Вăрмар округĕнче, республикăри кашни округри пекех, черетлĕ хутчен Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче информушкăнсем Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Кавал ял тăрăхĕсенче пурăнакансем патне çул тытрĕç.
Кун йĕркинче пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулчĕç, çав шутра: кадрсен центрĕсем, çамрăксене, СВО ветеранĕсене, аслă ăру çыннисене ĕçпе тивĕçтересси; 2026 çулхи çуркуннехи тата çуллахи тапхăрта Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси; «Культура хутлăхĕ» программа мĕнле пурнăçланни; «Мирлĕ пурнăçа утăм» программа мĕнле пурнăçланни тата ытти те.
Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçне Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата унăн заместителĕсем, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Инна Волкова, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, профильлĕ учрежденисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков ертсе пынă ушкăн Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи Саруй ялĕнче ĕçлерĕ. Культура çуртĕнче çын чылай пухăнчĕ, калаçу çивĕч те хĕрÿ иртрĕ. Халăх кун йĕркинчи темăсемпе активлă кăсăкланчĕ.
Олег Михайлович кадрсен центрĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Юлашки пилĕк çулта «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕсем 400 пин çынна хăйсен пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ, 140 пин ытла çын ĕç тупнă. Республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕн кăтартăвĕ 2025 çулта 0,4% çитнĕ /2020 çулхипе танлаштарсан 6 хут чакнă\. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси уйрăмах пысăк тимлĕхре. Кашни муниципалитетрах ку тĕллевпе СВО участникĕсен клубне йĕркеленĕ. 336 ĕç вырăнне резервра тытма 104 килĕшÿ тунă, 566 çынна ĕçе вырнаçтарнă.
«Мирлĕ пурнăçа утăм» программа та малалла пурнăçланать. Акă, апрелĕн 9-мĕшĕнче çак программа шайĕнче «Пулăшу десанчĕ» Вăрмар округĕнче ĕçленĕ, 18 çынна консультаци панă.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов «Культура хутлăхĕ» программа пирки чарăнса тăчĕ. 2024-2025 çулсенче проект шайĕнче муниципалитетсенче 396 мероприяти иртнĕ, унта 72,7 пин çын пулнă, билетсен 90 процентне «Пушкин картти» программăпа сутнă.
39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн начальникĕн заместителĕ Роман Слюнцов пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне хускатрĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне округра 8 пушар пулнă пулсан, кăçал — 2. Вут-çулăм алхаснин сăлтавĕсем хушшинче мунча хутнă чухне кăмакине ытлашши вĕрилентерни тата электричество пралукĕсем юсавсăр пулни малта тăраççĕ. Çавăн пекех апрелĕн 10-мĕшĕнчен республикăра вут-çулăмпа кĕрешмелли ятарлă тапхăр вăйра, апла пурин те асăрханулăх пирки манмалла мар.
Раççей социаллă фончĕн Вăрмарти клиент службин руководителĕ Татьяна Васильева, пухăннисем хушшинче ытларах тивĕçлĕ канури çынсем пулнине шута илсе, вĕсене аслă ăру çыннисене вăхăта усăллă ирттермелли Вăрмарти Центра пыма йыхравларĕ, унсăр пуçне пенсие тухмалли, ватă çынна, сусăр çынна пăхмалли йĕркесемпе паллаштарчĕ.
Вăрмарти газ участокĕн служба начальникĕ Олег Иванов газ оборудованине вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăмалине аса илтерчĕ, газ кĕртмелли программа çинчен каласа пачĕ.
Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен хăйсен те ыйтусем сахал мар пулчĕç — çул-йĕр юсавĕпе, çÿп-çапа илсе тухассипе, кĕперсене юсассипе, культура çуртне хăтлăх кĕртессипе çыхăннисем тата ыттисем те. Яваплă çынсем вĕсене тимлĕхе илме шантарчĕç.
Паллах, ял хушшинче темĕн тĕрлĕ ĕç те пур, пурăнмалли условисене лайăхлатас тесен пурне те пурнăçламалла. Ку енĕпе Пысăк Енккассинчи территори пайĕн начальникĕ Ольга Михайлова хастаррăн вăй хунине палăртрĕç пухăннисем, ăна мухтарĕç. Тĕслĕхрен, Пысăк Енккассинче пушар деповĕ уçассипе активлă тăрăшаççĕ халĕ, унта ĕçлес текенсем валли ĕç вырăнĕсем пур.
Ирина ДАНИЛОВА
