Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çулла та, хĕлле те канăç çук, август уйăхĕнче вара уйрăмах хĕрÿ тапхăр пырать. Мĕн акнине-лартнине кĕске вăхăтра тата çухатусемсĕр пуçтарса илмелле.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев ĕççи мĕнле пынипе паллаштарнă. Тунтикунхи ир тĕлне тĕш тырă культурисен лаптăкĕсен 28% пухса кĕртнĕ — 390 пин тоннăна яхăн. Кашни гектартан илнĕ вăтам тухăç 40 центнер шайĕнче. Çавна май çанталăк лайăх тăрсан республика хăйĕн рекордне çĕнетме те пултарать — пĕтĕмĕшле тухăç каллех 1 миллион тонна урлă каçасса шанма пулать.
Ĕççине ăнăçлă ирттермешкĕн техника çителĕклĕ. Республикăра выльăх апачĕ пухса кĕртмелли кашни комбайн пуçне 486 гектар тивет. Раççейри вăтам кăтарту чылай пысăкрах — 648 гектар. Тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсем пирки те çавнах каламалла — 320 гектар /çĕршывра пĕр комбайнпа вăтамран 648 гектар çинчи тырра вырса-çапса кĕртмелле\.
Министр тырă хакĕсем çинче те чарăнса тăнă. 3 класлă тулă — 13 пин тенкĕ /пĕр тоннăшăн\, 4 класлин — 12 пин тенкĕ. Çанталăка кура 3 класли нумай мар-мĕн, çавна май экспорта ямалли пахалăхли сахал. Анчах выльăх валли фуражлăх тырă, иккĕленÿ çук, çителĕклĕ пулать. Экспертсем тырă хакĕ ÿсесси пирки калаççĕ-мĕн, çакна хăш-пĕр регионта тухăç пĕчĕкки сăлтавлать. Апла тăк тырра управа хуни лайăх.
Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ĕçсем аван пыраççĕ. Сăмах май, хăш-пĕр хуçалăх паян темиçе çул каялла хывса хăварнă силоса та выльăха çитерет-мĕн — тĕрĕс упрани пахалăхне çухатмасть. Чылай предприяти выльăх апатне хальчченхинчен ытларах хатĕрлеме тăрăшать.
Вăрмар муниципаллă округĕнче те ĕççи малалла пырать. Эрне пуçламăшĕнче Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев территори пайĕсен начальникĕсемпе, федераллă тата республика службисен представителĕсемпе ирттернĕ анлă ларура унăн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 15199 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулсан 3234 гектар çинчен /21%\ пухса кĕртнĕ. Пухса илнĕ пĕтĕм тырпул виçи 9079 тоннăпа танлашать /вăтам тухăç — пĕр гектартан 34 центнер\. Кĕрхи рапса 25 гектар çинчен 62 тонна пухса кĕртнĕ /кашни гектартан илнĕ вăтам тухăç 25 центнер шайĕнче\. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те ĕçсем малалла пыраççĕ: 3345 тонна утă тата 4670 тонна сенаж хатĕрленĕ.
