IMG 7636«Астăвăм кĕнеки кирлех!» ятпа «Хĕрлĕ ялавăн» 2019 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнчи кăларăмĕнче статья пичетленĕччĕ. Унта пур ялăнах Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă ентешсене кашнине ятран асăнса çырнă кĕнеке пулмалли пирки каланăччĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе районпа та «Астăвăм» кĕнеки пичетлесе кăлармаллине палăртнăччĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ май ыйтăва тепĕр хут çĕклени кирлех пулĕ тетĕп.

1989 çулта «Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм» кĕнеки хатĕрлесе кăларасси» йышăну кăларнă хыççăн çак ĕçе 1989-1995 çулсенче пурнăçлама тĕллев лартнă. Тĕл­левĕ пулнă та ĕçне вĕçлесси пурнăçланайман. Сăлтавĕ паллă – 90-мĕш çулсем. Чăваш Республикин «Астăвăм» кĕнекин пĕрремĕш пайĕн пĕрремĕш томне 1995 çулта пичетлесе кăларнă. 2000 çул тĕлне ултă томĕ те кун çути курнă, Вăрмарсене 2-мĕш томра вырăн панă. 2001 çулта Н.В.Федоров Президент 2001 çултан тытăнса «Астăвăмăн» иккĕмĕш пайне - çĕнтерÿпе таврăннисем пирки – хатĕрлесе кăларасси çинчен Указ йышăннă. Пархатарлă ĕç 2007 çулччен тăсăлнă. Иккĕмĕш пай пилĕк кĕнекерен тăрать, Вăрмарсем пирки шăпах пиллĕкмĕшĕнче çырса кăтартнă.

Паллах, «Астăвăм» кĕнекине хатĕрлесе пичетлесе кăларасси çăмăл мар. Ара, миçе пин çын хушамачĕпе ятне пăхса тухмалла та-ха. Пĕрремĕш пайне пухасси, тен, йывăрах та пулман пулĕ-ха. Мĕншĕн тесен, вăрçă вăхăтĕнчи çухатусем пирки информацие пĕрмаях пухнă вĕт! 1946 çулта çар комиссариачĕсен, вырăнти ĕç тăвакан Комитетсен /ял е хула Канашĕсем\ ятарлă çыннисем килсерен çÿресе вăрçăра пуç хунă е хыпарсăр çухалнă тăванĕсем пирки хыпар пухнă. Кашнинех çак ыйтăва панă: «Хăçан çыру килме чарăннă?» «Юлашки çыру ăçтан пулнă?» Ĕç тăвакан Комитетсенче Хуçалăх кĕнекисем упраннă, вĕсем тăрăх вăрçă умĕнхи тата хыççăнхи çулсенче çемьесенче миçе çын тата кам-кам пурăннине, кама вăрçа илсе кайнине, кам пуç хунине е хыпарсăр çухалнине çырнă вĕт. Паллах, НКВД докуменчĕсене тĕплĕн тишкернĕ, упранса юлнă «вилĕм» хучĕсене тепĕр хут пăхса тухнă.

«Астăвăм» кĕнекин иккĕмĕш пайне хатĕрленĕ чухне 1963-1965 çулсенче пухнă пĕтĕмлетÿсене тĕпе хунă. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 20 çул çитнĕ, çĕршывра тинех çак чаплă куна Уяв туса ирттерме тытăннă. Ветерансене юбилей медалĕ парса чысланă. Шел, çĕнтерÿпе таврăннисене çырса тухнă чухне хăш-пĕр ятсене манса хăварнă тĕслĕхсем те пулнă. Калăпăр, çынни вăрçăччен тĕрлĕ сăлтавпа ялтан тухса кайнă /ĕçлеме, вĕренме, çар хĕсметне\, кайран çав вăхăтлăх вырăнтанах - вăрçа. Тăван тăрăха тек таврăнманран ун пирки «манса кайма та» пултарнă. Е тыткăнра пулнисем пирки 1965 çул тĕлне, вĕсене «ала витĕр сăвăрнă» пулин те, татăклă сăмах каламан-ха, Г.К.Жуков маршал ертсе пынă комисси фронтовиксен йышне кĕртмелле тесе йышăннă пулин те, вĕсене вăрçă ветеранĕсем тесе йышăнман. 1990 çулсенче çеç Б.Н.Ельцин Президент чухне çак тĕрĕсмарлăха пĕтернĕ.

Анчах та, уйрăм çыннăн хăйĕнле кăна шухăшлавĕ /субъективлă фактор тейĕпĕр\ вăрçăран таврăннисене çырса тухнă чухне чăрмантарнах çав. Республикăн «Астăвăм» кĕнеки пичетрен тухсанах чылай çын хăйсен вăрçăра пулнă тăванĕсен хушамачĕсене тупайманни пирки пăшăрханса пĕлтерни те, çырни те чылай пулчĕ. Тĕслĕхрен, çапăçура йывăр аманнă салтака медсанчаçе çитернĕ, хăй пирки вăл нимех те пĕлтереймен, ун çинчен командирĕ пĕлмесĕрех юлнă, чĕррисен йышĕнче пулманран килне «вилĕм хучĕ» çитернĕ. Салтак сывалсан каллех строя тăнă, киле çĕнтерÿпе таврăннă, хушамачĕ вара пуç хунисен шутĕнчех юлнă. Е ятарласа манса хăварнисем те пур, ун пеккине хамăн тĕпчев-шыравра темиçе те тĕл пултăм.

Вăрмар тăрăхĕн хальлĕхе «Астăвăм» кĕнеки çук-ха. Хăш-пĕр округсем çак ырă ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Пирĕн таврапĕлÿçĕсем те чылай ĕç пурнăçларĕç. Калăпăр, Мăнçырма ялĕн маттурĕ, хастар таврапĕлÿçĕ Владимир Николаев тăван ялне «Мусирминцы в борьбе за Победу» ятлă кĕнекине 2015 çул типографире пичетлеттерсе парне туса пачĕ. Хулăнах мар вăл, 122 страницăран тăрать. Тытăмĕ енчен илсен те пур хыпара та çырса панă теме çук. Тĕслĕхрен, вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннисен списокĕ çук, архив материалĕсемпе усă курман, пур паттăр пирки те каласа çитереймен. Владимир Данилович шырав-тĕпчев ĕçне малалла тăсса тытăмĕ енчен пуянрах кĕнеке, чăн-чăн «Астăвăм» кăларас шутлăччĕ, çук, ĕлкĕреймерĕ.

Чупай ялĕн «Астăвăм» кĕнекине тĕслĕхлĕ кăларăм темелле. Вăл чăвашла та, вырăсла та пичетленнĕ. Тытăмĕ енчен пуян. Вăрçă çулĕсенчи ялпа тата çыннисемпе çыхăннă пур хыпара та çырса кăтартма тăрăшнă. Тĕслĕхрен: çапăçусенче пуç хунисен те, çĕнтерÿпе таврăннисен те списокĕсем пур, çав шутра салтак тумĕ тăхăнса тылра сыхлăх çарĕсенче пулнисем пирки те çырнă. Эвакуаци йĕркипе килнисем, Хусан хÿтĕлев чиккине хатĕрлеме хутшăннине кăтартни, тылра хастар ĕçленĕ колхозниксем… Архив материалĕсемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе тухăçлă усă курнăран чăнлавлăх шайĕ пысăккине палăртам. Хушса панинче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннисем çинчен çырни те, Афган вăрçинче пуç хунă А.Лингана халалланă тĕрленчĕк те интереслĕ.

Арапуç ялĕн 1941-1945 çулсенчи кун-çулне кăтартакан кĕнеки /хатĕрлекенĕ – Н.И.Петрова таврапĕлÿçĕ\ пуян та илемлĕ пулса тухнă. Автор нумай ĕçлени куçкĕретех. Çапах та кунта вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннисен списокĕ çуккине, архив материалĕсемпе усă курманнине палăртам. Автор вăрçă вăхăтĕн­че Арапуç сыватмăшĕнче вилнĕ салтаксен хушамачĕсене илсе кăтартнă, палăк сăнне пичетленĕ. Вулакан вара ытларах пĕлесшĕн: Ăçтан илсе килнĕ-ха çав салтаксене? Хăш вырăнтан? Мĕншĕн Арапуçне? Кунта эвакогоспиталь пулман-çке! /Чăваш патшалăх истори архивĕ, Р-203 Фонд\. Тен, Канашри вăтам шкулта вырнаçтарнă госпитальте вырăн çитменнипе Арапуçне илсе килнĕ? 1941 çулта йĕркеленĕ аманнисене сиплекен сыватмăша шефла пулăшу кÿме Вăрмар районне çирĕплетнĕ иккен. /Хальхи истори архивĕ, П-1 Фонд\ Çапла, ыйтусем пур.

Çав çулсенчи тепĕр «шурă пăнчă» пирки кăшт калам: 1942-мĕшĕнче хĕллехи вăхăтра /ун чухне уй-хирте ĕçсем çук вĕт!\ Ара шывĕ енчи лаптăкра саперсем е минерсем минометран пеме вĕреннине пĕл­теретчĕç Чупайри ватăсем, минăсем ухлатса сирпĕнни ялах илтĕнет, тетчĕç. Эвакуаци йĕркипе килнисем ĕçсене вĕçлесен ялтан кайнă, вĕсем вырăнне колхозниксен килĕсене хваттере салтаксене вырнаçтарнă-мĕн. Каллех ыйтусем, ыйтусем… Паллах, хăй вăхăтĕнче вĕсем вăрттăннисен шутĕнче тăнă, калаçман, кайран ав, манăçа тухнă.

Пирĕн тăрăхри чылай ял кун-çулне кăтартакан кĕнекесем пичетленнĕ. Вĕсемпе Вăрмарти тĕп вулавăшра паллашма пулать. Çав кĕнекесенче вăрçă çулĕсене çутатакан материалсем те пур. Респуб­ликăн «Астăвăм» кĕнекин редколлегин ĕç ушкăнне ертсе пынă Н.В.Пыркин çапла палăртнă: «…Респуб­лика кĕнекине хатĕрленĕ чухне пухăннă пур материалпа та усă курайман, çавăнпа эпир кашни районпа хуланах «Астăвăм» кĕнеки пулмалла тесе шутлатпăр. Вĕсенче эпир усă курайман сăн ÿкерчĕксем те, пĕчĕк тĕрленчĕксем те вырăн тупĕç, тетпĕр…»

Пирĕн хастар таврапĕлÿçĕсем, хĕрÿлĕхĕ чакмасть пулин те, ватăлса пыраççĕ, çавăнпа çамрăксем тĕпчев-шырав ĕçне пуçăнасса, аслисен пуçарăвне малалла тăсасса шанатпăр. Шырамалли, чăнах та, пур. Акă, республикăн «Астăвăм» кĕнекинче Вăрмар тăрăхĕпе çапла палăртнă:

«Вăрмар районĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 6890 çын хутшăннă. Вĕсенчен: вăрçăран таврăнайманнисем – 4131-ĕн, таврăннисем – 2759-ăн. Тĕрĕсех-ши кăтартусем?

Кĕнекери пĕтĕмлетÿсем çакна пĕлтереççĕ: Вăрмар поселокĕ — 37 /вăрçăра пуç хунисемпе хыпарсăр çухалнисем, 146 /çĕнтерÿпе таврăннисем/; Арапуç – 182/72; Çĕнĕ Кавал – 70/17; Энтрияль – 61/15; Вăрманкас – 52/6; Уйкас – 27/7; Шутнерпуç – 38/11; Аслă Чак – 78/68, Атнаш – 8/11; Кĕçĕн Чак – 27/18; Пĕчĕк Енккасси – 27/46; Пысăк Енккасси – 52/65; Карăкçырми – 95/77; Кавал – 217/142; Пăвакасси – 81/14; Çиçтĕпе – 129/27; Чăршçырма – 95/29; Кĕтеснер – 218/150; Эçпепе – 76/21; Çĕнĕ Шулхан – 29/10; Кивĕ Шулхан – 67/27; Кĕлкеш – 87/147; Тупах – 118/74; Мăнçырма – 247/131; Урнар – 95/42; Саруй – 83/36; Кивĕ Вăрмар – 206/110; Тикаш – 218/160; Хĕрлĕçыр – 105/96; Çĕнĕ Вĕренер – 63/18; Чулкас – 109/32; Анаткас – 48/33; Çĕнĕ Мăнтăр – 58/32; Çитмĕш – 76/13; Чĕкету – 22/3; Ямпай – 34/19; Чупай – 124/56; Патти – 24/20; Шăплат – 44/36; Пăртас – 16/16; Ыхраçырма – 40/23; Шăхаль – 236/105; Пинер – 150/110; Вăтакас – 57/16; Çĕнĕ Кинчер – 31/34; Çÿлти Кинчер – 63/14; Энĕшпуç – 168/198; Ичеснер Атайкасси – 17/31; Хуруй – 71/55; Пĕтĕмпе – 4145 /ытларах - 14//2559 /сахал - 200/.

Куратпăр: кĕнекере пĕтĕмлетни ялсемпе шутласа кайнипе пĕр пек мар. Эппин, тĕпчемелле, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тумалла.

2021 çулхи майăн 20-мĕшĕнче Раççейри «Çĕнтерÿ» комитетăн йĕркелÿ ларăвĕн «Раççей Федерацийĕн ялсемпе муниципаллă йĕркеленÿсен электронлă Астăвăм кĕнекине тăвасси» йышăнăвне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2021 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлама архивсем, таврапĕлÿçĕсем хастар хутшăнаççĕ. Паллах, чи малтан хутлă кĕнеке хатĕрлесе кăларасси пирки шутламалла. Тĕрĕслесе, туллилетсе, пуянлатса…

Василий Цыфаркин.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Д.Николаев хатĕрленĕ кĕнеке хуплашки.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика