Хула шкулĕнче практикăра пулнă вăхăтра Валентина Васильевнăн тепĕр кĕтмен савăнăç та пулчĕ - чă­ваш чĕлхи урокĕсене Андрей Соколов çÿреме пуçланă хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ, унччен урăх класра вĕренме пăрахнă пилĕк ача вăл ирттерекен уроксене çÿреме пуçларĕ. Кун пек пулăмшăн çав тери хĕпĕр­терĕ çамрăк пике, çурăм хыçĕнче çунатсем ÿссе ларнă пекех туйрĕ вăл хăйне. Ун пек пулсан Валентина Васильевнăран пултаруллă, шкул ачисем хисеплекен вĕрентекен пулать-пулатех. Пĕрремĕш çитĕнÿсемпе çырлахса лармалла мар, ачасене хутшăнтарса малашне тумалли ĕç пирки анлăрах шухăшламалла. Вырăсла каласан «активные формы обучения» теççĕ ку формăллă ĕç пирки.

Çамрăк практикант чăваш чĕлхи урокĕсене еплерех ăнăçлă ирттерни, шкул ачисем хаваспах чăваш чĕл­хине вĕренме пуçлани çинчен хыпар шкул ертÿçи патне те çитнĕ иккен. Практика вĕçленес умĕн ирттернĕ шкул вĕрентекенĕсен пухăвĕнче вĕрентÿ учрежденийĕн ертÿçи Валентина Васильевна çинчен ăшă сăмахсем каларĕ, ăна Хисеп хучĕ парса чысларĕ, çитес çул педагогика практикине вĕсен шкулнех пыма сĕнчĕ. Валентина Васильевна шкулта чăваш чĕлхине ачасене еплерех вĕрентни çинчен педагогика университечĕн ректорĕ тата чăваш чĕлхипе литература факультечĕн деканĕ патне шкул директорĕ тав хучĕ яни çинчен пĕлтерчĕ. Питех те савăнăçлă самант пулчĕ çав кун студентшăн. Çĕршывĕпе чапа тухнă паллă аслă педагог-воспитатель Антон Макаренко палăртнă тăрăх, «шкулта пĕрле ĕçлекенсемпе ача-пăчасем вĕрентекенĕн ĕçне пĕр шухăшлă пулса ырласа йышăнни кашни учительшĕн çав тери пысăк телей шутланать, вăл ĕçре хавхалантарать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшать».

Çапах та çамрăк практикантăн çитĕнĕвĕсем пурне те килĕшмен иккен. Çав шкултах чăваш чĕлхине вĕрентекен хăш-пĕр учитель Валентина Васильевна пирки «девочка-выскочка», виçĕ кун шкулта ĕçлесех пушă авторитет тăвасшăн тесе калакан та тупăннă. Ачасене компьютерпа выляса, юрăсем юрлаттарса илĕртет тесе калакансем те пулнă.

Канмалли кунсенче тăван яла кайса килме тăрăшать Валя. Вăл Шупашкарта тăватă çул ытла вĕренет ĕнтĕ, хула пурнăçне хăнăхнă темелле, апла пулсан та унăн чунĕ яланах çуралнă тавралăхра. Ял пурнăçĕ çинчен шухăшласан нумай ыйту канăç памасть çамрăк хĕре: мĕншĕн юлашки çулсенче ялта пурăнакан çынсен шучĕ чакса пырать, ача-пăча йышĕ те сахалланать? Çавна пулах чылай шкул хупăнма пуçларĕ, ачасен вара ирĕксĕрех урăх ялта вырнаçнă шкулсене кайса вĕренме лекет. «Нивушлĕ эпĕ çуралса ÿснĕ ял та, илемлĕ юхан шыв хĕрринче тата пысăк вăрман çумĕнче ултă ĕмĕр ытла каярах аслă асаттесемпе асаннесем никĕсленĕ, нимĕнле йывăрлăхсене те парăнман, яланах аталанса пынă пулсан та пĕтме пултарать? - Çакăн пек йывăр ыйтусем çуралнă çамрăк хĕр пуçĕнче. - Ĕненес те килмест. Çук-çук, ун пек пулма пултараймасть! Тăван ялăн ун пек шăпа ан пултăрах!»

Университетра вĕренме пуçласан хула пурнăçĕ ки­лĕшсе кайнăччĕ Вальăна, малашнехи пурнăçа кунтах ирттерес пирки те палăртса хунăччĕ. Кунта ялти пек çуркуннехи-кĕркуннехи йĕпе кунсенче урамсем тăрăх пылчăк çăрса çÿремелле мар, вĕсене анчах мар, тротуарсене те пĕтĕмпех асфальт сарса якатнă. Апат-çимĕç енчен те хĕсĕк мар - лавккасенче темĕн те илме пулать, енчен те килте апат пĕçерес темесен кафесемпе столовăйсене кайса апатланма пулать. Хваттер енĕпе те ыйтăва татса пама тем пекех йывăр мар - хулара никам та урамра çывăрса пурăнмасть, тăрăшакансем пурте хваттер илеççĕ. Ĕç вырăнĕ те темĕн чухлех - пĕр вырăнта килĕшмесен урăх çĕре кайса вырнаçма пулать.

Анчах та халĕ, вĕренсе пĕтерсе алла диплом илмелли вăхăт çывхарса пынăçемĕн, Валя хăйне ялти шкулта час-часах куракан пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ çĕрне, çуралса ÿснĕ тавралăха пăрахса хăварас килмест унăн. Вальăпа туслă каччă та - вăл çак университетрах математикăпа информатика факультетĕнче вĕренет - ял пурнăçĕ пирки нихăçан та хурласа каламасть. Унта вĕсен çемйи пысăк çурт-йĕрте пурăнать, пахчинче пан улмипе тĕрлĕ çырласен йышлă тĕмĕсем ÿсеççĕ, кил картишĕнче вылăх-чĕрлĕх ĕрчет. Кĕскен каласан - вĕсен çемйи ĕçчен те туслă. Вальăсен çемйи те унтан кая мар, яланах тулли пурнăçпа пурăнать.

х      х      х

Иртнĕ эрнере яла кайсан Вальăсем патне вырăнти шкул ертÿçи Анисия Антоновна пырса кайрĕ. Унăн пĕтĕм ĕç стажĕ çак шкулпа çыхăннă, пенсие каймалли те нумаях юлман пулас, анчах та вăл вашават та ĕçчен çын, сывлăхĕ те аптратмасть пулас. Вăл ăшă кăмăллă, пултаруллă вĕрентекен. Ял халăхĕ те, шкул ачисем те ăна çав тери хисеплеççĕ. «Анисия Антоновна çапла каларĕ, Анисия Антоновна çавна сĕнчĕ, Анисия Антоновна çавăн пек тăвать», - тăтăшах илтме пулать çакăн пек каланине ял халăхĕ хушшинче. Çамрăк хĕр университетра мĕнлерех вĕренсе пыни çинчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн Анисия Антоновна çири кофтăн воротникне тата шурă тĕс çапнă кăпăшка çÿçне аллисемпе майлаштарнă май васкамасăр сăмах пуçларĕ:

- Валя хĕрĕм, малашне вĕрентекен пулса ĕçленине шута илсе Валентина Васильевна тесех чĕнем-ха сире. Эпĕ сирĕн пуласлăх пурнăçĕ хушшине кĕрес тесе каламастăп ку сăмахсене, енчен те эпĕ халĕ калани сире килĕшмесен мана эсир каçарăр. Мĕнле калаççĕ-ха ваттисем: «Кирлĕ сăмаха вăхăтра каламалла, вара унăн усси пулать». Çавна шута илсе эпĕ сире хамăр шкула ĕçлеме чĕнес тетĕп. Кăçал педагогика практикине пирĕн патĕнче тухăр та ун хыççăн алла диплом илсен кунтах ĕçлеме пуçлăр. Эпĕ илтнĕ тăрăх эсир чă­ваш чĕл­хи вĕрентекенĕ анчах мар, тата психологпа логопед специаль­ноçĕсене те алла илетĕр терĕç. Кун пек специа­листсем ялта çав тери кирлĕ. Эсир ман сĕнÿпе килĕшсен çитес вăхăтрах район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ сирĕнпе ятарлă килĕшÿ тăвĕ. Ун тăрăх сире, яла килнĕ çамрăк специалист пулнă пирки, пĕрре паракан пысăк суммăллă пособи тата уйăхсерен ĕç укçи çумне хушса тÿлемелли çинчен йышăну çирĕплетеççĕ. Ман шутпа, ку çав тери лайăх пулăм. Эсир ял пурнăçне лайăх пĕлетĕр, ĕçчен, çутă кăмăллă, манăн куç умĕнче ÿссе çитĕн­нĕ хĕр, çавăнпа та сирĕн малашнехи пурнăç çулĕ ăнăçлă пуласса эпĕ шанатăп.

- Хисеплĕ Анисия Антоновна, тавах сире ман пирки лайăх сăмахсем каланăшăн, мана пайталлă сĕнÿ панăшăн. Пытармастăп, кун пирки эпĕ маларах кăштах шухăшланăччĕ-ха, хама килĕшекен каччăпа та калаçнăччĕ. Вăл та пулас вĕрентекен, математик-программист, кÿршĕ ялта çуралса ÿснĕ, кăçал алла диплом илет. Эсир каланă сĕнĕве эпĕ паян каçхине хамăн атте-аннепе пĕрле сÿтсе явăп, вĕсем ăна ырлаççĕ пулсан эпĕ хирĕç пулмастăп, - кăмăллă сасăпа хуравларĕ Валя.

- Валентина Васильевна, пирĕн шкулта иккĕмĕш çул ĕнтĕ информатикăна вĕрентекен ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист çук. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн­че манăн пуçа тăтăшах ватаççĕ ку ыйтупа. Сирĕн паллакан каччă пирĕн патĕнче ĕçлеме килĕшсен тем пекех аванччĕ, калаçса пăхăр-ха унпа эпĕ каланă сĕнÿ пирки, ăна ĕçе илес условисем сирĕнни пекех пулĕç, - терĕ хавхаланса кайнă шкул ертÿçи.

- Юрать, эсир каланă сĕнĕве эпĕ паянах çав каччă патне çитерĕп. Вăл мĕнле хурав пани çинчен тÿрех сире пĕлтерĕп, - терĕ пулас вĕрентекен.

- Пĕр мулкача тытас терĕм те иккĕшне те тытма пулчĕ ав, - савăннине пытараймасăр шÿтлесе каларĕ тухса каяс умĕн Анисия Антоновна.

- Çапла пултăр ĕнтĕ, эсир пултаруллă сунарçă, сирĕн шутланине пурнăçламаллах, - шÿт туса хуравларĕ Валя кайма пуçтарăннă хăнана ăсатса янă май.

Кăмăллă çамрăк хĕр хăйне валли пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕрентекен специальноçне суйласа илнĕшĕн, пулас шăпине ача-пăчана вĕрентес, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлес ĕçпе çыхăнтарнăшăн савăнать. Мĕн пĕчĕк­ренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕччĕ вăл, пĕрремĕш класа кайичченех шкулла выляма юрататчĕ. Кÿршĕре пурăнакан тантăшĕсене урамра выртакан пĕрене çине лартатчĕ те ыйтусем пама пуçлаччĕ: «Ку мĕнле цифра, ку мĕнле вуланакан сас палли? Ĕнене хăçан сумалла, миçе литр сĕт пама пултарать вăл, пахчасене çум курăк­ран мĕншĕн тасатмалла?» - темле ыйтусем те паратчĕ хăйĕн пĕчĕк юлташĕсене вăл.

/Малалли пулать/.

Ара МИШШИ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика