Кăтартусем лайăхрах

ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен ларура пĕлтернĕ тăрăх, регион бюджетне пурнăçлас тĕлĕшпе 2025 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăтартусем лайăхрах. Республика бюджечĕн расхучĕсем 30,9 млрд тенкĕпе танлашнă, çав шутра социаллă тата культура сфери çине 23,9 млрд тенкĕ уйăрнă /социаллă политика çине — 10,6 млрд, вĕрентÿ çине — 9,5 млрд, сывлăх сыхлавĕ çине — 2,0 млрд/.

Ÿсĕмлĕ ĕçленĕ

Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче палăртнă тĕллевсем ÿсĕмлĕ пурнăçланса пыраççĕ. 2025 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче промышленноç, ял хуçалăхĕ, строительство, вак суту-илÿ сфери уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Промышленноç индексĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Электротехника, машиностроени, хими производстви ÿснĕ. Çăмарта, сĕт, какай туса илнин кăтартăвĕсем хăпарнă. Республикăри предприятисем 195 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Ÿсĕм, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 17%.

Гранта ÿстернĕ

Регионта Республика кунне ирттерме паракан гранта 10 миллионран 20 миллион таран ÿстернĕ. Ятарлă Хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. Аса илтеретпĕр, кăçал Чă­ваш Ене 105 çул çитнĕ ятпа мероприятисем Шупашкарсăр пуçне Етĕрне округĕнче те иртĕç. «Манăн Чăваш Ен» тата «Пирĕн Етĕрне» фестивальсем, «Ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ» форум, «Спорт çĕрĕ» марафонăн республикăри тап­хăрне, кĕрешÿ енĕпе Чăваш Республикин Кубокне тата ытти мероприятисем те ирттерме па­лăртнă.

Çурт-йĕр строительстви

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче регионта 367,2 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çав шутра 232,9 пин тăваткал метр — уйрăм кил-çуртсем, 134,3 пин тăваткал метр — нумай хваттерлĕ çуртсем. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче 2025 çулта 818 пин тă­ваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă, хальхи вăхăт тĕлне плана 45% пурнăçланă.

Пирус сиенĕ

Майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен пирус туртмасăр ирттермелли эрне пырать. Ку вăл сиенлĕ йăларан хăтăлмалли лайăх сăлтав. Пирус тĕтĕмĕ пĕтĕм организма сиен кÿрет, рак, инфаркт, инсульт тата ытти чирсене те аталантарса яма пултарать. Пирус туртма пăрахас тесен туртакан пирус шутне кунсерен чакарса пыни, ятарлă пластырьпе, чăмлакпа е спрейпе усă курни, спортпа туслашни, тухтăрпа канашлани усăллă. Пирус пĕр эрне туртмасанах сывлама çăмăлланать, вăй-хал та хушăнать.

Çамрăксен форумĕ

Çулсерен иртекен иВолга çамрăксен форумне кăçал июлĕн 24-29-мĕшĕсенче Самар облаçĕнче «Мастрюковские озера» парк территорийĕнче ирттерме палăртнă. Форум çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пине яхăн çынна йышăнĕ, çав шутра Чă­ваш Республикинчен те. Палăртмалла, форум хăнисем хушшинче сусăр тата хевтесĕр çынсем те пулĕç. Вĕсем хăйсене хăтлă туйччăр тесе мĕн­пур условисемпе тивĕçтерĕç. Вĕсене валли парк территори­йĕнче Инклюзивлă хула вырнаçнă. 10 çул хушшинче кунта сывлăх енчен хавшак 500 ытла çамрăк пулса курнă.

«Кĕнеке хулинче»

Майăн 27-мĕшĕнче çĕршывра Библиотекарь кунне паллă турĕç. Çак уява халалласа Вăрмарти тĕп библиотекăра ачасене валли «Ăслă кĕнекесен ĕмĕрхи сыхлавçи» экскурси иртнĕ. Ачасем биб­лиотекарьпе пĕрле «Кĕнеке хулинче» çулçÿрев­ре пулнă. Çак хулара урамсем вырăнне — кĕнеке стеллажĕсен речĕсем, нумай хутлă çуртсем вырăнне — кĕнеке çÿлĕкĕсем. Библиотекарь палăрт­нă тăрăх, библиотека вăл — кĕнеке çурчĕ, вулакансене усă кÿччĕр тесе кашни кĕнекене типтерлĕн упраççĕ кунта.

Ĕмĕртенпех туслă

Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче июнь уйă­хĕн 4-мĕшĕнче мари халăхĕн уявне — «Пеледыш пайрем» — паллă тума хатĕрленеççĕ. Ăна çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленине халаллаççĕ. Хăнасем мари халăхĕн ал ĕç ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе, наци юрри-ташшипе паллашма пултарĕç. Мари халăхĕн Шупашкарти ентешлĕхĕн председателĕ Александр Гурьянов палăртнă тăрăх, чăваш тата мари халăхĕсен историйĕнче, культуринче, йăлисенче, чĕлхинче, тĕрринче, юрри-кĕввинче пĕрпеклĕхсем чылай. Чăвашсемпе марисем ĕмĕртенпех туслă пурăнаççĕ.

Ĕçлев сыхлавĕ

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова ертсе пынипе «Техмашхолдинг» тулли мар яваплă обществăн лапамĕнче лару иртнĕ. Унта производствăра суранланассине профилактикăлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Алена Елизарова палăртнă тăрăх, сотрудниксен пурнăçĕпе сывлăхĕ кашни компанишĕн чи малти вырăнта пулмалла. Республикăра ĕçлев сыхлавĕ енĕпе анлă ĕçлеççĕ, анчах кăтартусем аванах мар. 2024 çулта, 2023 çулхипе танлаштарсан, производствăра суранланнă пулăмсен шучĕ ÿснĕ. Çавăнпа мероприятие хутшăнакансене ĕçлев хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тата çирĕпрех пăхăнмаллине асăрхаттарнă.

Цифровизаци

РФ Социаллă Фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пурăнакан 56 пин ытла ĕçлекен çын çулталăк пуçланнăранпа больница листисемпе /чирлени çинчен панă хутсемпе\ укçа-тенкĕ илнĕ. Чире пула вăхăтлăх ĕçлейменнипе пособи илмелли йĕрке цифровизаци хыççăн самай çăмăлланнă. 2022 çултанпа больница листисене электрон формата куçарнă. Ку вăл медучреждени, сотрудниксем тата ĕçпе тивĕçтерекенсем хушшинчи хутшăнăва чылай хăвăртлатма пулăшать. Ĕçпе тивĕçтерекенсем сотрудник больница листи уçнине онлайн пĕлеççĕ. Сотрудниксен нимĕнле хут та çĕклесе çÿремелле мар, пĕтĕм информаци Соцфондăн тытăмĕнче упранать. Документ статусне Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинетĕнче тĕрĕслеме пулать.

Бизнеса – пулăшу

Республикăра хăйсен продукцине сертификациленĕ предпринимательсен йышĕ пысăклансах пырать. «Манăн бизнес» центр пулăшнипе 140 ытла предприниматель хăйсен продукцийĕн пахалăхне çирĕплетнĕ. «Манăн бизнесăн» продукцие сертификацилемелли тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли пулăшу ĕçĕ «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕн инструменчĕсенчен пĕри пулса тăрать. - 2024 çулта кăна çак майпа Чăваш Енри 140 ытла предприниматель усă курнă. Çав шутра — пир-авăр, металл конструкцисен, строительство материалĕсен, сĕтел-пукан, ĕçме-çиме производителĕсем. Продукци сертификацийĕ — ячĕшĕн тăвакан ĕç мар, саккунпа çирĕплетнĕ тивĕç, - тенĕ вице-премьер — экономика аталанă­вĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

Финанс пĕлÿлĕхĕ

Чăваш Енри шкулсенче вĕренекенсем «Архитекторы смыслов» регион конкурсĕн финалĕнче финанс пĕлĕвĕн шайне кăтартнă. Ăс-тăн тупăшăвĕ РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков пуçарнă вĕрентÿ проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Конкурс йĕркелессине ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ырласа йышăннă. Вĕрентÿ заведенийĕсен чи лайăх командисем конкурса «Смыслографика» мелĕсемпе хатĕр­ленĕ проектсене тăратнă. Ку меслет тĕллевĕ — ачасене çĕнĕ технологисемпе тата искусственнăй интеллектпа усă курса информацие тĕрĕс ăнланса тивĕçлĕ кăтартма вĕрентесси.

Ĕç пуçарма

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата унăн ветеранĕсене федерацин «Агромотиватор» грантне илме тÿлевсĕр бизнес план туса пама хушнă. Ăна тивĕçес тĕллевпе республикăн Ял хуçалăх министерствине заявка кăçалхи июнь уйăхĕн 3-мĕшĕч­чен çитермелле. Çак программăна çÿлте палăрт­нă категорие АПКра бизнес пуçарма май туса парас тĕллевпе 2024 çул вĕçĕнче ĕçе кĕртнĕ. Ăна 2025 çулта пурнăçлама Чăваш Ен укçа çĕршыври малтанхи 19 регион йышĕнче илнĕ. Бизнес планне тÿлевсĕр хатĕрлесе пани СВО ветеранĕсене ĕçе кĕске хушăра пуçласа яма пулăшĕ. Грант укçи 5 млн тенкĕ таран. Унпа производство çурчĕпе склачĕ, коммуникаци тума, ял хуçалăх выльăхĕ, сыснасăр пуçне, кайăк-кĕшĕк, лăкă, çимĕç паракан нумай çул çитĕнекен ÿсентăран хунавĕ, çав шутра иçĕм тата çĕр çырлине, туянма пулать. Бизнес планĕ, ытти документ хатĕрлес ыйтупа «Агро-Инновацисем» предприятипе çыхăнма пултараççĕ.

Демографи

Чăваш Енре ача çураласлăхне ÿстерессипе тата çамрăк ашшĕ-амăшне пулăшассипе ача кĕтекен куçăмлă майпа вĕренекен студенткăсене кăçалтан пуçласа 100 пин тенкĕ параççĕ. Çакă «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Пĕр хутчен паракан тÿлеве студенткăна учета тăнă хыççăн, йывăр çын пулни 12 эрнерен иртсен параççĕ.

Çемье — çĕршыв тĕрекĕ

Сывă, телейлĕ çемьесем мĕн чухлĕ ытларах, патшалăхăн вăй-халĕ çавăн чухлĕ нумайрах. Çавăнпа та çемье хаклăхĕсене тĕреклетни, амăшлăхпа ачалăха пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ патшалăх пулăшăвĕн мелĕсене çулсеренех анлăлатса пыраççĕ. Сăмахран, амăшĕн капиталне çеç илер-ха: 2025 çулхи февралĕн 1-мĕшĕн­чен пĕр ача çуратнăшăн çемье 690266,95 тенке тивĕçет /ача 2020 çул хыççăн çуралнă тăк\. Пĕр­ремĕш пепкешĕн çемье амăшĕн капиталне маларах илме ĕлкĕрнĕ пулсан, иккĕмĕшĕ кун çути курчĕ тĕк уншăн 221895,10 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Хăть мĕн каласан та çакă кил-йышшăн пысăк пулăшу.

Пулăшу

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче АПК организацийĕсене пулăшу кÿресси пирки каланă. ЧР Ял хуçалăх министерстви вĕсене субсиди парас тĕллевпе ирттернĕ суйлава пĕтĕмлетнĕ. Ăна АПКн тĕп производствисене аталантарма яраççĕ, унăн виçи 530 млн тенкĕпе танлашать. Чи малтанхи пулăшу мерисенчен пĕринпе сĕт производствине аталантарма палăртнă. Суйласа илнĕ çĕнтерÿçĕсен йышне конкурса 121 организацирен 113-не кĕртнĕ. Вĕсене çывăх вăхăтрах 446,3 млн тенкĕлĕх субсиди парĕç.

Аталану

Аслă экономика канашĕн президиумĕ çĕнĕ йĕркепе — муниципалитетсен аталанăвне тĕпе хурса — ĕçлеме пуçлĕ. Çĕнĕлĕхсене вăя кĕртнĕ май президиум уйăхра пĕр хутран кая мар пухăнĕ. Хальхи ларура Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанă­вĕн комп­лекслă планĕпе, унта кĕртнĕ инфратытăм тата инвестици проекчĕсене вăйлатассипе, Чă­ваш Енĕн адреслă инвестици программине кĕртнĕ объектсене шайлаштарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни муниципалитетăн çулталăк вĕçлениччен аталанăвăн мас­тер-планне хатĕрлемеллине палăртнă.

Курава хутшăнĕç

Чăваш Енри предпринимательсем хăйсен продукцине Пĕтĕм тĕнчери «WorldFood Moscow — 2025» куравра кăтартĕç. Çул çÿреве Чăваш Республикин экспорта пулăшакан центр «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» тата «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕсем пулăшнипе йĕркелет. «WorldFood Moscow” - апат-çимĕç продукчĕсен кĕрхи куравĕ сентябрь уйăхĕн 16-19-мĕшĕсенче Мускаври «Крокус Экспо» центрта иртет. Унта апат-çимĕç туса кăларакансем ритейл, курттăм суту-илÿ, общество апатланăвĕн сферин представителĕсемпе, дистрибьютерсемпе тата экспортерсемпе тĕл пулаççĕ. «Курав пирĕн тăрăхри тавар туса илекенсене тĕнче рынокне тухма майсем туса парать. Регион экспорт килĕшĕвĕсем çирĕплетме, чăваш апат-çимĕçне федераци тата тĕнче шайне кăларма, апат-çимĕç индустрийĕн лидерĕсен опычĕпе паллашма пулăшать», - тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов.

Санаторие кайма пулать

Ĕçе кайсан е профессие пула шар курнă çынсем Чăваш Енри санаторисенче сипленейĕç. Кун пирки Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕнче пĕлтереççĕ. Асăннă уйрăм санаторипе курорта кайса сипленме путевкăсем парать. Ăна илме медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕ хатĕрленĕ ятарлă программа пулмалла. Санаторире сипленме çыннăн маларах асăннă фондăн уйрăмне заявлени памалла. Е патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă, е уйрăммăн клиент службине çитсе. Чăваш Енре 4 санаторие кайма пулать: «Чăваш Ен», «Чăваш Ен курорт», «Волжские зори», «Надежда».

Наркомани ан сарăлтăр

Малтанхи аташу чире куçнине сиссе те юлма май çук. Унтан вара тавăру сехечĕ çаврăнса çитет: çын халсăрланать, унăн ыйхă килмест, апат анмасть, вăл начарланса каять. Хăрнă шăлсем, çÿç тăкăнни-шаклаланни, сарă-тĕксĕм ÿт-тир, пит-куç çамрăклах пĕркеленсе ларни - наркоманăн типлă сăн-сăпачĕ. Наркотиксем ĕçнипе çыннăн психики улшăнать. Вăл кăнттамланать, хăйне çеç юратма пуçлать. Тус-юлташĕнчен, тăванĕсенчен сивĕнет. Чир вĕçĕ - инвалид пулса тăни тата пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайни. Çакă организм ырханланса çитнипе çеç çыхăнман, вĕсем хăйсен пурнăçĕ çине алă хураççĕ е наркотик нумай йышăннипе вилеççĕ. Наркомансем хăйсемпе çывăх çынсене, вĕсен йăхне пĕтереççĕ. Мĕншĕн тесен чирлĕ çынсенчен çуралнăскерсем çут тĕнчене психика тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ мар, уксах-чăлах килеççĕ. Кун пек ачасене çамрăкранах сиплеме пуçламалла. Кая юлсан тухтăрсене вĕсене сыватма йывăр килет.

Асăрхаттару

Юлашки вăхăтра терроризмла ĕçсем пирки сахал мар илтетпĕр, вулатпăр. Хăвăра хăвăр терроризмран хÿтĕлес тесен иккĕленÿллĕ çынсемпе калаçăва хутшăнма, палламан çынсенчен сумка, пакет тавраш йышăнма, сумкăна асăрханусăр хă­варма юраманнине пурте пĕлетпĕр. Террористсем çын нумай пухăнакан вырăнсене суйласа илни те, тĕрлĕ митингсемпе демонстрацисене хутшăнасран асăрханмалли те пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Хуçасăр япаласене алла илме юраманнине те ачасене аса илтерсех тăраççĕ. Анчах асăрханнинчен ырри çук. Инкек яланах кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултарать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика