Тикаш ялĕнчен тухнă малтанхи журналистăн Герман Матвеевич Матвеевăн, çуллахи вăрăм та хĕвеллĕ кун çуралнипе пулĕ, сăн-сăпачĕпе калаçăвĕ çутă та ăшăччĕ. Тăван тавралăхĕн сипетлĕ сывлăшĕпе вăй-хал илсе ÿснĕскер, анлă тавракурăмĕпе, ăслă шухăшлавĕн тарăнлăхĕпе палăрса тăратчĕ.
Кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтрах республикăра тухса тăракан «Пионер сасси» хаçата сăвăсем, пĕчĕк калавсем çырса ярса тăнăран, ăна редакци хаçата тÿлевсĕрех çырăнса панă. Юратнă вĕрентекенĕ Анастасия Александровна нумай пулăшнă, çырас пултарулăхне аталантарнă. Пĕрремĕш вĕрентекенне ĕмĕр тăршшĕпех хисеплесе пурăннă, унпа тĕл пулса калаçнă.
Çырса кăтартмалла мар асамлă вăй тапса тăратчĕ унăн туйăмлă чĕринче. Анчах та çăлтăрсен тÿпине илсе каякан çул ытла тертлĕ те чăрмавлă пулнă. Ырă çынсем пулăшнипе совет пичечĕн çулĕ çине тăрать. Район хаçачĕн редакторĕ Василий Алентей унăн ăсталăхĕпе пултарулăхне асăрхаса редакцие ĕçе илет. Каярахпа Г.Матвеевăн хăйĕн те редактор лавне чыслăн туртма лекет.
Районти ялсене çуранах тухса çÿрет. Кирлĕ информаци пуçтарать, публицистикăллă статьясем нумай çырать. Вĕсенче тăван халăх культурине аталантарас, ял ĕçченĕсен ĕçне çăмăллатас, литературăн пурнăçри пĕлтерĕшне ÿстермелли ыйтусене хускатать. Ансат чăваш чĕлхипе хайланнă статьясене халăх кăмăллăн йышăнать. Республикăра çеç мар, Мускавра тухса тăракан «Сельская жизнь», «Правда» хаçатсем, «Огонек» журнал сахал мар пичетленĕ унăн алçырăвĕсене.
Хаçата пуян содержаниллĕ калăплас тесе аякри регионсене кайса çÿреме те ÿркенмен. Кавказа, Волгоград облаçне, Кострома, Чистополь хулисене кайса килни çинчен каласа кăтартнисене астăватăп. Костромара пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕпе Клавдия Петровăпа кайран та ĕçлĕ çыхăнура пурăннă. «Хĕрлĕ ялаври» «Крымри тĕлпулусем» ятлă хайлавра Кивĕ Вăрмар ялĕнчен куçса кайнă Валентинăпа Василий Павловсен çемйин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн сăнарласа кăтартнăччĕ.
Çĕршывăн историллĕ вырăнĕсем илĕртетчĕç ăна. Кавказра «Михаил Лермонтов», «Ăмăрткайăк» палăксем умĕнче ÿкерттернĕ фотосем халĕ те упранаççĕ. Унта чухне Эльбрус, Машук тăвĕсем çинче çÿреме юратнă, Казбек тăвĕпе интересленнĕ, Ставрополь крайĕнчи анлă та ылтăн тырăллă уй-хирсемпе киленнĕ. Чи юратнă поэчĕ М.Лермонтов пулнă унăн. Ахальтен мар ача чухнех ун сăввисене чăвашла куçарнă. Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Артем хулинче шахтăра ĕçленĕ чух Лермонтов урамĕнче пурăннă.
Республикăри паллă поэт-çыравçăсемпе туслă çыхăнса ĕçленĕ. Александр Артемьев, Николай Евстафьев, Василий Алентей, Стихван Шавлы, Мария Волкова тата ыттисем те Вăрмар тăрăхне килсен ун патне кĕмесĕр кайман. Калаçăвĕ яланах хĕрÿллĕ иртнĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Алентее «тăван пичче» тесе хисепленĕ. Астăватăп-ха, Тикаш ялне çулла Петĕр Ялкир поэт, Юрий Кудаков композитор, Николай Виноградов юрăç тата ытти артистсем те концерт кăтартма килнĕччĕ, Герман Матвеева çемйипех килне кĕрсе чĕнсе клуба илсе кайнăччĕ.
Обществăлла ĕçĕсем нумай пулнăран активлăрах ĕçлеме лекнĕ. Вĕçĕмсĕр пухусем, конференцисем, семинар-канашлусем ирттернĕ. Районти халăх контролĕн комитечĕн председателĕ, çыхăну уйрăмĕнче парторганизаци секретарĕ, темиçе хутчен ВЛКСМ, парти конференцийĕсене кайма делегат пулса суйланнă, пурин валли те вăхăт тупăннă.
Пархатарлă кун-çул сукмакĕпе çĕнтерÿллĕн утнă чăваш арĕ патриотсен çемйинче ÿссе çитĕннĕ. Пиччĕшĕ Иван, пирĕн çине фашистсем тапăнсан, вăрçă хирĕнче паттăрла çапăçса пуçне хунă. Аппăшĕ Мария окоп чавнă, вăрман каснă çĕрте вăй хунă. Вĕсен патĕнче пурăннă çамрăк учительница Аня Паденькова, йывăрлăхсене çĕнтерсе, ялти ачасене пĕлÿ панă. Пурте вĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхаратас ĕçре хăйсен виçесĕр пысăк тÿпине хывнă.
Пирĕн тĕп сăнарăн Г.Матвеевăн, тăлăх ÿснĕскерĕн, ачаллах пурнăç йÿççине тăраничченех астивме лекнĕ. Çул çитмесĕрех шахтăра выçăллă-тутăллă ĕçлесе фронта çĕр кăмрăкĕпе тивĕçтернĕ, кайран юхăннă хуçалăха ура çине тăратас тесе сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ. Питех те шел, çурма çултан иртсенех çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă.
Йăх-тĕп тымарĕ, юманăнни пекех, çирĕп те патвар ун — манăçми ячĕ мăнукĕсемшĕн, вĕсен ачисемшĕн малалла чĕнекен маяк пекех çутă. Г.Матвеев чăваш журналистикин тÿпинчи ĕмĕр сÿнми хĕвел.
Атте халалĕ
Тăнăçлăхра çиçсен тÿпе,
Оптимистла ĕмĕтсемпе,
Уçса тĕллевлĕ çул-йĕре
Вĕрентрĕ ĕç тĕлне пире.
Ун пурнăçĕ тухсан ума
Пуçлатпăр улăпла туйма.
Хĕрÿленсен ĕç шавĕнче
Кĕрнеклĕн курăнчĕ тĕнче.
Ахах пек çутă ячĕпе
Утатпăр ун тивлечĕпе,
Инçетрине умра курса,
Тĕрĕслĕхе тĕпе хурса.
Ăспа хаклар-и ун ĕçне,
Курăмлатса витĕмлĕхне
Ят-сумĕ юлчĕ халăхра,
Халалĕ ĕмĕр асăмра.
Маргарита МЕРЧЕН
Вăрмар поселокĕ
