Ачаллă çемьесем тимлĕхре

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ Аслă экономика Канашĕн ларăвĕнче социаллă политика аталанăвĕн 2030 çулчченхи Стратегине тишкернĕ. Ларура ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова иртнĕ пилĕк çул хушшинчи социаллă сферăри тĕп ĕçсемпе паллаштарнă. Чи малтанах ку ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассине самай анлăлатни. 2020 çултанпа республикăра пулăшу паракан 24 çĕнĕ мера хута янă. Вĕсен йышĕнче: шкул ачисене тÿлевсĕр апатлантарасси, тин çуралнă ачасене «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парнесем парасси, транспорт налукне тÿленинчен хăтарасси, пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли çăмăллăхсем тата ытти те. Çитĕнÿсем çук мар, нумай ачаллă çемьесен шучĕ 2020 çулта 15 пинрен пуçласа 2025 çулта 19 пине çитнĕ. Республикăри кашни тăваттăмĕш ача тенĕ пекех паян нумай ачаллă çемьере çитĕнет. Патшалăх кÿрекен пулăшу мерисем республикăри демографи политикин тĕллевĕсене пурнăçлама май параççĕ.

Республика кунĕнче старт илнĕ

Чăваш Ен кăçал юбилейлă çулне кĕтсе илчĕ — Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитрĕ. Республика кунне халалланă мероприя­тисем Шупашкар хулинче тата Тăвай округĕнче иртрĕç. Сăмаха май, регион Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Сывлăх патне утăм» пысăк проект шăпах Республика кунĕнче старт илнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн мобильлĕ ФАПсем çăвĕпех республикăри округсемпе хуласенче ĕçлеççĕ. Сывлăх пункчĕсенче юн пусăмне виçме, ЭКГ, флюорографи, маммографи тĕрĕслевĕсем витĕр тухма пулать.

Арçынсене — психологи пулăшăвĕ

Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Упăшкипе арăмĕ хушшинче ăнланмалăх сиксе тухсан хĕрарăм психологран пулăшу ыйтни хăнăхнă йăлана куçнă ĕнтĕ. Арçын вара? Шупашкарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшу кÿрекен уйрăмĕнче арçынсене те тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерме, çемьери ăнланмалăха сирсе ярас енĕпе пулăшма хатĕр. Специалистпа куçа-куçăн калаçни, чуна уçса пани, йывăрлăхсенчен хăтăлмалли мелсене шырани упăшкипе арăмĕ хушшинчи килĕшĕве тавăрма, çемьене çирĕплетме май парать. «Кашни çыннăн телейлĕ çемьере пурăнас, ачасене килĕшÿре çитĕнтерес килет. Çавăнпа психологран пулăшу ыйтни арçыншăн та, хĕрарăмшăн та пĕлтерĕшлĕ», — теççĕ учреждени ĕçченĕсем.

Пархатарлă ĕç

Тăван çĕршыв историне, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсене асра тытни тата хисеп­лени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрăн ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Иртнĕ кунсенче, сăмахран, центр урлă социаллă пулăшу илекен ачасемпе пĕрле пархатарлă ĕç пурнăçланă — Вăрмар поселокĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă учительсене халалланă палăк территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Ачасем территорине çум курăкран, çÿп-çапран тасатнă, палăк патне илсе пыракан çула шăлса тухнă.

Асăрхануллă пулмалла

Интернетра, мессенджерсенче çав тери сыхă пулмалла çав, ултавçăсенчен асăрханмалла, уйрăмах ача-пăча вĕсен серепине лекес хăрушлăх пысăк. Акă, Çĕрпÿ полицине пынă хĕрарăм хăйĕн çул çитмен хĕрне улталани çинчен пĕлтерсе пулăшу ыйтнă. 7-мĕш класра вĕренекенскере тантăшĕн ячĕпе мессенджерта çыру килнĕ. Тусĕпе хутшăннине шанса хĕрача вăл каланă ссылкăпа кĕнĕ. Çĕнĕ аккаунтра вара ăна хăратма тытăннă — смс-пĕлтерÿпе килнĕ кодсемпе парольсене пĕлтерме хистенĕ. Унсăрăн ашшĕ-амăшĕн шучĕсем çинчи укçа «айккине» каять-мĕн. Хăраса ÿкнĕскер çак ĕç-пуç çинчен аслисене систермен, амăшĕн телефонне илнĕ, банк приложенине кĕрсе палламан çынсене 60 пин тенкĕ куçарса панă. Укçа çухалнине амăшĕ тепĕр кунне тин пĕлнĕ, тÿрех полицие васканă.

Кăркăсстана ăсатнă

Чăваш Ен ытти çĕршывпа ĕçлĕ çыхăнусем йĕр­келенĕ. Çак кунсенче чăваш çăнăхне Кăркăсстанпа Армение ăсатнă. Сăмах çăкăр пĕçермелли тулă çăнăхĕ пирки пырать. Унăн пахалăхне Раççей ял хуçалăх надзорĕн инспекторĕсем тĕрĕсленĕ. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, продукцие экспертиза тунă, нимĕнле сиенлĕ япаласем те тупса палăртман. «Чăвашхлебопродукт» предприяти Кăркăсстана — 8,2 тонна, Армение 5 тонна çăнăх янă.

Алăксене — чикĕ леш енне

Чăваш Енре алăк туса кăларакан предприяти нумай. Поизводительсем йывăç тата тимĕр алăксем ытларах хатĕрлеççĕ. Вĕсене ытти региона кăна мар, ют çĕршыва та ăсатаççĕ. Республикăн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал, çур çулта, чикĕ леш енне 80700 ытла алăк ăсатнă. Пирĕн продукцие Таджикистанпа Узбекистан çыннисем уйрăмах килĕштереççĕ. Ют çĕршывсемпе темиçе çул каяллах туслăх кĕперĕ хывнă. Чăваш предпринимателĕсене «Манăн бизнес» центр та экспорт енĕпе нумай пулăшать. Акă, Шупашкарти йывăç алăксем кăларакан фабрика Узбекистанри Карши хулипе çыхăну йĕркеленĕ. Вырăнти ертÿçĕсемпе тĕл пулсан ентешсем производствăри çĕнĕлĕхсем, специалистсене хатĕрлесси çинчен калаçнă, çавăн пекех Чăваш Енре туса кăларнă алăксене Узбекистана сутассипе çыхăннă ыйтăва та хускатнă.

Диспансеризаци

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова аса илтернĕ тăрăх, чирсене маларах тупса палăртма пулăшакан диспансеризацие 2013 çултанпа ирттереççĕ. Юлашки пилĕк çулта çитĕннисене диспансеризаци витĕр кăларассипе çыхăннă кăтарту виçĕ хут пысăкланнă. Çакă çынсен вăл е ку чирĕсене маларах тупса палăртма май панине кура вĕсене сиплес енĕпе вăраха ямасăр мерăсем йышăнма пулăшать. Çакă çынсен сывлăхне, пурнăçне упрас тĕлĕш­пе чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлекен граждансене те ĕç сыхлавĕн нормисене кура диспансеризаци тĕрĕслевĕ урлă кăлараççĕ.

Патшалăх Канашне янă çыруран

«Чир-чĕр профилактики питĕ пĕлтерĕшлĕ, ку енĕпе диспансеризаци хăйĕн усăлăхне кăтарт­са пачĕ. Анчах ялти вăй питти ÿсĕмри арçынсенчен чылайăшĕ сывлăхне тĕрĕслеме васкасах каймасть. Кунта эпĕ урăхларах майпа усă курасшăн. Эпĕ çак ĕçре пулăшма хĕрарăмсене чĕнсе каласшăн, атьăр-ха, пирĕн ентешсене – сирĕн мăшăрсене — витĕм кÿрер, вĕсене больницăсене илсе каяр, унта вĕсен пуçланма пултарнă чир-чĕрне маларах тупса палăртчăр е тĕп­лĕн тĕрĕслесе сывлăхĕ лайăххине çирĕп­летчĕр», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Чăваш Ен – цифрăсенче

Шкул форми тата спорт тумĕ туянмалли тăкаксене саплаштармалли çăмăллăхпа пĕлтĕр Чă­ваш Енре 4583 çемье усă курнă — 114 миллион тенкĕ илнĕ. Кăçал саплаштару виçине пысăклатнă — вăл 14280 тенкĕпе танлашать. Çак укçана тÿлеме регион бюджетĕнче 128 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Суд тунă

Свердловск облаçĕнчи икĕ çынна Чăваш Ен территорийĕ витĕр наркотиксен пысăк партине илсе тухма хăтланнăшăн нумай çуллăха ирĕк­рен хăтарнă. Суд вĕсене айăплă тесе йышăннă, 7 çултан пуçласа 8 çула таран çирĕп режимлă колоние ăсатнă. Следстви палăртнă тăрăх, усал шухăшлă çынсенчен пĕри Ленинград облаçĕнче наркотиксем пытарнă вырăн координачĕсене пĕлнĕ. Тепри çав наркотиксемпе /20 кг ытла/ Свердловск облаçне çул тытнă. Анчах та Çĕмĕр­ле округĕнче наркокурьера право хуралĕн сотрудникĕсем тытса чарнă, наркотиксене саккунсăр çаврăнăшран туртса илнĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика