Раççей историйĕнче 1812 çулхи вăрçă паллă вырăн йышăнать. Çак вăхăт тĕлне Наполеон Бонапарт çарĕсем Европăри чылай патшалăха парăнтарнă вĕт, хăйсен йышне çав çĕршывсен шучĕпе ÿстерсех пынă. Пысăк çарĕпе пĕтĕм тĕнчене чĕркуçлентерме ĕмĕтленекен Франци императорне Раççей çеç чăрмантарнă, çапах та Наполеон вырăссене те парăнтарăп тенĕ. 1812 çул июнĕн 12-мĕшĕнче темиçе çĕр пин çынлă французсен çарĕ Раççее тапăнса кĕрет. Тăшманăн тĕллевĕ паллă: çак çĕршыва парăнтармалла, никама пăхăнманлăхне пĕтермелле, халăхне чурана çавăрмалла, пуянлăхне туртса илмелле. Истори ăслăлăхĕ /науки\ çак вăрçа Тăван çĕршывăн вăрçи тесе палăртать, мĕншĕн тесен тăшмана хирĕç пĕтĕм халăх çĕкленнĕ. 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Наполеон çарĕсем пирĕн хуласемпе ялсене тапăнса кĕни пирки хыпара хальхи пек хăвăрт пĕлтереймен. Эстафета мелĕпе, юланут чуптарса çыхăнуçăсем вăрçă пуçланнине уес пуçлăхĕсем патне, вĕсем кĕпĕрне пуçлăхĕсене, кĕпĕрнаттăрсем патшана усал пĕлтерĕве çитернĕ. Александр I патша Раççей халăхне июлĕн 6-мĕшĕнче чĕнсе Манифест кăларать. Унта тăшман çарĕсем Раççее тапăнса кĕнине, вĕсем унăн лăпкăлăхĕпе мухтавне пĕтерес тĕллевлĕ пулнине каланă. Вырăс çарĕсем тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçасса, вĕсене хамăр тăван çĕршыв çĕрĕнчен хăваласа кăларасса шаннине пĕлтернĕ. Анчах та тăшман хăйĕн çарне тĕрлĕ патшалăх вăйĕсенчен пухнă, вĕсем питĕ йышлă, çавăнпа вĕсене хирĕç тăма, тăван кил-çурта, хĕрарăмсене, ача-пăчана хÿтĕлеме регулярлă çарсене шаннипе пĕрлех патшалăхăн шалти тытăмĕнче халăх çарне – ополчение – пухма чĕнсе каланă. Раççей халăхĕ Пожарский князьран, Палицын манахран, Минин гражданинран тĕслĕх илсе вăйланĕ, тенĕ.
Наполеон çарĕсем Раççее тапăнса кĕрессине сисмен, пĕлмен теме çук. Европăра 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнченех вăрçă пынă. Суворов, Ушаков, Кутузов ертсе пыракан çарсем французсене çĕнтерсе пынине тĕрлĕ литературăра, кинофильмсенче лайăх каласа кăтартнă. Наполеонăн Раççей çĕрĕ çине вăрçăпа кĕрес ĕмĕтне дипломатсем те, çарти пысăк чинсем те лайăх пĕлсе тăнă. Çавăнпа ĕнтĕ Александр I император 1812 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче рекрут пуххине ирттересси пирки пĕлтернĕ. Манифестра Европăри вăрçăллă лару-тăру хĕрсе пынине пула Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулма рекрут пуххине ирттерме кирлине ăнлантарнă. Çавăнпа 1811-1812 çулсенчи ревизи кăтартăвĕсем тăрăх /6-мĕш ревизи\ кашни 500 чунран 2-шер рекрут илмеллине çирĕплетнĕ. Çĕршывĕпе рекрутсене пухса çитерсен вĕсене кĕпĕрне хулисенчи гарнизон полкĕсенче тата шалти батольонсенче тытса тăмалла, вăрçă ĕçне вĕрентмелле, тенĕ. Ополчение помещиксен хресченĕсенчен, уес хулисенчи мещенсенчен /тĕрлĕ ĕçпе пурăнакансем\, ремесленниксенчен пухнă. Патшалăх хресченĕсене, удел хресченĕсене тивмен, вĕсен çĕр ĕçĕпе ĕçлесе çĕршыва кирлĕ япалапа тивĕçтермелле пулнă. Çаплах тĕн семинарийĕсенче вĕренекенсене те, манахсене те ополчение илмен. Çапах та, вĕсенчен хăйсен ирĕкĕпе Тăван çĕршывшăн çапăçас текенсем тупăнаççĕ, вĕсене, паллах, тытса чарман.
Рекрута 17 çултан тытăнса 45 çулчченхи сывлăхлă арçынсене илнĕ. Вĕсене тытса тăма улпутсенчен хĕçпăшал, уставпа палăртнă тумтир, виçĕ уйăх таранччен пурăнма апат-çимĕç, 5 тенкĕ хавхалантару укçи пухнă. Хусан кĕпĕрнипе резервра 1000 çынран тăракан кавалери полкĕ, çуран çар 2 батальон чухлĕ /ахăртнех, 600-800 çын – В.Ц.\ пуçтарăннă. Çавăн чухлĕ çынна тытса тăма çăмăлах пулман, пĕтĕм йывăрлăх халăх çине тиеннĕ. Ревизи кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн кашни чунран пĕрер тенкĕ укçа илнĕ, каярахпа çак хисеп пысăклансах пынă.
Чăвашсем çав çулсенче ытларах Чĕмпĕр, Хусан, Чулхула /Нижний Новгород\ кĕпĕрнисенче пурăннă. Хальхи Чăваш Республикин çĕрĕ-шывĕн Куславкка, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне тăрăхĕсенчи почтăпа ямшăк çулĕсемпе пĕрмаях ополчени çарĕсем иртнĕ. Вĕсене апат-çимĕçпе, фуражпа, тум-тирпе тивĕçтересси йăлтах «хура халăх» çине тиеннĕ. Чăвашсем ополчени валли апат-çимĕç, хĕç-пăшал, килте тĕртнĕ кĕпе-йĕм, пир-авăр, лашасене тăрантарма тыр-пулă, утă пухса панă. Вăрçă нуши халăха самаях тертлентернĕ, çуклăха хăварнă. Çапах та Тăван çĕршывшăн кĕрешмеллине, ĕçлемеллине пурте ăнланнă.
Наполеон çарĕсене Раççейрен 1812 çулхи декабрĕн 14-мĕш тĕлне хăваласа кăларсан, Атăлçи тăрăхĕнче йĕркеленнĕ ополчени çарĕсем ют çĕршывсенчи çапăçусенче пулнă. Вĕсем Варшавăра, Силезире, Богемире, Австрире, Саксонире, Пруссире йĕр хăварнă. Дрезден, Магдебург, Гамбург, Замостье, Бреслау, Глогау хулисене çĕнсе илме хутшăннă. Хусан ополченийĕ Дрезден хулинче гарнизонра тăнă, 1813-1915 çулсенче Тăван çĕршыва таврăннă. Паллах, çапăçусенче нумай çын пĕтнĕ. Вăрçă хыççăн хăш-пĕр ополченец регулярлă çара çырăннă, ют çĕршывсене ирĕке кăларса пырса Парижа çитнĕ…
Аманса-сусăрланса юлнисем чылайăн пулнă. Чирлисене, ĕçлеме юрăхсăрланнисене инвалид командине çырса патшалăх шучĕпе тытса тăнă, сипленĕ. Помещик хресченĕсем хуçи патне таврăннă, çăмăлрах аманнисем тăван тăрăха çитсен çĕр ĕçĕпе пурăннă. Истори пĕлÿçисем 1812 çулхи вăрçа Чăваш çĕршывĕнчен /хальхи Чăваш Республики\ 100 яхăн çын хутшăннине калаççĕ. Тĕплĕн палăртма, паллах, çав вăхăтри чăнлавсене пурне те тупайманран, майĕ çукрах. Ентешĕмĕр, В.М.Бурмистров таврапĕлÿçĕ, чăваш тăрăхĕнчен 70 çын пулнине палăртать. Чăваш Энциклопедийĕ те ют çĕршывсенче 1812-1813 çулсенчи çар операцийĕсене 70 ентеш хутшăннине çирĕплетет.
Чăваш патшалăх историйĕ иртнĕ çулсенче 1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçипе çыхăннă чылай чăнлава ĕç тăрăмне кĕртрĕ. Халĕ ĕнтĕ Шупашкара е Хусана çÿремесĕрех хамăра интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене тупма пултаратпăр. Интернетри сайт çапла тума май парать. Паллах, тăван тăрăх историйĕпе интересленекенсемшĕн ку пулăм - паха парне. Эппин, хăш-пĕр чăнлавсемпе паллашар-ха.
1812 çулхи вăрçăра регулярлă çарта пулнисем хĕсмет çулĕ иртсен, ополченире çапăçнисем тăван çĕршыва таврăннăçем, вĕсен ячĕ-шывĕ тĕрлĕ хут çине çырăнса юлнă: 1812 çулти çапăçусене хутшăннине, аманнине, наградăсене тивĕçнине çирĕплетни, ют çĕршывсенчи походсенче пулнине кăтартни. Ун пек чăнлавсем Вăрмар тăрăхĕпе çыхăннисем те пур.
Сăн ÿкречĕкре: А.Венецианов. Салтак таврăнни. /Репродукци\
/Малалли пулать/.
Василий ЦЫФАРКИН
