Студентсен пурнăçĕ тĕрлĕ мероприятисемпе çав тери пуян: ирхине икĕ-виçĕ мăшăр лекци итленĕ хыççăн семинарсемпе практика ĕçĕсене хутшăнмалла, кăнтăр апачĕ çинĕ хыççăн педагогика университечĕн вулав пÿлĕмĕнче е республикăн вĕрентÿ институтĕнче журналсемпе кĕнекесенче пичетленнĕ наукăпа тĕпчев çĕнĕлĕхĕсемпе паллашмалла. Каçсерен çамрăксем спортзала е театра кăмăлласах çÿреççĕ.
Валя, мĕн ачаранах çутçанталăкпа тачă çыхăнса ÿснĕскер, чăвашсен тĕп хулинче те чуна килĕшекен вырăнсене тупрĕ: Атăл юханшывĕн çыран хĕрри, Ехрем хуçа ячĕллĕ бульвар, чăваш халăхĕн пултаруллă поэтне Константин Иванова халалланă сквер, Берендей вăрманĕ... Пушă вăхăт тупăнсанах пĕр курсра вĕренекен хĕр-тусĕсемпе çак вырăнсенче уçăлса çÿреме, унти сывлăшпа ÿпке туллин тарăннăн сывласа ÿт-пĕве çĕнĕ вăй-хăватпа, чуна ăс-тăнпа пуянлатма тăрăшрĕ вăл. Пĕччен çÿреме те килĕштерет ку вырăнсенче хĕр. Ун пек чухне шухăшлама никам та кансĕрлемест ăна - шухăшсем, пĕр-пĕрин хыççăн пуçа кĕрсе, тем çинчен те каласа параççĕ: малашнехи пурнăç çинчен те, паянхи пурнăçри ыйтусем çине те хуравсем тупма пулăшаççĕ...
Юлашки курссенче вĕренме татах та кăсăклăрах. Пулас вĕрентекенсем тăрăшсах тĕрлĕ ыйтусемпе мастер-классем, диспутсемпе "çавра сĕтелсем" йĕркелеççĕ, шефа илнĕ шкула кайса ачасемпе уçă уроксем, ыйтусемпе хуравсен "сехечĕсене" ирттереççĕ. Çамрăк студентсен тунсăхласа ларма пĕр вăхăт та çук.
- Валя, кайса килер пулĕ тăван кафедрăна. Унта пуху пуçланиччен çур сехет анчах юлчĕ. Пулас вĕрентекенсене кая юлса çÿрени килĕшÿллĕ мар, пуçтарăн, кайрăмăр, - ытти çынсем илтмелле мар шăппăн каларĕ пĕр группăра вĕренекен тус-тантăшĕ.
- Юрĕ, илнĕ кĕнекесене парса хăваратăп та тÿрех вулав пÿлĕмĕнчен тухатăп,- çавăн пекех шăппăн хуравларĕ хĕр, çири кофтăн тÿмисене тÿмеленĕ май.
Чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика кафедрин пухăвĕ пуласси çинчен Валя манса кайман-ха. Паян унта пăхса тухакан ыйту пирки те вăл тахçанах шухăшласа хунă ĕнтĕ - кăçалхи практикăна вăл тăван ялти шкулта ирттересшĕн. Иртнĕ çулта практикăра хулари шкулта пулнăччĕ. Валя хăй ялта çуралса ÿснĕ пирки хулари шкулта вĕрентекенсем еплерех ĕçленине, ялпа хула ачисем хушшинче вĕренес туртăм, вĕсен тавракурăмĕн аталанăвĕн шайĕ тата хăйсене уроксемпе тăхтав вăхăтĕнче еплерех тытас енĕпе мĕнлерех уйрăмлăхсем пуррине хăй куçĕпе курса тишкерес терĕ.
Пĕр тĕлĕнмелле пулăм пулса иртнĕччĕ ун чухне çамрăк практиканткăпа. Çав кун уроксем вĕçленсен вĕрентекенсен ятарлă пÿлĕмĕнче тетрадьсене тĕрĕслесе ларатчĕ вăл. Кĕтмен çĕртен пÿлĕм алăкне шакканă сасă илтĕнсе кайрĕ.
- Тархасшăн, кĕме пултаратăр, - терĕ Валя уçă сасăпа, куçĕсене тетрадь çинчен çĕклесе алăк еннелле тимлĕн пăхса.
Алăк ерипен уçăлчĕ те пÿлĕме пĕр арçын кĕрсе тăчĕ. Пăхма вăтăр пилĕк-хĕрĕх çулсенче, çан-çурăмĕпе кĕрнеклĕ, хăйне килĕшекен çутă сăрă тĕслĕ костюм тăхăннă, çÿç-пуçне хальхи модăпа кастарнă, пичĕ-куçĕ çине пăхсан вăл ырă çын пулни курăнать.
- Ырă кун пултăр. Мана Валентина Васильевна кирлĕччĕ. Ăна курма пулать-ши?- терĕ хальччен курман арçын уçăмлă сасăпа. Хăй ача çулĕнчен тахçанах тухнă пулсан та кăштах хумханни сисĕнет.
- Эсир шыракан çын эпĕ пулатăп. Тархасшăн, эсир мĕнле ыйтупаччĕ? - палламан арçын пичĕ çине тÿртен пăхса ыйтрĕ практикантка.
- Валентина Васильевна, мана Антон Андреевич тесе чĕнеççĕ, хушаматăм - Соколов. Эпĕ хамăн ывăл Андрей ыйтнипе сирĕн пата килтĕм. Вăл чăваш чĕлхине сирĕн патăрта вĕренесшĕн. Пĕлтĕр чăваш чĕлхи урокĕсене çÿретчĕ вăл, анчах та ăна вĕренме унăн пĕр кăмăл та пулман, çавăнпа та начар ĕлкĕрсе пыратчĕ. "Чăваш грамматикине ăнланмасăр вĕренсе халтан кайрăм. Пире, хулара çуралса ÿснĕ, хальччен чăваш чĕлхине пĕлмен ачасене, чăвашла йĕркеллĕ калаçма вĕрентес вырăнне çыру правилисене ыйтсах урок иртсе каять", - çапла хурав панăччĕ мана ывăл пĕррехинче чăваш чĕлхипе мĕншĕн начар паллăсем илетĕн тесе ыйтсан. Нумаях пулмасть наци чĕлхине шкул ачин кăмăл пулсан анчах вĕренме пултарни çинчен телевизорпа передача пăхнă хыççăн вăл чăваш чĕлхи урокне урăх çÿремес терĕ. Апла пулсан та, эсир чăваш чĕлхине еплерех кăсăклă вĕрентни çинчен ытти ачасем каласа панине илтнĕ хыççăн манăн ывăл та сирĕн уроксене çÿресшĕн. Çак ыйтупа килнĕччĕ эпĕ сирĕн пата, - терĕ арçын хĕр çине кăмăллăн пăхса.
— Тархасшăн, манăн хирĕçле калама пĕр сăлтав та çук. Сирĕн ывăлăр ыранах эпĕ ирттерекен уроксене çÿреме пултарать. Чăваш чĕлхи урокĕ вунă сехетре пуçланать, çавăн пирки ывăлăра пĕлтерме пултаратăр, - кашни вĕрентекеншĕн çав тери хаклă та ырă сăмахсене илтнĕ хыççăн çĕкленÿллĕ кăмăлпа хуравларĕ Валентина Васильевна.
— Тавтапуç сире, хисеплĕ вĕрентекен, манăн ыйтăва хăвăрт татса панăшăн. Эпĕ хам чăваш çынни пулнăран çуратса ÿстернĕ атте-анне чĕлхин пĕлтерĕшне аванах пĕлетĕп. Тăван халăх чĕлхи - кашни çыншăн пурнăç никĕсĕ пулмалла. Халăх йăли-йĕрки, культури, юрри-ташши, шÿтлесси - пĕтĕмпех чĕлхепе çыхăннă. Çыннăн характерĕ те, шухăшласси те, çемьери лару-тăру та - вĕсем те тăван халăхăн чĕлхипе культурине уяса пурăннинчен нумай килеççĕ, - сăмахне тăсрĕ Андрейăн ашшĕ.
- Антон Андреевич, эсир нумай пĕлекен çын иккен. Сирĕнпе калаçма питех те кăсăклă, - хуравларĕ илемлĕ сасăпа практикантка. - Эсир халĕ каланă темăпа класри шкул ачисемпе ятарлă тĕлпулу та ирттерме пулать, ун пек туни çамрăк чунсемшĕн питех те усăллă пулĕччĕ, - хăй шухăшне пĕлтерчĕ вĕрентекен.
— Валентина Васильевна, тавах сире ырă сăмахсемшĕн тата ĕçлĕ сĕнÿшĕн. Пытармастăп, чăваш чĕлхипе халăх йăли-йĕркине пĕлни манăн ĕçпе те кăштах çыхăннă. Эпĕ сăнанă тăрăх, чăваш чĕлхине пĕлекен çынсен тавракурăмлăхĕ анлăрах, вĕсем тăван халăх историпе культурине тĕплĕнтерех пĕлеççĕ, чăваш çыравçисемпе наука ĕçтешĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланаççĕ, чăвашла лартнă спектакльсемпе концертсене кăмăлласах пăхаççĕ. Манăн ывăл та çавсем пекех аталаннă çын пулса ÿстĕрччĕ тетĕп, - хăй шухăшне пĕлтерчĕ Антон Андреевич. - Эсир асăннă ятарлă тĕлпулу ирттерес пирки каярах калаçса татăлма пулать. Эпĕ хамăн хăçан пушăрах кунсем пулни çинчен сире телефонпа пĕлтерĕп, ун хыççăн эсир вăхăтне мана пĕлтерĕр.
- Тавтапуç сире мана хăвăрпа паллаштарнăшăн, хăвăр ачан тĕллевне пурăçлама тăрăшнăшăн. Эсир - лайăх ашшĕ, - кăмăллăн тав турĕ Валя.
- Каçарăр мана, Валентина Васильевна, эпĕ хам калаçупа сирĕн ĕç вăхăтне тытрăм пулас. Халĕ вара эпĕ киле кайса эсир каланă хыпара пĕлтерсе ывăла савăнтарасшăн. Чипер юлăр, - терĕ те килнĕ арçын пÿлĕмрен тухса кайрĕ.
Калаçса татăлнă пекех тепĕр кунне Андрей Соколов чăваш чĕлхи урокне хутшăнчĕ. Ачи ăслă та пултаруллă иккен, пуçпа шухăшлама пултарать, вĕрентекен мĕн каланине хăвăрт ăнланса илет, мĕн сĕннине пĕтĕмпех пурнăçлать. Сăнĕпе каснă-лартнă ашшĕне пăхнă. Урок вĕçленсен Валентина Васильевна ун патне пычĕ те кăмăллăн ыйтрĕ:
– Ну, Андрей, халĕ пулса иртнĕ урок сана килĕшрĕ-и? Чăваш чĕлхи урокне малашне те çÿреме туртăм сÿнмерĕ-и?
- Валентина Васильевна, эсир ирттернĕ урок мана çав тери килĕшрĕ, маншăн вăл питех те кăсăклă та усăллă пулчĕ. Хальччен чăваш чĕлхи урокĕнче предложенисене еплерех йĕркелесе çырмалли, чĕлхе грамматики правилисем çинчен пирĕнтен нумай ыйтатчĕç. Вĕрентекен хăй нумай калаçмастчĕ, кĕнекере пурин çинчен те çырнă, хăвăр тĕллĕн вулăр тетчĕ. Çавăнпа та эпĕ нумай япалана ăнланман, мана çăмăл марччĕ чăваш чĕлхине вĕренме, уроксем тамăкри пек йывăррăн иртсе каятчĕç. Паян ун пек мар, пĕтĕмпе урăхла. Эсир пире выляттартăр та, юрлаттартăр та, калаçтартăр та - пире питех те хаваслă пулчĕ. Эпĕ чылай сăмахсене астуса юлтăм. Урок вăхăтĕнче электронлă çыру хăмипе тата интернетпа усă курни маншăн çав тери кăсăклă пулчĕ. Интернетра чăвашла сайт пурри çинчен хальччен эпĕ пĕлменччĕ. Малашне те кун пек пулсан эсир ирттерекен пĕр урока та эпĕ сиктермесĕр çÿрĕп, тăрăшсах чăваш чĕлхине вĕренĕп, аттепе чăвашла калаçса ăна савăнтарăп, - хаваслă куçсемпе вĕрентекен çине ăшшăн пăхса хуравларĕ çамрăк ача.
х х х
Çапла çав, шкул ачисене вĕрентекенсен çĕнĕ методикăна лайăх пĕлмелле. Чăвашсен паллă этнопедагогĕ Геннадий Никандрович Волков каланă пек "ачасене юратса, хавхаланнă чунпа, выляса-юрласа вĕрентмелле", ачасен урок вахăтĕнче парта хушшинче "юпа пек хускалмасăр" лармалла мар, вĕсене урок ирттерес ĕçе анлăн хутшăнтармалла. Педагогика науки журналĕсенче çырнă тăрăх, ачасене хальччен пĕлмен чĕлхепе пилĕк-ултă уйăх хушшинче калаçма вĕрентме пулать, чи кирли - малтан ирĕклĕ калаçма, юрлама, сăвăсем калама вĕрентмелле, ун хыççăн анчах чĕлхен грамматика правилисене вĕрентме пулать.
/Малалли пулать/.
Ара МИШШИ
