BaSqPQ0c90I

Патриотлăх туйăмĕ анлă пĕлтерĕшлĕ: ку вăл Тă­ван çĕршыва, хăв çуралса ÿснĕ тăрăха юратни те, пирĕн халăхпа, унăн паттăр ĕçĕсемпе мăнаçланни те... Пирĕн аттемĕрсем, асаттемĕрсемпе мăн асаттемĕрсем Тăван çĕршывăмăра мĕнле хÿтĕленине тата упранине пĕлмен çын чăн-чăн патриот пулма пултарать-ши вара? Паллах, çук.

Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса пынă май В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле Шупашкар хулинче — Çĕнтерĕве халалланă мемориал паркĕнче экскурсинче пулчĕç. Вĕсем Астăвăм аллейипе утса тухрĕç, Çар Мухтавĕпе Ĕмĕрхи çулăм монуменчĕ çумĕнче пулса курчĕç. Уйрăмах ачасене уçă вырăнта вырнаçнă Çар техникин музейĕ илĕртрĕ. Вĕсем çар самолечĕсемпе, вертолечĕсемпе, бронетехникăпа — бронетранспортерсемпе, танксемпе, пурте пĕлекен «Катюшăпа», артиллерипе питĕ кăсăкланчĕç.

Çар Мухтавĕн монуменчĕ çумĕнчи лапамран ачасем Атăл юханшывне, Атăл леш енчи вырăнсене, Шупашкар хулин историллĕ пайне курса киленчĕç.

Çамрăк патриотсем вăхăта та уçă сывлăшра усăллă ирттерчĕç, тăван республикăн тĕп хулипе те тĕплĕнрех паллашрĕç, пирĕн халăхăмăрăн историйĕпе паттăрлăхĕ çинчен те ытларах пĕлчĕç.

Марина РОМАНОВА, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика