Çиçтĕпе ялĕнчен тымар илнĕ Пчеловсен çемйи çинчен хам пĕлнине çырса кăтартас терĕм.

pПавел Егорович Пчелов мăшăрĕпе Екатеринăпа

Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче Егорпа Агриппинăн пĕрремĕш ача çуралнă. Ăна Павел ят хунă. Ялти шкулсене вĕренсе пĕтерсен, çул çитсен кÿршĕре пурăнакан Катя хĕрпе паллашать. Çамрăксем мăшăрланса çемье çавăраççĕ. Йăла-йĕркепе аслă ывăл авлансан тĕп килтен уйрăлса тухмалла. Павăлăн Александр, Иван шăллĕсем, Клавдия, Мария йăмăкĕсем çитĕнеççĕ. Анчах çак ачасем çамрăклах ашшĕ-­амăшĕсĕр тăрса юлаççĕ. Вĕсене аслашшĕ Игнатий хăй хÿтлĕхне илсе çитĕнтернĕ.

Павелпа Екатерина уйрăлса тухаççĕ. Павел Егорович колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Колхозра ĕç кал-кал пырать. Акнă тыр-пула тăкаксăр пуçтарса кĕртесси, выльăх валли хĕл каçма çителĕклĕ апат хатĕр­лесси — ял халăхĕн тĕп тĕллевĕ пулнă. Çакна шута илсе халăх питĕ тăрăшса ĕçленĕ. Çынсен урăх шухăш пулман. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем те пĕрле ĕçленĕ. Ватăрах çынсем улăм турттарнă, капан, çĕмел тунă. Халăха килĕрен арпа валеçсе çÿренĕ. Павел Егоровича тухăçлă ĕçленĕшĕн хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем, турилкке панă. Ку çăкăр хумалли турилккене анне Павел турилкки тетчĕ. Павелпа Екатерина 4 ача ашшĕпе амăшĕ пулаççĕ. Аслă ывăл Коля 6 çулта вилет. Валя 1933 çулта, Миша 1936 çулта, Толя 1940 çулта çуралнă. Павел Егорович колхозра, ялта çирĕп йĕрке тытнă. Ял вĕçĕсенче, тăкăрлăксенче пус хапхисем пулнă. Ĕçленĕ тăрăх халăха тыр-пулпа, выльăх апачĕпе тивĕçтернĕ. Пухнă тыр-пула кĕлетсене тирпейлесе кĕртнĕ. Çапла йĕркеллĕ ĕçлесе пурăннă вăхăтра усал тăшман вăрçăпа тухнă. Арçынсене вăрçа илсе кайнă. Павел Егорович вăрçа кайсан, Екатерина Андреевна виçĕ ачапа, икĕ ватă çынпа тăрса юлнă. Павелăн аслашшĕ Йăкăнат тата Униççе кукамай. Çапла вара сăпкари Толя ашшĕне атте тесе чĕнеймен, ашшĕ ачинчен атте тенине илтеймен. Военкомат Павел Егоровича колхозра тыр-пул пуçтарса пĕтериччен хăварнă. Çапла вара 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăрçа ăсатнă. Пÿрт пушаннă. Кил хуçи çук. Екатерина Андреевна мăшăрĕ тухса кайсан вăл ăçталла лекрĕ-ши тесе шухăшланă. Мăшăрĕнчен хыпар пулман. Екатерина Андреевна патне виçĕ кĕтеслĕ çыру килнĕ. Тăватă кĕтеслĕ çырусем вилни, хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ. Çавăнпа виçĕ кĕтеслĕ çыру пулсан савăннă. Тăватă кĕтеслĕ çыру пулсан, çырăва уçичченех макăрнă. Ку çыру Павел Егоровичран пулнă. Кĕске, нумай сăмах çук. «Ленинград патнелле çывхаратпăр. Малта питĕ переççĕ, бомбăсем пăрахаççĕ», - тесе çырнă çырура. Вăрçа кайни, вăрçă пыни, вăрçă чарăнни, тăшмана çĕнтерни … асран каймаççĕ. Килтен тухса кайнăранпа, Çĕнтерÿ кунĕччен, мĕн хăй виличчен кĕтнĕ ăна арăмĕ ачисемпе. Ашшĕ çырăвне арăмĕ те, ачисем те вулайман. Пĕртен пĕр çыру çул çинчен пулнă, урăх пулман. Çул çинчех, вырăна çитмесĕрех пуçне хунă пулĕ. Хăй çук пулсан та сăнÿкерчĕкĕ пур. Хăй пурăннă 35 çул хушшинче ĕçленĕ ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ялта та ырă йĕр хăварнă вăл. Ырăпа кăна асăнатпăр ăна.

AlАлександр Егорович Пчелов

Çиçтĕпе ялĕнче Егорпа Агриппина çемйинче иккĕмĕш ывăл çуралать. Вăл Александр ятлă. Александр Çиçтĕпери, Чăрăшçырмари, Кавалти шкулсене вĕренсе пĕтерсен Мускава кайнă. Унта вĕреннĕ, ĕçленĕ, çемье çавăрнă. Вĕсен ывăл ача çуралать.

Кĕтмен çĕртен вăрçă пуçланать. Александр Егорович вăрçа каять. Тăшмана çĕнтериччен çапăçать вăл. Вăрçă чарăнсан вăл çемйине тупаймасть. Кил-çурчĕ те çук. Вăрçă пуçланиччен мирлĕ вăхăтра вĕсем тăван яла килсе çÿренĕ. Александр Егорович тепĕр авланать. Иккĕмĕш арăмпа хĕрача çуралать. Вăл Светлана ятлă. Вăрçă хыççăн темиçе çултан пĕрремĕш арăмĕ упăшкине шыраса Çиçтĕпене килет. Тăвансем ăна чĕрĕ пулнине курсан савăннă, тĕлĕннĕ. Упăшки пуррине пĕлтереççĕ, адрес параççĕ. Çапла вара Мускавра упăшкипе арăмĕ тĕл пулаççĕ. Ывăлне тупайман. Александр Егорович полковник 1971 çулта апрель уйăхĕнче вилнĕ. Ăна Мускавра пытарнă. Яла хĕрĕ Светлана ывăлĕпе килсе курать, тăвансемпе тĕл пулать. Йывăр тăпри çăмăл пултăр Александр Егоровичăн, ирĕклĕхре çÿретĕр.

Иван Егорович Пчелов

ivan1921 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче йышлă çемьере Егорпа Агриппинăн кĕçĕн ывăл çуралать. Ăна Иван ят панă. Анчах çемьери виçĕ ывăл та икĕ хĕр ашшĕпе амăшĕнчен çамрăклах юлнă. Вĕсене аслашшĕ Игнатий пăхать. Ялти шкулсене вĕренсе пĕтерсен çул çитсен Иван салтака каять. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнать. 1947 çулта ялти Пелагея хĕрпе паллашнă, çемье çавăрнă. Вĕсен 5 ача, мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем час-часах килсе çÿреççĕ, савăнтараççĕ.

Иван Егорович Пăвакассинче ял совет председателĕ, ялти клуб заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Вăл Вăрнарти ветеринари курсне вĕренсе пĕтернĕ. Ялти ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Питĕ пысăк ĕне, пăру витисем тутарнă, киввисене çĕнеттернĕ. Çакăнтанах пенсие тухнă. Мăшăрĕ Пелагея Илларионовна вăрçă вăхăтĕнче колхоз бригадирĕ пулнă. Колхоз утарĕнче пыл хурчĕ ĕрчетекен пулса ĕçленĕ. Хăмла çинче ĕçлеме те вăхăт тупнă. Ачисемпе, мăнуксемпе савăнса пурăннă. Вĕсем пĕрле 53 çул пурăннă. Иван Егорович старшина звание тивĕçнĕ. Медальсем, Тав хучĕсем пур унăн.

Регина ЕГОРОВА

Çиçтĕпе ялĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика