Кашни çыншăн вăл пурăнакан ял-хула хăтлă та илемлĕ пулни, аталанса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çул-йĕр юсавлă пулсан, киле ĕçмелли таса шыв кĕрсе тухсан, тулли пурнăçпа пурăнма, ачасене ÿстерме условисем пулсан — унтан ытла мĕн кирлĕ?
Пурте пĕрле тăрăшсан, пĕрлĕх туйăмĕпе пĕр чăмăра пухăнсан çакна пĕтĕмпех пурнăçлама пулать. Хамăр пурăнакан вырăна аталантармалли эффективлă мелсенчен пĕри — пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнни. Асăннă программа пулăшнипе Чăваш Республикинче халăхшăн пĕлтерĕшлĕ 6379 проект пурнăçа кĕртнĕ: çулсене юсанă, территорисене хăтлăлатнă, ача-пăча площадкисем тунă тата ытти те. Кăçал тата 1555 пуçарăва пурнăçлама палăртнă.
Тĕп услови кунта — программăна халăх хутшăнни. Маларах ку енĕпе ялсенче пурăнакансем активлăх кăтартнă пулсан, халĕ вара хуласенче пурăнакансем те вырăнти ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнма пултараççĕ. Чăваш Ен Правительстви программăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине ÿстернĕ, унăн енĕсене анлăлатнă, программăна «Ниме — Халăх бюджечĕ» çĕнĕ ят панă.
Вăрмар округĕнче пурăнакансем те пуçарулăх бюджечĕн программин кирлĕлĕхне туйса илнĕ, унта хастаррăн хутшăнса тăван тăрăх аталанăвне хăйсен тÿпине хываççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Чупайри территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева пĕлтернĕ тăрăх, Чупай ял тăрăхĕнче кăçал çак программа шайĕнче 4 проекта пурнăçлассипе вăй хураççĕ.
Пĕрремĕшĕ: Чупай ялĕнчи шкул стадионĕнче спортсменсем чупмалли çул /беговая дорожка\ тунă. 400 метр тăршшĕ чупмалли çула резина материал сарса йĕркеленĕ. Иккĕмĕшĕ: Патти ялĕнче кашни урамрах кивелнĕ шыв пăрăхĕсене çĕннисемпе улăштарнă, 9 шыв колонки лартмалли кăна юлнă. Виççĕмĕшĕ: Чупай ялĕнче Н.Зарубин ячĕллĕ урамран пуçласа Школьная урамне çитиччен 580 метр тăршшĕ тротуар сармалла. Ку ĕçе çак кунсенче пурнăçласа ирттерме хатĕрленеççĕ.
Тăваттăмĕш проекчĕ вара Патти ялĕнче çĕнĕ клуб тăвассипе çыхăннă. Ĕçсене июль уйăхĕн пуçламăшĕнче пуçăннă та паянхи кун тĕлне çĕнĕ капмар клуб çуртне хăпартса та лартнă ĕнтĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/, шалти ĕçсене те вĕçленĕ. «Грааль» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем /сăн ÿкерчĕк çинче/ Эдуард Харитонов прораб ертсе пынипе кун сиктермесĕр вăй хунă кунта, кунне 4-6 строитель çанă тавăрса ĕçленĕ.
Çĕнĕ клуб кивĕ клуб пулнă вырăнтах — ял халăхĕ хăнăхнă çĕртех вырнаçнă. Ăна мĕнпур нормăсене пăхăнса тунă, блок-модульсенчен хăпартнă, тăррине профнастил витнĕ, хевтесĕр çынсене чăрмавсăр çÿреме клуб алăкĕ умне пандус вырнаçтарнă, запас алăк та пур. Шалта ăшă та çутă, хăтлă, чÿречесем пысăк, урайĕнче линолеум, шыв кĕрет-тухать, электричествăпа хутса ăшăтмалла тунă.
100 тăваткал метр лаптăклă клуба харăсах 70-75 çын вырнаçма пултарать. Залпа сценăсăр пуçне санитари пÿлĕмĕ пур, унта алă çумалли раковина, унитаз лартнă. Сцена çине тухма уйрăм пÿлĕм пур. Палăртмалла, яла медицина ĕçченĕсем килсен халăх сывлăхне вĕсем клубрах, уйрăм пÿлĕмре, хăтлă условисенче тĕрĕслеме пултараççĕ.
Халĕ ĕнтĕ клуб валли кирлĕ хатĕр, оборудованипе техника, ларкăчсем туянмалли кăна юлать. Кун валли муниципаллă культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетмелли программăпа республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă.
«Паллах, клуб территорине те хăтлăлатасшăн эпир. Клуб умĕнчи палăка та, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалланăскере юсаса çĕнетесшĕн. Тен, пуласлăхра кунта СВО паттăрĕсене асăнса аллея та уçăпăр. Çавăн пекех çитес çул Чупай ялĕнчи культура çуртне юсас тĕллев те пур, кăçал урайне сăрласа тирпейлерĕмĕр-ха. Малашне те халăхпа пĕрле пĕршухăшлăн ĕçлесен мĕн шутланине пурнăçлама пултарăпăрах», — тет Чупайри территори пайĕн начальникĕ Надежда Апполоновна ял тăрăхĕнче пурăнакансен тăрăшулăхне ырласа.
Палăртса хăварас пулать, пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи Хуруй ялĕнче те çĕнĕ клуб строительстви пуçланнă. Ăна та çÿлерех асăннă «Грааль» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
