10-19-мĕшĕсенче «Таса ăру» профилактика мероприятийĕ иртнĕ.
Комисси ларăвĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май пухăннисем малашне те наркомание хирĕç кĕрешсе профилактика ĕçĕсем активлă пурнăçламаллине каларĕç. 2025 çулхи июнь уйăхĕнче — наркомание хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа — мероприятисем ирттерме планларĕç. Çул çитмен ачасемпе электрон сигаретсен тата энергетиксен сиенĕ çинчен ытларах калаçмаллине, ачасемпе çамрăксене вăхăта усăллă ирттерме пулăшмаллине, хуçалăхра наркотиклĕ ÿсен-тăран çитĕнтернĕшĕн явап тыттарасси пирки халăхпа калаçусем ирттермеллине палăртрĕç.
Ирина ДАНИЛОВА