Чăваш Ен – малта пыракансен йышĕнче

Хальхи вăхăтра врач патне çырăнасси йывăрлăх кăларса тăратмасть, медицина учрежденийĕсен сайтĕнче те, патшалăх пулăшăвне паракан порталта та тухтăр патне çырăнма ансат. Портал урлă палăртса врач патне каякансен шучĕ хальхи вăхăтра республикăра çулталăк­ра вăтамран 600 пинпе танлашать. Пурĕ вара регионта çулсерен вăтамран 10 миллиона яхăн хутчен тухтăр патне çырăнаççĕ. Чăваш Ен паян Раççейре сывлăх сыхлавĕн тытăмне цифра технологийĕсемпе усă курса хăвăрт аталанакан регионсенчен пĕри пулса тăрать, малта пыракан 5 регион йышне кĕрет.

Бюджет пуянланнă

Бюджет пуянланнă, патшалăх парăмĕсем чакнă, çулталăка профицитпа вĕçленĕ - çакăн пек пĕтĕмлетÿсем тунă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ республика бюджетне 2024 çулта пурнăçлани пирки хатĕрленĕ отчетпа паллашма йĕркеленĕ уçă итлевре. Чăваш Респуб­ликин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕр­ремĕш заместителĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков докладра пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта республика хыснине кĕнĕ укçа пуçласа 100 миллиард тенкĕрен иртнĕ: тупăш пайĕ 107,1 миллиард тенкĕпе, тăкаксен пайĕ 102,6 миллиард тенкĕпе танлашнă. 2023 çулхипе танлаштарсан бюджетăн тупăш пайĕ 13 миллиард тенкĕ /13,8 процент/ ÿснĕ. Харпăр хăй тупăшĕ 67 миллиард тенке çитнĕ, хушăм – 11,9 миллиард тенкĕ /21,7 процент\.

Кашнин тивĕçĕ

Пĕтĕм Раççейри «Раççей шыв-шурĕ» акци кăçалхипе вуннăмĕш хут иртет. Унăн тĕллевĕ — юханшывсемпе кÿлĕсене тасатасси çеç мар, çынсене тавралăха, çутçанталăка юратма вĕрентесси те. «Раççей шыв-шурĕ» федераци проекчĕ «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет. Вăрмар округĕнче пурăнакансем те унта хастар хутшăннине палăртмалла. 2025 çулта 13 шыв-шур объектне — юханшывсен, пĕвесемпе кÿлĕсен, çăлкуçсен çыранĕсене, купельсене — тасатнă. Çавăн пекех «Пуçаруллă бюджет» программăна пурнăçласа округри шыв-шура пăхса тăрас ĕçе лайăхлатнă.

Экономика ÿсет

Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Стратегийĕн тĕл­левĕсенчен пĕри — экономика конкурентлăхне ÿстересси. Чăнах та, тĕллевсем пурнăçланаççĕ, экономика ÿсет: çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ, налук тÿлевĕсен виçи пысăкланса пырать. Чă­ваш Ен бюджетри хăй ĕçлесе илекен тупăш ÿсĕмĕпе Атăл тăрăхĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. Экономикăн тата бюджетăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕпе эпир пуçласа Пенза тата Ульяновск облаçĕсенчен иртнĕ.

«Сывлăх патне утăм»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче палăртнă тăрăх, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, самаях çĕнелнĕскер, республикăра пурăнакансене хăйсене кирлĕ медицина пулăшăвне пурăнакан вырăнтан таçта аякка каймасăрах илме май парать. Ку чăнах та çапла. Акă, июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сыв­лăх патне утăм» проекчĕ шайĕнче Вăрмар поселокĕнче акци иртнĕ. Вăрмар округĕнче пурăнакансем артерири юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне тĕрĕслеме, сахăр тата холестерин шайне тĕпчессипе анализ пама, ЭКГ тухма тата малалла тĕрĕсленессипе направлени илме, кĕлетке йывăрăшĕн индексне пĕлме, диспансеризаци тухма, профилактикăллă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарнă.

Интернет çинчен мĕн пĕлмелле?

Интернет вăл – чылай çĕнĕ пуласлăх кăна çеç мар, вăрттăн пулакан хăрушлăх та. Уйрăмах унпа ачасем усă курнă чухне ашшĕ-амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла. Ачасене ултавçăсенчен хÿтĕлес тесен, вĕсенче чи малтанах цифра пĕлĕвне аталантармалла, хăйсен уйрăм чиккисене палăртма вĕрентмелле. Çавăн пекех ачапа интернет уçлăхĕ пирки уçă калаçусем ирттермелле. Ют çынпа интернет урлă паллашма та, калаçма та кирлĕ мар. Уйрăмах хăвăрăн ята, ăçта пурăннине, телефон номерне, ăçта вĕреннине калама юрамасть. Енчен те сирĕн ача патне ют çын шăнкăравларĕ пулсан, унпа калаçма юраманни çинчен ăнлантарас пулать. Çавăн пекех социаллă сетьсем урлă та ултавçăсем ачасемпе çырăнса обществăшăн хăрушлăх кăларса тăракан ĕçсем хушма пултараççĕ. Кун пек чухне ачан хăраса тăмалла мар, тÿрремĕнех ашшĕ-амăшне пĕлтермелле.

Хăвăр пароле яланах вăрттăнлăхра тытмалла. Ун çинчен юлташсене те пĕлтермелле мар. Енчен те юлташсенчен хăшĕ те пулин сирĕн пароле пĕлчĕ пулсан, кун çинчен тÿрремĕнех атте-аннене пĕлтермелле, пароле çийĕнчех çĕннипе улăштармалла.

Социаллă сетьсенче уйрăмах тимлĕхе çухатмалла мар. Ку е вăл информацие е сăн ÿкерчĕке вырнаçтарас умĕн малтан питĕ тимлĕн шухăшламалла: кирлĕ-и сире ăна вырнаçтарма е çук? Çакна ан манăр: эсир вырнаçтарнă информаци социаллă сетьре яланлăхах юлма пултарать.

Ача интернет уçлăхĕнче пулнă май, ашшĕ-­амăшĕн хăйĕн ачи мĕнле сайта кĕнине пĕлсе тăмалла. Мĕнлерех веб-сайта кĕме юрани çинчен кашнинчех хăйĕн ачине ăнлантармаллах. Çавăн пекех хăрушлăх кăларса тăракан онлайн-вăйăсене кĕме юраманни çинчен те калас пулать. Çемьепе пĕрле электронлă почта ещĕкĕ йĕркелесе ярăр, ачана унăн электронлă адресне парăр. Çапла майпа ашшĕ-амăшĕ ача мĕнпе интересленнине контрольлесе тăма пултарать.

Пурăнмалли условисене лайăхлатнă

Вăрмар округĕнче пилĕк çул хушшинче 35 пин тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. 73 çемьене çурт-йĕр сертификачĕсем панă, çав шутра СВО участникĕсен 7 çемйине те. 17 çемьене авариллĕ çурт-йĕртен куçарса пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшнă. 54 тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Нумай ачаллă 103 çемьене çĕр участокĕсемпе сертификатсем панă.

Лару иртнĕ

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынипе Вăрмар округĕнче наркотике хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ыйтусене тишкернĕ, çав шут­ра çул çитмен ачасемпе çамрăксен хушшинче наркомание профилактикăлассипе, вĕсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе пурнăçланă мероприятисем пирки калаçнă. Çавăн пекех наркотик серепине лекнĕ çынсене пулăшас, вĕсене тĕрĕс çул çине тавăрас ыйту та тимлĕх­ре пулнă.

Çемьесене — право пулăшăвĕ

Муромри Çветтуй Петрпа Февронийăна асăнмалли кун /Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕ/ тĕлне Вăрмар муниципаллă округĕнче çемьесене право пулăшăвĕ парассипе эрне иртĕ. Асăннă эрне шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе çемьесене вĕсен прависем пирки ăнлантарĕç, çемье хаклăхĕсене, интересĕсене хÿтĕлес ыйтусемпе консультацисем парĕç, опекăпа попечительство, ачасен прависем пирки сăмах хускатĕç, ашшĕ-амăшĕпе ачасен хутшăнăвĕсем пирки те калаçу пулĕ.

Çамрăксем коррупцие хирĕç

Çамрăксене коррупци хăрушлăхĕ пирки ăнлантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе тăтăшах тĕр­лĕ мероприятисем ирттереççĕ. Сăмахран, талантлă ачасемпе çамрăксене «Пĕрле коррупцие хирĕç» халăхсем хушшинчи коррупцие хирĕçле социаллă реклама конкурсне хутшăнма йыхравлаççĕ. Пурĕ 3 номинаци: «Чи лайăх плакат», «Чи лайăх ÿкерчĕк», «Чи лайăх видеоролик». Ĕçсене 3 ÿсĕмре йышăнаççĕ: 10-15 çул, 16-20 çул, 21-25 çул. Конкурс ĕçĕсене www.anticorruption.life сайта 2025 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем декабрĕн 9-мĕшĕнче паллă пулĕç.

Терроризма — çук

Республикăра терроризма профилактикăлассипе ĕçлекен Экспертлă канашăн тата терроризм идеологине хирĕç кĕрешекен ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕ иртнĕ. Мероприятие ЧР культура министрĕн заместителĕ Георгий Богуславский ертсе пынă. Ларăва хутшăнакансем тĕрлĕ ыйтусене тишкернĕ, çав шутра: терроризмпа экстремизма пропагандăлакан материалсене тупса палăртасси тата туртса илесси; Раççей историне пăсса кăтартнине хирĕç тăрасси. Экспертсем çамрăксем хушшинче çутĕç мероприятийĕсем ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Парăмсем чакнă

Социаллă тата ĕçлев хутшăнăвĕсене йĕркелессипе ĕçлекен республикăри виçĕ енлĕ комиссин ларăвĕнче Чăваш Енри организацисем ĕç укçи тÿлеменни çинчен тата çак парăма тат­малли мерăсем пирки калаçнă. Чăваш Респуб­ликинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕн руководителĕ Алексей Метелкин палăртнă тăрăх, кăçалхи январь уйăхĕпе танлаштарсан республикăри организацисен ĕç укçипе çыхăннă парăмĕ 2,5 млн тенкĕ чакнă. Саккунсăр тытса юлнă ĕç укçине 2025 çулхи 5 уйăх хушшинче 688 работнике 30,5 млн тенкĕ тÿлесе татнă.

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Вĕрентÿ учрежденийĕсем ачасене мĕн пĕчĕк­рен сывă пурнăç йĕркине явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, Г.Е.Егоров ячĕл­лĕ Вăрмарти вăтам шкулта çуллахи куникул вăхăтĕнче ĕçлекен лагере çÿрекен ачасем педагогсем ертсе пынипе ирсерен уçă сывлăшра зарядка тăваççĕ. Çак кунсенче вара кунта Сывлăх кунĕ шайĕнче отрядсем хушшинче «Хаваслă стартсем» ăмăрту иртнĕ. Командăсем чупса, сиксе, эстафетăсем ирттерсе тупăшнă.

Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ

Республика кунĕнче Шупашкарта Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ иртнĕ. Хальхинче ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Чăваш çĕрĕ çине Пушкăртстанри, Мари Республикинчи, Тутарстанри, Чулхула, Оренбург, Самара, Ульяновск облаçĕсенчи тата, паллах, хамăрăн республикăри пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăннă. Вĕсем уяв хăнисене, çав шутра тĕрлĕ халăх çыннисене, чăваш наци культурипе паллаштарнă.

Электронлă майсене суйлаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, халăх влаçăн патшалăх тата муниципалитет органĕсемпе хутшăнмалли электронлă майсене ытларах та ытларах суйлать. Чă­ваш Республикинче регистрациленĕ çынсен 71 ытла проценчĕ патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсен порталĕпе хастарлăн усă куракансен шутĕн­че. Социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă пулăшу ĕçĕсен 88,3 процентне электронлă майпа кÿнĕ, çакă федераци шайĕнче палăртса хунă кăтартусенчен те пысăкрах – 50 процент, республика шайĕнче вара – 65 процент.

Демографи лару-тăрăвĕ

Чăваш Енре ача çураласлăхне ÿстерессипе тата ачасемлĕ çемьесене патшалăх енчен пулăшу парассипе ятарлă программа çирĕплетнĕ. Унта палăртнă тăрăх, студентсен çемйисене общежитире пурăнмалли ятарлă вырăнпа тивĕçтерес, асăннă çемьери ачаллă студенткăна вĕреннĕ чухне /укçаллă вĕренет пулсан/ бюджет формипе вĕренме куçарас çăмăллăхсем кĕртнĕ. Унсăр пуçне уйăхсерен паракан ача пособине, ача амăшĕн капиталне, çуралнă пепке валли парне те илĕç.

Çакна палăртмалла: 2023 çулта республикăра 8993 ача çуралнă пулсан, çÿлерех асăннă çăмăллăхсене шута илсе 2025 çулта 9394 пепке çут тĕнчене килмелле.

Финанс пĕлĕвĕпе - олимпиада

Кăçалхи çул Чăваш Енри 35 пин ытла шкул ачи финанс пĕлĕвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе Пĕтĕм Раççейри онлайн-олимпиадăна хутшăннă. Ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан асăннă олимпиадăна хутшăнакан ачасен йышĕ 11 процент ытларах пулнă. Кăçал вара олимпиадăна пуçласа 10-11 класс ачисем те хутшăннă. Чылайăшĕ грамотăсемпе дипломсене, сертификата тивĕçнĕ.

Çул-йĕре çĕнетеççĕ

Пирĕн республикăра кăçал 250 километр тăрш­шĕ регион пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре юсама тата çĕнĕрен хывма палăртнă. Капиталлă юсав ĕçĕсем Вăрнар, Канаш, Улатăр, Етĕрне, Шупашкар округĕсенче иртĕç. Çавăн пекех кивелнĕ çул-йĕре Вăрмар, Елчĕк, Етĕрне округĕсенче те çĕнетме палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика