Мартăн 30-мĕшĕнче, Чăваш Республикин каратэ WKC енĕпе мала тухмалли ăмăртăвĕсене тата Чемпионата савăнăçлă лару-тăрура уçнă май, чыслав саманчĕ те пулнă. Пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕре Юрий Иванович Григорьева çапăçу искусствисен Раççейри Союзĕн «Тава тивĕçлĕ наставник» значокĕпе удостоверенине панă.
Юрий Иванович — Чăваш Республикинчи каратэ Федерацийĕн тренер-преподавателĕ, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Каратэ-до» кружок пĕрлешĕвĕн руководителĕ, хура пиçиххине /1-мĕш дан\ тивĕçнĕ мастер.
Çапăçу искусствисен Раççейри Союзĕн «Тава тивĕçлĕ наставник» значокĕпе çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусенче, çапăçу искусствисене пропагандăлакан тата аталантаракан мероприятисенче çитĕнÿсем тунă спортсменсемпе командăсене хатĕрленĕшĕн наградăлаççĕ.
Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Каратэ-до» кружок пĕрлешĕвĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлне нумай çул пурнăçлать ĕнтĕ. Палăртмалла, каратэ — ахаль спорт тĕсĕ кăна мар, вăл дисциплинăллă, çирĕп кăмăллă, ĕçчен пулма хăнăхтарать, тимлĕхе, лăпкăлăха аталантарать. Каратэ спортĕнче аслисене хисеплеме, миршĕн тăрăшма, илнĕ хăнăхусемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.
Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ĕçленĕ май Юрий Иванович каратэ спорчĕн тĕрлĕ дисциплинисемпе Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусемпе чемпионатсен 100 ытла çĕнтерÿçипе призерне хатĕрленĕ. Вăл çитĕнекен ăрăва вĕрентÿпе воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывать.
Кристина ПУДРИКОВА, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ