Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен руководителĕсемпе тунтикун ирттернĕ канашлура регионăн управлени центрĕн руководителĕ Татьяна Немцева граждансенчен социаллă сетьсем, «Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» платформи урлă йышăннă ыйтусемпе ĕçленипе паллаштарнă. Çулталăк пуçланнăранпа 9,4 пине яхăн пĕлтерÿ илнĕ. Ытларах — Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕр­лере, Канашра пурăнакансенчен. Граждансене çулсен юсавлăхĕпе, урам-картише тирпейлессипе, ЖКХпа çыхăннă ыйтусем пăшăрхантараççĕ. Олег Николаев респуб­ликăра пурăнакансем цифра сервисĕсемпе анлăрах усă курма пуçланине ырланă май вĕсен ыйтăвĕсене тĕплĕ тишкермелли çинчен асăрхаттарнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика