Эпĕ Урнар ялĕнче Купринсен çемйинче çуралса ÿснĕ, мăшăрпа Çиçтĕпе ялĕнче пурăнатăп. Манăн атте Захар Платонович Куприн та, икĕ пичче Иванпа Мишша та Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Виççĕшĕ те вăрçăран чĕрĕ таврăннă вĕсем, пиччесем аманнă пулнă. Эпĕ хам çемьере 11-мĕш ача пулнă, 1938 çулта çуралнă. Мишшана ялтан вăрçа ăсатнине те, каялла таврăннине те астăватăп. Вăрçăран таврăнсан вĕсем каласа панисене те асра тытатăп. Хамăн аттепе пиччесем çинчен вулакансене çырса кăтартас терĕм.
Захар Платонович Куприн.
Хусан кĕпернинчи Çĕрпÿ уездĕнчи Урнар ялĕнче Матрена Христофоровнăпа Платон Никифорович çемйинче 1893 çулхи августăн 28-мĕшĕнче ывăл ача çуралнă. Ăна Захар ят панă. 1909 çулта вĕрентÿ министерствин икĕ класлă училищине пĕтернĕ. 1914 çулта Уйкас ялĕнчи Мария Михайловна хĕрпе мăшăрланнă. 1920-1922 ç.ç. хĕсметре пулнă. Ялти хуçалăхра ĕçленĕ, çăмарта складĕнче сортировщик, ялта уй-хир бригадирĕ, хăмла бригадирĕ пулса ĕçленĕ. 1943 çулхи январь уйăхĕнче вăрçа кайнă. 1005-мĕш артиллери полкĕнче телефонист пулнă. Брянск, Ленинград, Прибалтика, Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Тав хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă, çав шутра Совет Союзĕн маршалĕн И.В.Сталинăн Тавне те. Захар Платоновичпа Леонтий Дмитриевич 50 çултан иртнĕ арçынсем çак вăрçăра çапăçнă. Вăрçă хыççăн çак икĕ салтак тĕл пулсан иртнине аса илсе куççуль юхтаратчĕç. Захар Платонович Куприн киле 1945 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче килнĕ. Мускава кайса агронома вĕреннĕ. Вăл ЧР «Росхмель» кантурĕн хăмла агрономĕ пулса ĕçленĕ. Тĕрлĕ районсенче хăмла ларттарнă, хăмлине типĕтме сушилкăсем тутарнă /Урнарта, Пысăк Енккассинче.../. Хăмлана тухăçлă туса илнĕшĕн ĕçлекенсене премисем /укçан, материалсем, ăшă çемçе кăçатăсем тата ыттине те/ панă. Мускаври ял хуçалăх куравне кайса курма ирĕк панă. Лайăх ĕçлекенсем патне экскурсине те çÿренĕ. Пенсие тухсан Урнарти вăтам шкулта ачасене хăмла çитĕнтерессипе ĕç урокĕсем ертсе пынă. Мăшăрĕ — Мария Михайловна хăмла бригадирĕ пулнă, хĕрĕ Ева хăмла çинче ĕçленĕ.
Купринсен 11 ача, 21 мăнук, 34 кĕçĕн мăнук, 17 кĕçĕн-кĕçĕн мăнук. Мария Михайловна «Ача амăшĕ Героиня». Вĕсем пĕрле 57 çул пурăннă. Захар Платонович 1971 çулта вилнĕ, ăна Урнар масарĕнче пытарнă.
Иван Захарович Куприн. Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнче январĕн 21-мĕшĕнчи 1918 çулта Купринсен пĕрремĕш ача çуралать. Ăна Иван ят параççĕ. Çул çитсен вăл ялти шкула вĕренсе пĕтерет. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме каять. Кунта вăл Ефимия Трофимовна хĕрпе паллашнă, çемье çавăрнă. Вĕренсе тухнă çамрăксене Свердловск хулине ĕçлеме янă. Иван Захарович кунта аслă пĕлÿ илнĕ. «Ураллеспром» предприяти начальникĕ пулса ĕçленĕ. 1941-1945 çулсенче вăрçăра пулнă. Пурнăç малалла каять. Вĕсен 4 ача. Ачисем аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ Борис Уралти политехника институтне пĕтернĕ. Ядерлă тĕпчев тăвакан институтра Дубно /Мускав облаçĕ/ хулинче ĕçленĕ. Салтакра пулнă. Унăн пурăннă çулĕсем: 31.08.1943-16.12.1992. Хĕрĕ Маргарита 1946 çулта çуралнă. Уралти политехника институтне пĕтернĕ. Хăй ĕçĕпе ĕçлесе пенсие тухнă, çемьеллĕ. 1 ывăл, 4 мăнук. Саша ывăлĕ /26.03.1958 çуралнă/ Свердловскинчи юридици институтне пĕтернĕ, хăй ĕçĕпе ĕçлет. Вĕсен пĕр ывăл. Иван Захаровичпа Ефимия Трофимовнăн 4 ача, 2 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Иван Захаровичăн пурăннă çулĕсем — 1918 — 1963, Ефимия Трофимовнăн — 1918-2013.
Михаил Захарович Куприн /17.11.1926 – 03.03.2016/. Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнче Купринсен тепĕр ывăл ача çуралнă. Ăна Миша ят хунă. Çул çитсен шкула кайнă. 1943 çулта 10 класс вĕренсе пĕтернĕ. 17 çулхи çамрăка вăрçа кайма повестка панă. Михаил малтан стрелоксен саппасри полкĕнче /çамрăк салтаксен полкĕнче\ пулнă. 1944 çулхи май уйăхĕнче фронтра пулать. Прибалтика çĕршывĕсене оккупантсенчен тасатнă. Тăшмансене хăваласа, хамăрăннисене ирĕке кăларса хĕвеланăç еннелле малалла кайнă. Прибалтикăри Эстони, Латви, Литва республикисенче хĕрÿ çапăçура пулнă. «Çав вăхăтра тăшманпа çапăçни çеç мар, фронтри йывăрлăхсем пулнă: çумăр, тăмлă, пылчăклă, йĕпе çулсем, шурлăхлă, пăтранчăклă шыв... Асăмран тухмаççĕ. Çанталăкри йывăрлăха пăхмасăр çапăçаттăмăр тăшманпа. Тăшман тĕлĕрмест, эпир те çывăрмастпăр. Окопран тухсан снайпер ÿкерет. Тул çутăлсан, артиллери ĕçлеме пуçлать. 5 çухрăмран тăшмансем пени курăнать. Пирĕн артиллери вăхăтра ĕçлесе тăрать. Талăкĕпе асăрхамалла. Çапла 10 кун иртет. Вара смена улшăнать», - тесе каласа паратчĕ Михаил Захарович.
Совет салтакĕсем çулла Латвие кĕнĕ. Нимĕçсем питĕ тăрăшнă. Михаил августра засадăна лекнĕ. Пуçа çĕклеме май çук. Хĕрÿ çапăçу пынă. Нумайăшĕ пуçне хунă. Михаил Захарович Куприн ураран аманнă. «Кам хырăмпа шума пултарать шăвăр, каялла шăвăр. Унта сире санитарсем кĕтеççĕ!» – тесе команда парать командир. Мишша та каялла шунă. Санитарсем Мишшана урапа çине хурса йытăсемпе медсанбата илсе кайнă. Операци тунă. Урана татман, хăтарса хăварнă. Тавтапуç хирургсене. Чылай вăхăт тылри госпитальте выртса сывалмалла пулнă. Юлашкинчен санитари эшелонĕ аманнисене Ленинград облаçне илсе кайнă. Аманнисем нумай пулнă. Остров хули утайманнисене сыватакан вырăн пулнă. Михаил Захарович Ленинград облаçне октябрĕн 5-мĕшĕнче çитнĕ. Кунта сывалма пуçланă. Кĕркунне сывалнисене суйланă, 10 класс вĕренсе пĕтернисене офицерсен курсне вĕренме янă. Михаил Захарович Хĕрлĕ Ялавлă пехота училищинче вĕренме пуçланă. Вăрçă чарăннă. Служба малалла пынă. Михаил Куприн службăран 1950 çулта таврăннă. Тăван тăрăха килсен малашнехи пурнăç çинчен шухăшланă. Пĕлĕве ÿстерес тесе Улатăрти чукун çул техникумне вĕренме кĕрет. 1953 çулта унтан вĕренсе тухса Батраки станцийĕнчи депона ĕçлеме вырнаçать. Кунта пулас мăшăрĕпе Клавдийăпа паллашать, çемье çавăраççĕ. Пĕрле вĕсем 58 çул пурăннă. Вĕсен 2 ача /ывăлпа хĕр/, аслă пĕлÿллĕ, мăнуксем те пур.
Михаил Купринăн медалĕсем: «Паттăрлăхшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕнтернĕшĕн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата ыттисем те.
Регина ЕГОРОВА
Çиçтĕпе ялĕ