Ял малашлăхĕ — çамрăксенче
Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Единая Россия» партин «Российское село» проекчĕ шайĕнче ял çамрăкĕсен пысăк форумĕ иртнĕ. Форум активлă студентсене, фермерсене, агробизнес представителĕсене пуçтарнă. Мероприятин тĕп тĕллевĕ — çамрăксене стратеги пĕлтерĕшлĕ задачăсене татса парассине явăçтарасси, аграри профессийĕсене популяризацилесси, сÿтсе явасси. Участниксем ялти пурнăçа хăтлăлатассипе мĕнле ĕçсем тумалли, агропромышленноç комплексĕнчи ĕçе пысăк технологиллĕ тата перспективлă йĕркелемелли çинчен калаçнă.
Раççейри ял пуласлăхĕ — вăй-халлă тата çирĕп тĕллевлĕ çамрăксенче, «Российское село» парти проекчĕ вара пĕр-пĕринпе хутшăнса чăн ĕçсене пурнăçламалли площадка.
Туслăха çирĕплетекен фестиваль
Вăрмар округĕнче «Туслăх вăййи» наци культурисен уçă фестивалĕ иртнĕ. Ăна Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕ тата Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕ йĕркеленĕ. Мероприятие Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Фестивале Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем, преподавательсем, ашшĕ-амăшĕсем, Чулкасри вăтам шкулта вĕренекенсем тата Тутар Республикинчен килнĕ хăнасем хутшăннă.
Мероприяти шайĕнче тăмран тĕрлĕ япаласем ăсталамалли мастер-класс тата курав йĕркеленĕ, концерт иртнĕ. Фестивальте Туслăх гимнĕ янăранă, чăваш, тутар, мари, мордва, вырăс юррисем шăраннă. Чăннипех те халăхсен туслăхне çирĕплетекен мероприяти пулнă.
«Архиври каç» акцие хутшăннă
Вăрмар округĕнчи архив Пĕтĕм Раççейри «Архиври каç» акцие хутшăннă. Ăна кăçал Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тата Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ шайĕнче ирттернĕ.
«Пирĕн вăй — пĕрлĕхре» девизпа иртнĕ мероприятие В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 6 класра вĕренекенсем килнĕ. Класс руководителĕ — Татьяна Цыркунова.
Куравра ачасем 1978 тата 1985 çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленнĕ материалсемпе паллашнă. Архив директорĕ Светлана Николаева вĕсене 1947 çултанпа иртекен Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ çинчен каласа панă. 1978 çулта Гаванăра иртнĕ фестивале пирĕн ентеш Варсонофий Алексеев та хутшăннă.
Шкул ачисем çавăн пекех архиври документсемпе интересленнĕ, генеалоги тата хуçалăх кĕнекисене тишкернĕ. Историе архиври материалсем урлă упранин пĕлтерĕшне ăса хывнă.
