Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа Кĕтеснерти культура çуртĕнче шашка турнирĕ иртрĕ.
Çивĕч вăйăсенче, 10 очко пухма май пур çĕртен 9 очко пухса, никама та выляса ямасăр Егор Егоров турнир çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна 7,5 очко пухса Валерия Казанцева тухрĕ. Виççĕмĕш призлă вырăна 7 очкопа Арина Николаева тивĕçрĕ. Çавăн пекех Илья Андреев, Мария Иванова, Владик Казанцев турнирта лайăх вылянипе палăрчĕç. Призлă вырăнсене çĕнсе илнисене грамотăсем тата парнесем парса чысларĕç. Турнира хутшăннисене пурне те пылак парнесемпе савăнтарчĕç.
Шашка вăййисене хатĕрлесе йĕркелекенĕ Алексей Скворцов, судья пулса ăна пулăшаканĕ Анатолий Иванов пулчĕç.
Çак мероприятинчех Светлана Скворцова пухăннă ачасене сывă пурнăç йĕркипе паллаштарчĕ. Сывлăха çирĕплетмелли ирхи гимнастика комплексĕн хăнăхтарăвĕсене ачасем хаваспах пурнăçларĕç. Сывлăх кунĕ пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
Анатолий ЯКОВЛЕВ
